Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

камӑн (тĕпĕ: кам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрҫӑра камӑн та пулин вилмеллех вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем тӳрех, ҫула тухма хатӗрлене пуҫларӗҫ, камӑн учӗ пур, учӗсене йӗнерлерӗҫ, камӑн учӗ ҫук — ҫуран утма турӗҫ, пештӗрӗсене туртса кӑларчӗҫ, унта ҫӑкӑр, капӑртма, пӳремечӗ, юсман, сухан, ыхра чикрӗҫ, камӑн анкар пур анкарне, камӑн ухӑ пур — уххине, камӑн хӑрт пур — хӑртне хӑйрарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Камӑн анкар ҫук — вутпуҫҫи тытӑр!

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Камӑн та камӑн парни чи маттур йӗкӗте тивӗҫ пулать, ун ҫинчен юрӑҫсем юрӑсем юрлама тытӑнаҫҫӗ, ун пек хӗр чапӗ вара пӗтӗм таврана сарӑлать…

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Камӑн ут пур — вӗсем учӗсемпе ӑмӑртма хатӗрленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуринчен ытла пурнӑҫра юхӑма май каять: тусӗсене те ним шырамасӑрах тупать, ним шухӑшламасӑрах вӗсемпе ҫапӑҫать те, унтан каллех килӗштерет, камӑн кӗсйи хулӑмне витӗрех курать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Камӑн кӑмӑл пулӗ — вӑл пулӑшма пӗлӗ: Йӑнӑшсене тупса мана парӗ кӑтартса — Мана кӳрӗ усӑ, хӑйшӗн пулӗ сиплӗ, Эп малтанах хурап ӳн пек туса тав туса.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Выҫӑ халӑх ҫуллах выльӑха сайратрӗ: Пуса-пуса, чӳк туса, какайне кышларӗ, Камӑн пур авалхи хатӗрпе тапратрӗ, Пурне те хускатрӗ выҫлӑх — мур, хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Ула лаша камӑн ку?

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тухаҫҫӗ урама ракатка шутлама, Ҫиччӗрен пӗрине кӑларса суйлама: Камӑн тӳрӗ ракатка тухать, Ҫавӑн яштак мӑшӑрӗ пулать…

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пулӑшу парать ҫынсене — камӑн ӗҫ ӑнмасть, камӑн ҫемьере килӗшӳ ҫук.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Тӑван ҫӗршыв тени вара вӑл кирек камӑн та ҫуралнӑ кӗтесрен, ун таврашӗнчи улӑх-вӑрмансенчен, анлӑ хирсемпе чечеклӗ васансенчен пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ ачасем! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с. — 124 с.

«Пурнӑҫ сасси» проект вара камӑн хӑлха питех лайӑх илтмест, вӗсене реабилитаци тухма пулӑшӑшассине асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе «Раҫҫей Ача-пӑча фончӗн» председателӗ «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» марафона старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/acha ... publikra-s

Камӑн курӑнас килӗ ӗнтӗ юратнӑ хӗрӗ е каччи умӗнче мӗскӗн, катӑк ӑслӑ, ятсӑр-сумсӑр, чухӑна ерсе, йӳтенсе пурӑнакан хӑртӑк пек?..

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Камӑн намӑс курас килтӗр, мастерсен сӗтелӗ патӗнче пысӑк экран ҫакӑнса тӑрать вӗт.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Унта ҫункав купи, кунта материал юлашкийӗсем, лере деталь тултарнӑ ещӗк, ӑнланмастӑп, ҫак ӗҫсене камӑн тумалла вара?

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Порезкӑна та камӑн та пулин тӑвас пулать вӗт-ха, ҫапла-и?

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Хӑ, — тутине эрешмен карти пек кулӑ ҫакса ячӗ Митюк, — камӑн пултӑр тата?

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Йӗлтӗрӗ ҫӗнӗччӗ ҫав унӑн, ҫавӑн пек ӳкерчӗкри евӗр йӗлтӗр куҫ умӗнче тӑнӑ чухне камӑн чӗри чӑтса тӑтӑр?

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫамрӑк ҫын патӗнче камӑн чунӗ ан ҫӗклентӗр.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех