Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫу сăмах пирĕн базăра пур.
калаҫу (тĕпĕ: калаҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куба президенчӗн Мигель Диас-Канель Бермудеспа Раҫҫей лидерӗн Владимир Путинӑн тӗлпулӑвӗ туслӑ ӑшӑ калаҫу атмосферинче иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Куба президенчӗ Путинпа тӗл пулни ҫинчен ӑшӑ сӑмах каланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3761008

Тӗрлӗ кил — тӗрлӗ калаҫу.

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Калаҫу мӗнпе вӗҫленетчӗ пуль — директор пӳлӗмне Аркадий Давыдович пырса кӗрет.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ку калаҫу хӗлле пулса иртнӗ, анчах ун хыҫҫӑн Петр Петрович урӑх нихҫан та хаваслӑ пулайман.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Калаҫу урӑх ҫыхӑнман.

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Калаҫу часах ҫыхӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫакӑн пек калаҫу илтрӗм эпӗ Мускавран килнӗ чухне.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

…Ҫак калаҫу вӑхӑтӗнче чаплӑ американец вилтӑприйӗ ҫине ҫаплах чечек ҫыххисем купаланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫул ҫинче паллашу та, калаҫу та часах ҫыхӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Светланӑпа суд работникӗ хушшинчи калаҫу вӑрӑма пымарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Эсӗ ман пата ывӑла илсе килмесӗр пирӗн хушӑмӑрта нимӗнле калаҫу та пулма пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Калаҫу нумая пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫавӑнпа пирӗн калаҫу вӗҫленчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Тем пулчӗ-и тен пире: ҫул ҫинче питех те калаҫма пӗлеймерӗмӗр, клуб умне ҫитсен те калаҫу ҫыхӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Сӑмахран, самай тиркевлӗ шухӑшлӑ статьясенчен пӗринче анонимлӑ ҫӑлкуҫсемпе ытла та нумай усӑ курнине палӑртнӑ, вӗсен тӗрӗслӗхне ҫӗнӗрен ниепле те тӗрӗслеме май ҫук, статьяра имӗш вӑрӑм цитатӑсемпе усӑ курнӑ, калаҫу стильпе тата пӗлтерӗшӗпе вӗсем имӗш «тюленьсем» усӑ кураканнисемпе (вӗсене цитатӑланӑ тесе палӑртнӑ пулнӑ) пӗр килмеҫҫӗ, Пакистанпа АПШ хутшӑнӑвӗсем операци ирттернӗ вӑхӑтра йывӑр пулнӑ, ҫапла май вара икӗ патшалӑх пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлма пултарасси, имӗш, вӑл вӑхӑтра питӗ иккӗленӳллӗ пулнӑ.

В частности, в одной из критически настроенных статей обращалось внимание на злоупотребления в использовании анонимных источников в статье, достоверность которых не может быть перепроверена, длинные цитаты, по стилю и смыслу речи не соответствующие «тюленям», представителю которых они якобы принадлежали, а также кризис в отношениях Пакистана и США во время проведения операции, который делал невозможным сговор спецслужб двух стран, на котором настаивал Херш.

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

Пушкӑртстанран килнӗ малтанхи кунах предпринимательсем МАЗпа МТЗ площадкисенче, «Белкоммунмаш», «Ждановичи Агрономбиначӗ», «Мапид» строительство компанийӗсенче тухса ҫӳремелли 100 калаҫу йӗркеленӗ.

В первый же день визита предприниматели из Башкортостана провели порядка 100 выездных переговоров на площадках МАЗ и МТЗ, «Белкоммунмаша», «Агрокомбината Ждановичи», строительной компании «Мапид».

Пушкӑрт тата Беларуҫ предпринимателӗсем 500 тӗлпулу ирттернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... rn-3641344

ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тунтикун ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура республикӑн адреслӑ инвестици программи тавра тӗплӗ калаҫу пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа «Россети Волга» ПАО генеральнӑй директорӗ Александр Гаврилов актуаллӑ ыйтӑва уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Россети Волга» ПАО Чӑваш Енри электросеть активӗсене консолидацилес ӗҫе хутшӑнма хатӗр // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/06/ross ... tj-aktives

Кун пирки Чӑваш Республикин Тӗрӗслевпе шутлав палатин председателӗпе Светлана Аристовӑпа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӗҫлӗ калаҫу ирттернӗ вӑхӑтра паллӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/07/byud ... sna-tesleh

Паллах, «ни… ни… ни» тенисем, чӑвашсен калаҫу чӗлхинче пур пулин те, пирӗн шутпа, Тиллишӗн характерлӑ пулма пултараймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех