Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫипех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тумланса картишне тухсан, ҫулла ҫӗлӗк мӑнӑш кӑна пулнӑ анчӑк, халӗ Хураҫка ятлӑскер, ҫемҫе утӑ-улӑм ҫинче тынашкапа юнашар выртса ҫывӑрма юратаканскер, чи малтан сиксе тӑрать, пӳртрен тухнӑ ҫынна куҫран ӑслӑн пӑхса хӳрине пӑлтӑртаттарать, кил-хуралта ҫӗр каҫипех шанчӑклӑ хураллани пирки евитлет.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Канӑҫсӑр ҫутҫанталӑк ҫӗр каҫипех ӗҫленӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вӗсем ҫу каҫипех кунта юласшӑн.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Килӗшсен вӗсем ҫакӑнта ҫу каҫипех пурӑнма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Лешӗ Актая ҫу каҫипех пулӑшма пулать.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Кайран, каникул вӑхӑтӗнче, Раман ҫу каҫипех плугарьте, комбайнер помощникӗнче ӗҫлерӗ, аттестат илес куна тесе костюм, шурӑ кӗпе, галстук, пушмак туянмалӑх укҫа турӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эсӗ кун каҫипех чип-чипер ҫӳрерӗн, унтан сасартӑк сана темле шӑна пырса ҫыртрӗ тейӗн…

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ «Юроплан» лашапа хӗл каҫипех станцине вӑрман турттартӑм.

Куҫарса пулӑш

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

Халь вӑл, ҫӗр каҫипех лӑп-тӗрӗслӗн ҫывӑрайманскер, куҫне кӑмӑлсӑррӑн уҫрӗ: мӗне кура паттӑрланчӗ-ха ҫӗркаҫ?

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ячӗшӗн сарса панӑ ҫӳхе улӑм ҫинче ҫӗр каҫипех тӑр-тӑр чӗтресе выртаттӑм.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Апачӗ те манӑн хӗл каҫипех кӑртӑнкӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗл каҫипех шартлама сивӗ вӗсен яштака вуллисене, ҫинҫе турачӗсене пӗрре мар шӑнтса хӗстернӗ, хаяр ҫил тухсан, хуҫса антарасла силленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫу каҫипех больницӑра выртнӑ Таиҫ аппа ӗнер сывалса киле таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Виктора ҫӗр каҫипех темиҫе хутчен асаплантарчӗҫ.

Всю ночь Виктора пытали до обморока.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫав ҫӑткӑн харампырсем шкул сакайӗнчен кӑшманпа ҫӗрулми вӑрласа ҫӗр каҫипех кӑмакара пӗҫеретчӗҫ.

Эти обжоры и дармоеды завели привычку ночи напролет печь свеклу и картошку, наворованные из школьного погреба.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗсен вуллисене йӗри-тавра касса суранлатнӑран, ҫу каҫипех хӑйсен суранӗсене «куҫҫулӗпе» ҫуса ирттереҫҫӗ, хӗрлӗ тӗслӗ шӗвекӗпе сӑрланса, ҫуллахи кунсене те асаппах вӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ҫапла, Вӑрнар вӑрманӗ тавра вырнаҫнӑ Шалти тата Тулти Пӑртас, Волонтер, Ҫарӑклӑ, Пинер, Шӑхаль, Санарпуҫ, Хапӑс, Кивьял, Вӑрманкас, Катӑш, Кӳлхӗрри, Упнер, Кӗҫтӳмер, Ершепуҫ ҫыннисем ҫу каҫипех вӑрманта кӑткӑ пекех ӗҫлетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Вӗсенче вирьялсем карас ӗрчетеҫҫӗ, ҫу каҫипех вӗсем пулӑ ҫиеҫҫӗ тесен, анатри чӑвашсем ӗненес тс ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗр ӗҫченӗ ҫу каҫипех вӑй хурса, тӑрӑшса ҫитӗнтернӗ пахчаҫимӗҫе, тырпула тирпейлӗн пуҫтарса пӳлмесене кӗртнӗ тапхӑр.

Куҫарса пулӑш

55 ҫул - юратӑва упраса // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11112-55 ... -va-uprasa

Ача-пӑча вӑйӑ тавра чупатчӗ, Ҫӗр каҫипех ял кӗрлесе тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫаплаччӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 8 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех