Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

карӑнса (тĕпĕ: карӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тамарӑн ҫутҫанталӑк епле хавасланнине пӑхса тӑрсан-тӑрсан карӑнса илес те хурчӑка пек вӑраххӑн вӗҫсе ҫаврӑнас килсе каять.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Амӑшӗн сассине илтсе, ҫемҫе вырӑн ҫинче выртакан пӗчӗк ывӑлӗ тапкаланса илет малтан, унтан, тутлӑн карӑнса та турткаланса, ҫӗнӗ ҫӗрте пӗрмӗш хут: «Уа-а», — тесе кӗскен сас парать, тенкел айӗнче, хурӑн шывӗ тумланӑн, ҫинҫен шемп-шемп туни илтӗнет…

Куҫарса пулӑш

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левен, ҫитес ҫӗре ҫитнишӗн кӑмӑле тулнипе анасласа, тутлӑн карӑнса илет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Килӗшмерӗ ҫеҫ те мар, чун урлӑ темле сивӗ пӑралук карӑнса иртрӗ тейӗн — сӳ турӗ шалта.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пӳрт умӗнчи ҫӳллӗ карта ҫийӗн икӗ рет йӗплӗ пӑралук карӑнса тӑни кӑна килӗшмерӗ Ваҫука.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ыа-а, — карӑнса илет Услантӑр мучи.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Атӑл урлӑ карӑнса тӑракан асамат кӗперӗ, ҫил вӗркеленӗрен-ши, халь-халь сирӗлсе каяс пек, хумлӑн-хумлӑн чӗтресе илет.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Анчах, тутлӑн карӑнса илсен, шухӑша кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ачине иртен ӗмӗртменнипе ун кӑкӑрӗ карӑнса ҫитнӗ пулас…

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вырӑн ҫинчен тӑмасӑрах ирӗклӗн карӑнса илтӗм; салтакранах килнӗ «командирски» алӑ сехечӗн йӗпписене куҫпа шыраса та пӗтереймерӗм — шалти пӗтӗм хӑват пружинӑланчӗ, чун сӳ-ӳ-ӳ! сӳлетсе кайрӗ, тапса янӑ мечӗк пек вырӑн ҫинчен сиксе тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Ҫавӑ та пулӑшрӗ ӑна: путакан патне пӑшилле карӑнса чупса та ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Шалти пӳлӗмелле карӑнса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Карӑнса илчӗ, ҫӑмха пек пӗтӗрӗнчӗ, унтан хӑвӑрт, пружина пек сиксе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Юрӗ, шарламӑп хальлӗхе. Мӗншӗн ахалех салтак чунне канӑҫсӑрлантармалла. Унӑн манӑн уйӑхрисемсӗр те суйхи-хуйхи ҫителӗклех пулӗ», — шухӑшларӗ те вӑл тутлӑн карӑнса илчӗ, хул айӗнче шӑтӑртатни те илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ах, Ванюш! — тутлӑн карӑнса персе ячӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Куҫӗсене чарса чӳречерен урамалла карӑнса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сатур вӑранчӗ, ҫине-ҫине анасларӗ, тутлӑн карӑнса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Пӑрлӑх ҫинче шӑтӑк-ҫурӑк тата путса анса каймалли тарӑн шӑтӑксем темӗн чухлех, унта-кунтах сенкер пӑр юписем ҫӳлелле карӑнса тӑраҫҫӗ.

Весь ледник был испещрен многочисленными трещинами и провалами, на нем громоздились голубые столбы.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Унтан, куҫӗсене кантарас тесе, карӑнса илчӗ…

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ир енне урам еннелли кантӑк умӗнчи ҫамрӑк хурӑн шӑнӑр туртнӑ пек шарт сиксе ыйхӑран вӑранчӗ те, шӑмшакне ҫемҫетнӗ пек, авкаланса, карӑнса илчӗ, вара хуллен шӗпӗлтетме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех