Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

канмасӑр (тĕпĕ: кан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пач канмасӑр икӗ хутчен вуласа тухнӑччӗ вӑл юмаха.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ҫав автобусри ухмахла инфляциччен Мускавран каймасӑр тенӗ пек укҫаллӑ вырӑнсенче пӗр канмасӑр ӗҫлерӗм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Тӗштырӑ культурисене пухса кӗртнӗ чухне вӑл виҫӗ талӑк пӗр ҫывӑрмасӑр, канмасӑр тырӑ авӑн ҫапакан машинӑпа ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Ҫичӗ кун та ҫичӗ каҫ канмасӑр улӑхать вӑл чӑнкӑ ту ҫине.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫак ӗҫе Розалия Ермолаева та ҫине тӑрса хутшӑннӑ, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр, эрни-эрнипе канмасӑр ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ҫапла вӑл пӗр канмасӑр чупса чи ҫӳлти вуннӑмӗш хута ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Вӑрманта ирттертӗм ӗмӗре, анчах та кунашкал канмасӑр ӗҫлесе курман, — тарлӑ питне ҫаннипе шӑлать Хӗрӳ Хӗветӗр.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗр кун канмасӑр кунсерен 40-шер километр кайсан та, ӑна ҫӳресе тухмашкӑн виҫӗ ҫула яхӑн кирлӗ.

Почти три года понадобилось бы для этого, если бы идти по 40 километров в сутки без одного дня отдыха.

Ҫӗрӗн формипе пысӑкӑшӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шӑпчӑксем пӗр канмасӑр юрлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл пӗр канмасӑр кашлать.

Куҫарса пулӑш

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

АНТ-25 самолет экипажӗ, пӗр канмасӑр 56 сехет те 20 минут вӗҫсе, 9374 километр кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Ҫул ҫинче сакӑр сехет хушшинче 120-140 километр тӑршшӗ канмасӑр, тӑрантармасӑр кайма пултаракан пушкӑртсен тройкисем паллӑ пулнӑ, «Республика Башкортостан» хаҫат ҫырать.

Известны были башкирские тройки, на которых без отдыха и кормления в пути можно было за восемь часов преодолеть 120-140 километров, пишет газета «Республика Башкортостан».

Пушкӑрт лаши: ытти йӑхсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать вӑл? // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... -l-3382237

Ҫурӑм хыҫӗнче, ыраш ӑшӗнче, путене и-ив! тесе кӑкӑрне сывлӑш туртса илет те авӑтма пуҫлать, пӗр канмасӑр ултӑ хутчен авӑтнӑ хыҫҫӑн кӑшт чарӑнса тӑхтать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Талӑкӗпе ларса канмасӑр ӗҫлеме пултараҫҫӗ, темле ӗҫ те шыв пек юхать вӗсен аллинче.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Саркайӑк канмасӑр вӗҫе-вӗҫе ывӑнать те юрласа кӑмӑлне ҫӗклет.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Альбина тӑршшӗпех хаваслӑ пычӗ, вӑл мӗнле калаҫнине итлеме мана лайӑхчӗ, унпа ҫакӑн пек ҫӳреме эпӗ уйӑхӗ-уйӑхӗпех пӗр канмасӑр пултаратӑп пуль терӗм…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Пӗр сывламасӑр, пӗр канмасӑр лӑнкӑртаттарать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тӑватӑ-пилӗк кун пӗр канмасӑр кам ӗҫлетӗ-ӗр?

Куҫарса пулӑш

Аптрашки // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 38–39 с.

— Пӗр канмасӑр, ҫывӑрмасӑр-и? — каллех лӗхлетет судья.

Куҫарса пулӑш

Аптрашки // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 38–39 с.

Анчах та эсӗ, атте, хӑвна ытлашши ан хуҫ-ха, пӗр канмасӑр ӗҫлетӗн, юрамасть ун пек, атте.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех