Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каятӑп (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл каҫхине пирӗн яла пырса кӗрсе ҫӗр выртрӗ те, ирхине эп Хусана каятӑп, ҫула май хуть те мӗнле груз та тиесе кайма пултаратӑп, терӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Хусанта манӑн шӑллӑм пурӑнать те, ун валли илсе каятӑп.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Пулаймасть пулӗ, мӗншӗн тесен ачасене паян вӑрмана экскурсие илсе каятӑп! — каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑрах кӑшкӑрчӗ Тамара.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Манра асатте юнӗ юхать пулмалла, ҫавӑнпах-тӑр хӑш-пӗр чух ытлашшипех хӗрсе каятӑп.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ыран татах кӑларса яратӑп, правление ҫитетӗп, унта ӗҫ тухмасан района каятӑп.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Куҫ курман ҫӗрех тухса каятӑп», — ӗмӗтленчӗ арҫын.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Ашхабада каятӑп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Упӑшка кӑмӑлне мӗнле те пулин ҫемҫетсе Шупашкара виҫӗ-тӑватӑ кунлӑхах каятӑп пуль, ҫав вӑхӑт тӗлне эс те унта ҫитме тӑрӑш.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Халӗ, акӑ, вӑй пухатӑп та каллех ун патне тухса каятӑп.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑш-пӗр чухне ҫапла тӑшман штыкӗ ӳте шӑтарса кӗме пултарасси пирки шухӑшлатӑп та… шалтӑрах халтан каятӑп.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗрӗссипе каласан, эпӗ пӑхма кӑтик этем, анчах ҫапӑҫӑва кӗрсен вара арӑслан пек урса каятӑп.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпӗ патька-патша тапӑрне каятӑп.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каҫалапа вара ҫапла шухӑш турӗ: «Каҫпа яла каятӑп, киле кӗретӗп те лайӑх ухӑ, туп-тулли укҫа, хӗҫ, апат-ҫимӗҫ илсе тухӑп. Вара ут утланса каялла сӑптӑрӑп. И-и, пурӑнӑп вара!» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпӗ Саранск еннелле чакса каятӑп, — тесе хӑварчӗ вӑл Сюльдяшова.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каятӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кам манпа пырӗ — Ҫӑкӑр вырӑнне кулач ҫийӗ; Шыв вырӑнне сӗт ӗҫӗ; Кам кунта юлӗ — Ҫӑкӑр вырӑнне улӑм ҫийӗ, Шыв вырӑнне хура шыв ӗҫӗ, Каятӑп, каятӑп, Акӑш пулса вӗҫетӗп… — тесе юрланӑ пулать.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каятӑп, каятӑп, Акӑш пулса вӗҫетӗп.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ, акӑ, Гаврилӑпа пӗрле ыранах Юнкӑ тӑрӑхне, Чикме еннелле тухса каятӑп: унти чӑвашсемпе ҫармӑссене, вырӑссене ҫӗклесе, Чулхула еннелле хускатас.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакна асӑрхаса-ши, Шуйтан пире юман кутне хӳтерчӗ те: «Кашнийӗ хӑйне мӗн кирлине калӑр, — тет. — Эсир каланине тума пултарайсан — чунӑр ман кӗсьере пулать. Хам пата тарҫа илсе каятӑп…»

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Халӗ вара, Укаслу, эпӗ каятӑп.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех