Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

класри (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкул ачисемпе ашшӗ-амӑшӗсем класри, килӗсенчи чӳречесене Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе илемлетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑри паттӑрлӑх ҫамрӑк ӑру асӗнчех // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11946-v-rc-r ... -as-nchekh

Вун пӗрмӗш класри Дарья Филиппова Сафрон Филиппович Филипповӑн вӑрҫӑ ҫулне йӗрлесе ӑна картта ҫинче те паллӑ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

1984 — 2«А» класри ҫирӗп ҫын — Зина Горелова, Дима тусӗ

1984 — Сильная личность из 2 «А» — Зина Горелова, подруга Димы

Лычёва Екатерина Александровна // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D1%8B%D ... 0%BD%D0%B0

Вӑл пирӗн улттӑмӗш класри пионер отрячӗн вожатӑйӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Класри ачасем ҫак «намӑсла» ӗҫ пирки ан сисчӗр кӑна ӗнтӗ, — тесе тарӑхса шутлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Каялла таврӑннӑ чухне хӗрсем хӑйсен ачалӑхӗ, шкулта мӗнле вӗренни, ҫав ҫулсенче пӗр класри мӗнле арҫын ачана килӗштерни пирки калаҫса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Гаврил Романович хӗр инженер шухӑшне хирӗҫлемерӗ, текста сӑвӑласа ҫырассипе ҫеҫ килӗшмерӗ: «Пӗрремӗш класри ачасем мар эпир кунта сӑвӑсем вӗренсе ларма», — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пирӗн шкултан унта Иван Родионов (11-мӗш «а» класс, ертӳҫи П.В.Родионов), 2-мӗш «б» класра вӗренекен Юлия Боровкова (ертӳҫи — Т.Г.Лапшина), 3-мӗш «а» класра пӗлӳ пухакан Ольга Порфирьева (ертӳҫи — С.Г.Орлова) тата 4-мӗш «б» класри Глеб Тихонов (ертӳҫи — Е.А.Пушкарева) «Таса тавралӑх» номинацире хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренекенсем конференцире палӑрнӑ // Петр РОДИОНОВ. http://kasalen.ru/2023/10/20/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

1. Компас тӑрӑх сирӗн класри чӳречесем хӑш енне пӑхнине пӗлӗр.

1. Определите по компасу: В каких направлениях расположены в вашем классе окна?

Компас // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Партӑсем хушшинче ларсах ҫаксене пӗлӗр: сирӗн класри чӳречесем сиртен хӑш енче?

Определите, сидя на парте: В каком направлении от вас расположены окна в вашем классе?

«Сылтӑм ен» е «сулахай ен» тенисем улшӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Класри мӗнпур арҫын ачана вӗрентекен пӗр ӗҫ хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Атьӑр вӗрентекен тенкелне пурӑпа сӑрлар! — класри шӑв-шава путарса кӑшкӑрчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Виҫҫӗмӗш класри хӗрачасем пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑнсене йышӑнчӗҫ.

Первое и второе места заняли девочки из третьего класса.

Сӑвӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/605

Юлашкинчен, — ӑнлантӑни, Тихонов? — тесе ыйтрӗ 7-мӗш класри вӗренекенрен.

Куҫарса пулӑш

Правилине ӑнланаймарӑм // Сӳпенке Илли. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 12 с.

А.И.Баратынский пачӑшкӑ кӑтартса пынипе унччен маларах кӑштах ӑс пухнӑ аслӑрах класри ачасем ҫӗнӗрен килнисене вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Пульницӑран сипленсе тухсан, Аркадий ытти экзаменсене класри юлташӗсемпе пӗрлех, ӑнӑҫлӑ тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ташӑ пуҫласа яракансем «Б» класра комсорг пулнӑ хӗрлӗ ҫӳҫлӗ Никитин Петрпа ҫав класрах вӗреннӗ Нарспи сӑн-питлӗ Петрова Зинаида (платйин аркине чӑваш тӗррипе хайнӑ), унтан «А» класра вӗреннӗ йӑпшак кӗлеткеллӗ Кириллов Владиславпа «Б» класри утмӑлтурат куҫлӑ Матвеева Альбина (иккӗшӗ те класс тулӗнчи ӗҫсенче чи активлисемччӗ) пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл илемлӗ литература произведенийӗсемпе ҫырнӑ сочиненисене учительсем час-часах ытти класри ачасене те тӗслӗх вырӑнне вула-вула параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑй класӗнчи хӗрачасен пӑшӑлтатӑвӗнчен Ула Тимӗр пӗлчӗ: «Б» класри Кораблева Полинана, ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула пур предметпа та «5» паллӑпа ҫеҫ пӗтернӗскере, вӑтам шкула экзаменсем тыттармасӑрах йышӑннӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Иккӗмӗш класри пек пӗр-пӗринпе тытмалла выляймӑн ӗнтӗ, пуҫра та шухӑшсӑр шухӑ ҫил ачисем ҫаврӑнса-пӗтӗрӗнсе, алпастӑланса ҫӳреме пӑрахнӑ, унта аслисен чӑн пурнӑҫ «пуҫватмӑшӗсем», ӗҫӗ-хӗлӗ, тӗллевӗ-ӗмӗчӗ сӑмсаланасшӑн, тӗвӗленесшӗн, тымарланасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех