Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

класа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Улттӑмӗш класа куҫнӑ кӗвӗ-юрӑ пултӑкӗллӗ Гена аллисене питлӗх тата йӗтӗр тытнӑ та халь-халь «туй шавӗ» пуҫлама хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Ав, Нинук пултӑр! — йӑл-йӑл кулкаласа, аллине чипер тумланнӑ, ҫурхи сарӑ чечек сӑн-питлӗ, йӑл сывлӑм куҫлӑ, ҫаврашка туталлӑ ултӑ ҫулхи хӗр ача еннелле ҫӗклесе илчӗ Аля, «пиҫекен хура хурлӑхан», тӑваттӑмӗш класа куҫнӑ «отличница».

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, класс алӑкӗ кӑри-и-ик уҫӑлчӗ — класа хӑйӑклата-хӑйӑклата, алӑк янахӗнчен тӳнк! такӑнса, кӗре сӑн-питлӗ, йӗрлӗ-йӗрлӗ хура костюм, теветкел хӗрлӗ кӗпе тӑхӑннӑ яклашка йӗкӗт кӗрсе тӑчӗ, йӑскӑн хура куҫӗсемпе пурне те алчӑравлӑн хыпашласа ҫаврӑнчӗ, вара пӗр пушӑ партта хушшине пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Тӑхӑр сехет ҫитесси пилӗк минут юлсан, класа, алӑка хатӑррӑн уҫса, аллинче кӑвак хут конверт тытса, яланхиллех яка тумланнӑ, чӑпар ҫӳҫлӗ шкул директорӗ кӗрсе тӑчӗ, пурне те сывлӑх сунчӗ, вара, конверта хачӑпа хӗрринчен касса, ӑшӗнчен форматлӑ шурӑ хут листи туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Класа тикӗс, чӑк тумланнӑ хӗрсемпе каччӑсем пӗрин хыҫҫӑн тепри кӗрсе парттӑсем хушшине лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ула Тимӗр пӗлет: С. М. Киров ячӗллӗ поселокра унӑн темиҫе туратри тӑванӗсем пурӑнаҫҫӗ, анчах вӗсен урамне те, ҫуртне те ас тумасть (вӗсем патӗнче тӑван амӑшӗпе хӑй пӗрремӗш класа кайнӑ ҫул ҫеҫ пулнӑччӗ).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Экзамен тытса саккӑрмӗш класа вӗренме кӗнӗ ачасене ҫак ушкӑнсен малти речӗсене тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Класа учительница кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакна курса ачасем ихӗлтетме, лӑхӑл-лахӑл кулма пуҫларӗҫ, класа тем тӗллевпе кӗнӗ техничка, Ула Тимӗре питлесе, ват сысна ами пекех ҫихӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗҫех вӑл унтан икӗ аллипе кукӑль касӑкӗ тытса, ӑна ҫӑтӑххӑн ҫырткаласа, сӗтеклӗн чӑмла-чӑмла, класа таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Малти ретсенче кӑҫал пӗрремӗш класа вӗренме килнӗ ҫичӗ ҫулхи ачасем.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫиччӗмӗш класа куҫсан тата, юлташӗпе ялти клубран баян вӑрласа тухса, вӑрӑ ятне те илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ҫак пысӑк та илемлӗ ҫурта Ванюк ҫиччӗмӗш класа кайнӑ чухне туса лартнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл вӗрентнӗ ачасем пурте пиллӗкмӗш класа куҫса йӗркеллӗ вӗренсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗнхи педсоветра шкул директорӗ Г. А. Коренков ӑна пӗрремӗш класс йышӑнса пиллӗкмӗш класа ҫитиччен вӗрентме сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

— Мӗнле пурӑнатӑр, ачасем? — тенӗ Орлова хӑй вӗрентекен ачасене, ирпе класа пырсан.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Ҫак ҫулсем хушшинче вӑл пилӗк хут 1-мӗш класран пуҫласа 4-мӗш класа ҫитиччен вӗрентрӗ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Унччен эпӗ ӑна курманччӗ; ҫавӑнпа та пӗлейместӗп: унта вӑл 1-мӗш класранах вӗренсе пынӑ-ши е кӑҫал ҫеҫ тӳрех 3-мӗш класа пырса кӗнӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Арҫук тӑваттӑмӗш класа ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Ыттисем нимӗн те шарламарӗҫ, вӗсен хушшинче Нина пек виҫҫӗмӗш класа каякан тупӑнмарӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех