Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килӗштерсе (тĕпĕ: килӗштер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ик-виҫӗ кун хушши Вихтӗрпе Кевӗрки килӗштерсе выляҫҫӗ теттесемпе: пӗрре пӗри шӑхӑртать шӑхличе, тепри ҫав вӑхӑтра пӑшалпа тӗл пемелле вылять.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Кунта хӑнасем предприяти кӑларакан продукципе паллашнӑ кӑна мар, районти ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе килӗштерсе ӗҫлемелли майсене те сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлӗ ҫӳревре район аталанӑвӗпе паллашрӗ // А. МАКСИМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/13/l- ... e-pallashr

Левен амӑшӗ Теренпе Маврана: «Пире килӗштерсе тӗппипе тасатӑр», — текелесе пӗрер пӗчӗк черкке эрех ӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кунсӑр пуҫне Раҫҫейпе Таджикистан президенчӗсем ӗҫлӗ тата конструктивлӑ уҫӑмӗнче хӑш-пӗр ҫивӗч ыйтусем пирки, ҫав шутра терроризмпа тата миграци сферипе кӗрешес ӗҫре пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Путин Таджикистан президенчӗпе Рахмонпа телефонпа калаҫнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... -n-3755443

Вӗсем ял пурнӑҫне юратса, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ, ӗҫрен пӑрӑнмаҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

Абаев-философ пачах урӑхла: виҫӗ система пӗр-пӗринпе епле килӗштерсе ӗҫленине пӗтӗмӗшле лайӑх ӑнлантарать пулсан, ҫав системӑсенчи детальсемпе агрегатсем «пуск» кнопкӑна пуснӑ хыҫҫӑн ҫеккунтӑн миҫемӗш пайӗнче мӗн хӑтланма пуҫланине хӑш чух пӑтраштарма пуҫлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Юратап эп, ват ухмах, аслисене килӗштерсе, сан пек йӑпӑлтатса, мӗн кирлине малтанах тупса хуракан шӗшлӗсене.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ӑстасем чечек майлӑ тӗрӗсене иленеҫҫӗ, уйрӑмах сакӑр ҫеҫкеллӗ эреше килӗштерсе пӑрахаҫҫӗ: ӑна кӗскӗ варрине, ҫанӑ ҫине, аркӑ вӗҫне те тӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Хӑш-пӗр енӗпе, тен, килӗштерсе ӗҫлесси те пӑсмасть пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

Ҫемьеллӗ ҫынсене нумай пӗлетӗп, ҫапах та Сергейпе Валя пек юратса та килӗштерсе пурӑнакансем ытлашши нумаях мар пуль.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаттӑмӑр, ҫитменлӗхсем пулсан — куҫран калаттӑмӑр, ҫавӑнпа-и тен, пирӗн вӗрентӳри ӗҫсем те чиперех ӑнса пыратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Килӗштерсе пурӑнакан кил-йышӑмӑр пирӗн чухӑн мар ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

1931 ҫулта кит тытас ӗҫе йӗркелес тӗллевпе тӗнчере килӗштерсе ӗҫлеме пуҫланӑ.

В 1931 году началось международное сотрудничество в области регуляции китобойного промысла.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Чӑвашсем, тутарсем, вырӑссем тата ытти халӑх ывӑл-хӗрӗ пӗрле килӗштерсе ӗҫлеме те, савӑнма та пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Мария Петровнӑпа Моисей Самойлович пурнӑҫ ҫулӗпе 58-мӗш ҫул пӗрле килӗштерсе утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнекен ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/c%d0%b8%d1 ... %87%d0%b5/

Черновсем 50 ҫул пӗр ҫемьере килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнаҫҫӗ шӑкӑл-шӑкӑл аллӑ ҫул пӗр ҫемьере // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Килӗштерсе ӗҫлеҫҫӗ икӗ хӑта.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫакнашкал илемлӗ тӗнчере мӗншӗн-ха этемсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаймаҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Таса та тирпейлӗ тумланнӑ илемлӗ те правур хӗрарӑм ҫине пӑхса тӑнӑҫемӗн Анук ӑна ытларах та ытларах килӗштерсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫынсен те ҫаплах пулмалла, пӗр-пӗрин патне туртӑнмалла, килӗштерсе те юратса пурӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех