Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

карлӑкӗ (тĕпĕ: карлӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иван кӗпер карлӑкӗ хӗррипе пыракан нимӗҫе сӑмса кӑкӗнчен ҫапрӗ те шывалла вӑркӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анюта ӗнтӗ эстакада карлӑкӗ урлӑ уртӑннӑ та пӗр сӑмах чӗнмесӗр ҫӳлтен Рамана сӑнаса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Карлӑкӗ ҫине теттесем: пушӑ шпулькӑсем, тӗрлӗ тӗслӗ тӳмесем, ҫӗмӗрӗлнӗ чейник хуппине ҫакса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл, алӑкран сылтӑм енче курӑнакан шӑнкӑрав тӳми ҫине куҫ илмесӗр пӑхса, пусма карлӑкӗ ҫумне тайанса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Володя пӑрахут ҫине пырса кӗнине хӑйне палуба карлӑкӗ ҫумне ҫав тери хытӑ хӗстерсе лартсан тин ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Крыльца карлӑкӗ ҫине пуҫне чиксе паҫӑртанпах Сухви тӑнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Сухви крыльца картлашкин карлӑкӗ ҫине таянса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хӑпарса тӑнӑ-ши балкон карлӑкӗ ҫине е уртӑннӑ ҫеҫ-ши вӑл — тепӗр ачи, юриех те мар пуль-ха, тӗртнӗ янӑ ҫакна…

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Кӑсӑя троллейбуспа автобус сассиллӗ шавлӑ урам урлӑ вӗҫсе каҫса балкон карлӑкӗ ҫине килсе ларнӑ паллах.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Балкон карлӑкӗ ҫинче сарӑ пӗсехеллӗ кӑсӑя чӑлт та чӑлт сиккелесе ҫӳрет, хушшӑн-хушшӑн ешчӗксенчи типсе хӑрнӑ чечек тунисем хушшинче тем чакаланать, ҫимелли шырать.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ывӑлне тӑратас та килмест унӑн, ҫав вӑхӑтрах икерчине те вӗрилле ҫитерес килет… анчах лешӗ ӑна часах сисет: вӑр-вар сиксе тӑрать те, пусмаҫи карлӑкӗ ҫине пӗр витре сивӗ шыв илсе тухса, питне, мӑйне, хулӗсене ӗхлете-ӗхлете ҫӑвать.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Ҫавна кура Аркадий те тӑп чарӑнчӗ те вӑрт сулахаялла сулӑнчӗ, кӗпер карлӑкӗ урлӑ аялалла тимлерӗ — хумханса, пӑтранса, авӑр евӗр хӑмпӑланса тӑракан шывра, пӗр вырӑнта, сарӑ квадрат майлӑрах лаптӑк палӑри-палӑрми мӗлкеленсе ҫуталкалать, тачка пӑяв пек хумсем, унран уйрӑлса, авӑнчӑк-пӑрӑнчӑк ункӑлана-ункӑлана, пӗр-пӗрин ҫине йӑвалана-йӑвалана, утлана-утлана, шуйхӑнсах аяккалла йӑпӑртатаҫҫӗ, йӑкӑр-йӑкӑр кусаҫҫӗ; сарӑ «квадратпа» юнашарах, хӑйне путма памасӑр: «Пулӑшӑ-ӑ-ӑр!» тесе пыр тулли тӑвӑнса кӑшкӑрашкаласа, ӗҫ ҫи-пуҫлӗ темле арҫын халсӑррӑн тапӑлтатать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Сылтӑм аллинче пуртӑ, тепринпе пукан карлӑкӗ ҫине тӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унӑн карлӑкӗ урлӑ ачасем курӑнмаҫҫӗ, регент хӑлаҫланса тӑни ҫеҫ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӗсем каллех кӗпер карлӑкӗ урлӑ авӑнса шырарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сахар кӳршӗсене ӑсатнӑ хыҫҫӑн крыльца карлӑкӗ ҫине пырса таянчӗ, шухӑша кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар йӑпӑр-япӑр крыльца карлӑкӗ урлӑ сиксе каҫрӗ, пӳртум хӑми тӑрӑх пускаласа, лавкка стени ҫумне вырнаҫтарса хунӑ пакурсене илме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ытти кунсем апат тухса парасса кӗтсе Твиккапа Квикка ялан ҫенӗк карлӑкӗ ҫинче ларатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Палюк мучи кайсан Твиккапа Квикка ҫине пӗррех сиксе ҫенӗк карлӑкӗ ҫинчен хӑваласа яратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Ҫенӗк умне тухать те Твиккапа Квиккана аш кӑтартать ҫех, лешсем тӳрех вӗҫсе пырса ҫенӗк карлӑкӗ ҫине лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех