Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каплах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ, ҫӗҫӗлли, ку хурӑна ма каплах хывӑнтаратӑн?

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Каплах кам чӑрсӑрланнине ӑнкараймасӑр, самай хӗрсе ҫитнӗскерсем, унччен чи ҫывӑх тӑвансем пек ыталашса ларнӑскерсем, кӗрлесе ҫуннӑ ҫӗре шыв сапма пӑхаҫҫӗ: шыва пула паклатать те бензин тата ҫӗнӗ хӑватпа ҫунатланма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ну, эс, чӗппӗм, каплах ан йӗр.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Шӑнкӑрч, — тет вӑл, — ӑҫтан килетӗн каплах хыпаланса?

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Каплах пулсан, вырӑн ҫинче выртма тивет пуль пӗр вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Каплах ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе кайсан ку хӗр, — теҫҫӗ аслӑрах вӗрентекенсем те шӳтлесе, те чӑнласа, — класс ертӳҫисем те кирлӗ пулмаҫҫӗ ак.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Каплах тӗнтсе ачин чӗрине амантни вырӑнлӑ-ши?

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Маншӑн каплах тӑрӑшма епле ӳркенмен-ха вӑл?» — тӗлӗнчӗ Васса.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Каплах ыратакан марччӗ, ӗнер пӗрене ҫӗкленӗ чухне темӗнле мелсӗр тытрӑм-и — ҫатӑр! ыратса килчӗ, халӗ те тамалмасть…

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Каплах мар ӗнтӗ, Павӑл, — терӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Каплах та юрамасть-и?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Каплах ӗҫлесен, урана йывӑртарах килмӗ-ши, суран уҫӑлма пултармӗ-ши тесе те шухӑшлать Тимуш.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Автор палламан-туман ҫын пулнӑ пулсан, тен, каплах хумханса-ҫӗкленсе те вуламастӑмччӗ-и ҫырӑва.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Кирлӗ мар кӑтартма, каплах ӑнлантӑм, — куҫне ҫӗр ҫинчен илчӗ Серебряков.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Каплах калаҫакан марччӗ эс манпа, Калис, — кӑштах чӗнмесӗр ларсан хушса хурать Сантӑр.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Каплах пултарсан часах, акӑ, купса е Улатӑр хулинче хысна укҫи упраканӗ пулӑн.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каплах пулсан валтиелсем ҫука юласси те часах!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каплах пулсан чиркӳ енне ҫаврӑнса пӑхми пуласси те инҫе мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каплах аван йӗркене Тытса усрӗ Шупашкар».

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Кӑна мӗншӗн каплах, мӗскер ырлӑха Хакла парса илтӗн паянхи кун, Урха?»

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех