Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калчи (тĕпĕ: калча) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тулӑ калчи аван кунта.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кӗрхи ыраш калчи ҫине кӑларнӑ тислӗк куписене тӗллӗн-тӗллӗн пачах салатман, сӳреленӗ чух вӗсене «алӑ хушши» туса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫултан инҫех те мар пилӗк-ултӑ хӗр кӗрхи ыраш калчи ҫинче ӗҫлет; вӗсем шыв кӳлленчӗкӗсене кӗреҫепе уҫа-уҫа яраҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Унӑн калчи питомниксенче сахал пулнипех-ши, ӑна ҫак ансӑр вӑрманта лартайман.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Унта йӗкелсем пулсан, юман калчи те пулатех.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Чӑрӑш калчи тӗл пулсан вара ӑна чарма ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Йӗкел пулсан калчи пулӗ, вӗсем пулсан юманлӑх вӑрманӗ те малашне ҫӗнӗрен ҫӗкленетех.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Юман калчи татах хуллен ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Униче патӗнченех ҫуртри калчи, чӗркуҫҫирен те ҫӳллӗ хӑпарнӑскер, вӑштӑр-вӑштӑр ҫилпе хумханса ларать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Улӑм витнӗ сарайӗ тӑрне, чи вӗҫлеккине, таҫтан килсе лекнӗ хурӑн калчи вӑй илнӗччӗ, вӑл, тӗлӗнмелле акӑш-мӑкӑшскер, ҫур метр еннех ҫитнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Ыраш калчи хушшипе тӑсӑлса выртакан ҫул ҫине тухсан, икӗ аллине каялла тытрӗ те пушшех канлӗн утма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ыраш калчи те селӗм, Ахтупай, — ҫамрӑк чухнехи пек, ятран чӗнсе евеклӗн каларӗ арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нумаях пулмасть, атте ураран ӳкиччен, эпир унпа Чӑшкасси чиккинчи ана ҫине ыраш калчи пӑхма кайсаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чӗртет пурне те ҫуркунне: Ӳсен-тӑранӗ чечекленнӗ, Калчи те шӑтрӗ, кар ҫӗкленчӗ, Кӑтартрӗ хӑйӗн илемне — Ҫӗр ҫыншӑн ӳстерет ӑна.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кунта пӗр енче — кӑҫал акмалли участок, тепӗр енче ыраш калчи.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл вир шӑтаслӑхне нумай ӳстерме пулӑшать, бионтизаци тунӑ вир калчи парка ӳсет.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл шкулта вӗреннӗ чухнех ялне йӗлтӗрӗсене ҫуталса тӑракан пуличчен шӑлса тасатрӗ те, ҫӑмӑллӑн ҫеҫ тумланса, виҫ-тӑватӑ минут хушшинче ыраш калчи участокне вӗҫтерсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кок-сагыз калчи питӗ имшер аталанать, ку таранччен тӑпра ҫумӗнчен те хӑпӑнаймасть.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫук, кӑна вӗсем кунта кӑларман, таҫти питомникрен илсе килнӗ, халӗ, йӑран ҫине купӑста калчи лартнӑ пек, шӑтман вырӑнсене кок-сагыз калчи чава-чава лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун чухне ҫынсем килӗсенчен хальхи пек помидор калчи ӳстермен.

Куҫарса пулӑш

Иртнине манма ирӗк ҫук // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b8%d1% ... %83%d0%ba/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех