Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

картишне (тĕпĕ: картиш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Картишне пухӑннӑ юр шывӗ урамалла юхма тытӑнсан тин ҫамкине шӑлса илчӗ те йӑмра ҫумне сӗвенчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Картишне тухатӑп — стройка шавӗ кӳплетсе те кӗрлесе килет.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫумӑр иртсен, Думитру картишне тухать те пӳрт ҫийӗнчен икӗ тимӗр листи сӗвӗнсе ӳкнине курать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫав самантра картишне Улюкпа хӗрӗ кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Картишне тухатпӑр та, лаҫӑ кӗтессинче ҫакӑнса тӑракан кӑмкан патне пырса, ҫӑвӑнма тытӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Григорий Григорьевич вӗсем патне йӑпӑр-йӑпӑр чупса пычӗ те, йӑтса илсе, картишне кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ферма картишне пырса кӗретӗп те вара: «Ман пичче ӑҫта?» — тесе ыйтатӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Таранов ҫав кунах Сулагаевпа ӑш пиллӗн калаҫма ӗмӗтленсе ялтан виҫӗ ҫухрӑмри картун ҫуртне кайрӗ, анчах лешӗ ӑна пӳртне мар, картишне те кӗртмерӗ, йыттине сӑнчӑртан вӗҫертсе ячӗ…

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Перемена вӑхӑтӗнче ачасем шкул картишне чупса тухса тупнӑ чул е кирпӗч катӑккипе туяннӑ мӑйӑра катрӗҫ.

Во время перемены школьники выбегали во двор, находили камень или обломок кирпича, чтобы расколоть только что купленные орехи.

Мӑйӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/570

Ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫинчен манса хӗрачасем Барбисене кӳмене лартрӗҫ те картишне тухрӗҫ.

Забыв о тряпках, девочки посадили в коляску Барби и вышли во двор.

Кӳме // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/564

— Давай, давай, кӗртсе тӑварар! — тесе вӑл лава хӑех картишне кӗртсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Вӑл мана урамра тӑватӑ хутлӑ пысӑк ҫурт картишне кӗмелли алӑк патӗнче кӗтсе тӑнине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Лаша пулман, картишне ӗне ури йӗрӗ ӳкмен.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Герасим Федотович картишне тухсан ӑна улах ҫӗрелле туртрӗ, сӑмахне яланах пӗр евӗрлӗ пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пире МТС картишне хупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ферма картишне тулли лавсем шӑвӑнса ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Изамбаевпа Галина картишне кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫапла пӗр ирхиие картишне тухрӑм та, тунката ҫине ларса, хуйхӑрма тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Картишне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пытанса, картишне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех