Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кита (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан кита ҫыран е пӑр хӗрринче, е тӳрех тинӗсре тирпейленӗ.

Затем киты буксировались к берегу или кромке льда либо разделывались прямо в море.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Пӗрре эпӗ король сӗтелӗ ҫинче апат ҫинӗ чухне пӗр пысӑк кита куртӑм; ӑна сайра-хутра тӗл пулакан апат вырӑнне параҫҫӗ, анчах ӑна король юратсах каймарӗ.

Однажды мне пришлось видеть огромного кита за королевским столом; его подавали, как редкое блюдо, но я не заметил, чтобы это кушанье понравилось королю.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ хам пӗрре этем хулпуҫҫи ҫине аран хурса ҫӗклеме пултаракан пӗр кита куртӑм.

Я видел как-то кита, которого человек с трудом мог нести на плечах.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Чӗрӗ кита е кашалота курма май пулас пулсан, тем парӑттӑм…

Я не знаю, что бы отдал, лишь бы живого кита или кашалота увидеть…

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Халл капитанпа ун юлташӗсем ҫав усал сунара, йӑрӑмлӑ кита тытма, кайнӑ хыҫҫӑн карап ҫинче мӗнле улшӑну пулнине Бенедикт пичче пӗлет-ши?

Знал ли кузен Бенедикт, какие изменения произошли на борту корабля после того, как капитан Халл и его спутники отправились на злополучную охоту за полосатиком?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Мӗнле усал шӑпа кӑларса ячӗ-ши ҫав кита «Пилигрима» хирӗҫ?

Какой злой рок послал этого кита навстречу «Пилигриму»?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Аманнӑ, ҫапах та чӗрӗ юлташӗсене шывран туртса кӑларма, урса кайнӑ кита карап кӳлепине ҫаптарма Дикпа ун юлташӗсем вӑхӑтра пырса ҫитеймерӗҫ.

Дик и его спутники не могли даже подоспеть вовремя, чтобы вытащить из воды раненых, но еще живых людей и подставить под ужасные удары разъяренного кита корпус корабля!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ӗнтӗ кита тапӑнма пӑрахмалла та мӗнле хӑтӑласси ҫинчен шутламалла.

Пора было прекратить нападение и подумать о самозащите.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вельбот ҫумӗнчен иртнӗ самантра йӑрӑмлӑ кита виҫӗ сӑнӑ татах виҫӗ тӗлтен тарӑн суранлатрӗ.

В тот миг, когда полосатик проносился мимо вельбота, три копья снова нанесли ему три глубокие раны.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Икӗ матрос кӗсменсене Халл капитан хушнӑ пек хучӗҫ те вӑрӑм сӑнӑсем тытрӗҫ — кун пек сӑнӑпа аманнӑ кита вӗлереҫҫӗ.

Двое матросов сложили весла и так же, как сам капитан, вооружились длинными копьями, которыми добивают раненого кита.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ула кита хӑвалама пуҫларӗҫ, тӗрӗсрех, вӑл хӑй вельбота сӗтӗрме пуҫларӗ.

Началось преследование или, вернее, буксирование.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Халл капитанпа Хоуик боцман кита чӑмса кӗриччен курса хаклама ӗлкӗрчӗҫ.

Капитан Халл и боцман Хоуик успели рассмотреть кита, прежде чем он нырнул, и оценить его по достоинству.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫури юнашар пулни кита тытассине йывӑрлатнине Халл капитан пӗлет.

Капитан Халл знал, что присутствие детеныша делает охоту еще более опасной.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кита систермесӗр гарпун ывӑтмалӑх хушша ҫывхарма тӑрӑшӑр.

Постарайтесь незаметно подойти на такое расстояние, чтобы можно было уже бросить гарпун.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Йӑрӑмлӑ кита тытасси — йывӑр ӗҫ, сыхлӑх ятне тунӑ нимле ӗҫ те ытлашши пулмӗ.

Охота на полосатика — дело трудное, никакие меры предосторожности не могут быть в ней лишними.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Пӗлмен ҫынсене ӑнлантарса парас пулать: сунар ӑнӑҫсан, тытнӑ кита «Пилигрим» патне ҫити туртса ҫитермелле, сылтӑм борт енчен ҫирӗп ҫыхса хумалла.

Людям несведущим следует пояснить, что в случае удачной охоты убитого кита предстояло дотянуть на буксире до «Пилигрима» и крепко пришвартовать его к судну с правого борта.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

 — Том, эсир тата сирӗн юлташусем, кита карап патне туртса килсен, ӑна тирпейлеме пулӑшатӑр пулӗ тесе шутлатӑп, — ку вӑл часах пулӗ.

— Том, я рассчитываю, что вы и ваши товарищи поможете нам разделать тушу, когда мы притащим кита к кораблю, — а это будет скоро.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Тархасшӑн, Халл капитан, ҫав мӗскӗн кита ан ыраттарӑр! — кӑшкӑрчӗ пӗчӗк Джек.

— Пожалуйста, капитан Халл, не делайте больно этому бедному киту! — крикнул маленький Джек.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тепӗр енчен, лӑпкӑ тинӗс кита ҫӑмӑллӑнах хӑвалама май пуррине шантарчӗ.

С другой стороны, спокойное море сулило легкую погоню за китом.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Шӑпах ҫакӑн пек хатӗрпе кайрӗ те ӗнтӗ Халл капитан «Пилигримран» пилӗк мильӑра курӑнакан йӑрӑмлӑ кита тытма.

Именно с таким оружием капитан Халл и пустился на охоту за полосатиком, который был виден милях в пяти от «Пилигрима».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех