Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каякансене (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрҫа каякансене урӑх кирлӗ мар, — эпир вӗсене сутса ятӑмӑр та пилеш эрехӗ илтӗмӗр…

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Салтака каякансене ӑсатма кунӗ ятарласа саккаспа килнӗ пек пулать паян!

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ял Советне татах салтака каякансене валеҫме повестка килнӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрҫӑ ӗҫӗпе анӑҫалла каякансене вакуна вырнаҫасси тем йывӑр ӗҫех пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗпӗре каякансене унтан Вӑрнара автомашинӑпа леҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Шкултан вӗренсе тухса каякансене пил-пехил, ырӑ сӗнӳ пама мӗн тери пӑлхануллӑ, вӗсене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӗрӗс-тӗкел кӑларса яма мӗн тери савӑнӑҫлӑ, хумхануллӑ.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Ҫавӑн пекех контракт мелӗпе ҫар службине каякансене те сумкӑсем хатӗрлесе парса яратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Халӗ ӗнтӗ вӑл, хӑй нимӗн те тӑваймассине пӗлсе, вилӗм шӑтӑкнелле илсе каякансене пӗтӗмпех парӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чылайччен пӑхса ӑсатрӗ халӑх каякансене.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Инҫете-инҫете ӑсатса ячӗ Алюнов тапӑртан тухса каякансене.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗвел каҫалана сулӑнсан, Ачакасси ҫыннисем патька-патша патне каякансене ӑсатса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мобилизаципе Украинӑна каякансене крап берет хуҫи туслӑ пулма, йывӑрлӑха парӑнмасӑр пӗр-пӗрне пулӑшма сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Килӗсене, е усрав ача пулса каякансене ҫӗнӗ кӗпе-йӗм тӑхӑнтарса, апат пӗрле ларса ҫисе, инҫе-инҫе ӑсатса яратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Октябрь уйӑхӗнче пирӗн тата Елчӗк районӗсенчен мобилизаципе каякансене чыслӑн ӑсатассине йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Ҫтаппан акана каякансене те тӗл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

…Иштерек килӗнче вӑрҫа каякансене пурӑнан пурнӑҫра пӗрремӗш хут ытлашши татӑлса йӗмесӗр, хӑй тӗллӗнех шӑпӑртатса анакан куҫҫульне ҫынна кӑтартмасӑр ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑсатма халӑх нумай пухӑннӑ, каякансене ӗҫме-ҫиме параҫҫӗ: хӑшӗ — кӗленчепе сӗт, хӑшӗ — ҫӑмарта.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мобилизаци йӗркипе каякансене, ҫар тивӗҫне пурнӑҫлакансене хӑвӑртрах, ҫӗнтерӳпе таврӑнма сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмастпӑр // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%85%d0%b ... bfa%d1%80/

Ятарлӑ ҫар операцине пурнӑҫлама каякансене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, ҫар комиссарӗ Сергей Данилов, ЧР Хӗрарӑмсен канашӗн районти уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова салтаксене ҫак йышпах каялла тавр ӑнма телейлӗ ҫул, ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑра та, юлташӑрсене те упрӑр // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/10/21/%d0%bc/

Ӑслӑрах пулӑр: пуҫ ҫӗмӗрсе каякансене ҫул парӑр.

Будьте мудрее – уступите дорогу тем, кто идет напролом.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех