Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килтӗм (тĕпĕ: килтӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Папӑшкӑ, тет Кӗлепӗ, папӑшкӑ, куратни кама илсе килтӗм. Кӑрсавицӑ, Ваҫӗлесӑ Кӑраснӑй. Ҫӑкӑр-тӑвар кирлӗ».

«Бабушка, — говорит Глеб, — бабушка, смотри, кого я привез. Красавица, Василиса Красная. Хлеб да соль нужны».

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

— Кӑҫал Парижран илсе килтӗм.

Куҫарса пулӑш

Шлепке // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 14 с.

Хӑпӑл-хапӑл курӑк татса килтӗм те мулӑма ниҫта пытарма аптӑраса ҫӳретӗп.

Куҫарса пулӑш

Сыв пул, ялӑм! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ пахчаран виҫӗ ҫӗклем мӑян татса килтӗм те ӗнене патӑм.

Куҫарса пулӑш

Сыв пул, ялӑм! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Манӑн хамӑн пӗчӗк витре пур, эпӗ те ҫырмаран шыв йӑтса килтӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Эп сирӗн пата, Марина Васильевна, ҫӗр ҫинчен калаҫса татма килтӗм, — терӗ Энтри пичче.

Куҫарса пулӑш

Пӗрене пуҫӗ шӑтӑк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ килте ларса юласса шантӑн пуль-ха, анчах килтӗм те, акӑ, чӑрмантартӑм сире.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Аран-аран йӑтса килтӗм.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Анне патне кайса килтӗм, чӗппӗмсемшӗн вара… ой, тунсӑхларӑм, ҫур ӗмӗр курман пекех.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ман ирхи ӗҫсем пӗтрӗҫ, ҫавӑнпа та сана пулӑшма килтӗм, — терӗ вӑл, тулли кӗлеткеллӗ хӗрарӑм умне пырса.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Эпӗ анне вырӑнне ӗҫлеме килтӗм, енчен те эсир мана хӑвӑр йыша йышӑнсан, паянах ӗҫе пуҫӑнас тетӗп.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӳрте кӗрсенех Ҫимун: «Сире валли анне илсе килтӗм!»- терӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

1947 ҫулта вара кукаҫине - Петр Захарович Захарова - пӑхма Кушара килтӗм.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Ҫак тата ытти ыйту хуравне тупас тӗллевпе эпӗ Красноармейски районӗнчи Кушара Куприяновсем патне ҫитсе килтӗм.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Сан валли кучченеҫ илсе килтӗм!

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

…Эпӗ ак, сан пата нимӗнсӗрех килтӗм, — терӗ вӑл ассӑн сывласа; унтан амӑшӗн кушӑрханӑ пӗчӗк аллинчен тытрӗ.

А я вот пришел к тебе ни с чем, — сказал он, вздохнув, и взял маленькую загрубевшую руку матери.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эпӗ ак Фретича та хампа пӗрлех илсе килтӗм.

Вот я и Фретича уже привел.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Иртнӗ вырсарникун хамӑн тепӗр тӑвансем патне ҫитсе килтӗм.

Куҫарса пулӑш

Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html

Виҫӗмкун, юрҫӳрен ҫине утлантӑм та, хам тӑвансем патне, Хурӑнлӑх ялне, хӑнана кайса килтӗм.

Куҫарса пулӑш

Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html

— Надя Борисова, эрне каялла техникум пӗтерсе килтӗм, Патӑръел районӗнче ҫуралса ӳснӗ, — терӗ вӑл мана алӑ панӑ май.

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех