Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫмасть (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрре те ӑнланмалла калаҫмасть паян Марине: пире мӗн, ҫынсем калаҫчӑрах, тет, ҫав вӑхӑтрах евчӗ пырасран та хӑрать.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ҫынни ҫавӑн пек: ытлашши калаҫмасть, вӗҫӗмсӗр ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Атте пирӗнпе нихӑҫан та сиввӗн калаҫмасть.

Куҫарса пулӑш

Атте - чи ҫывӑх ҫын, юлташ, ырӑ тӗслӗх // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11213 ... yr-t-sl-kh

Этемле калаҫмасть, тӳрех алӑ ҫӗклет.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Никампа та калаҫмасть Тукай ҫула тухнӑранпа.

Куҫарса пулӑш

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Утмасть — чупать, калаҫмасть — юрлать, йӗс шӑнкӑрав пек чӑнкӑртатать.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пирӗнпе калаҫмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вырӑсла пӗлмене персе, куракансемпе калаҫмасть хӑй, аллинчи хура патакӗпе кӑна вӑхӑт-вӑхӑтӑн тӗллесе кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ахтупай курчӗ: Ятламас пӗрре те ҫӑвар вылятса калаҫмасть, тем тесен те, вӑл ӑна юлташла пулӑшма шутлать.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Алюнов нимӗн те чӗнмест, ыттисемпе те калаҫмасть.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗр чӑваш та ҫакнашкал кӑнттаммӑн калаҫмасть.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку — чӑваш та, ҫавах йӗркеллӗ калаҫмасть.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Романов фельдшерӑн характерӗ хаяр, чӗлхи вӗҫӗнчен «шайттан» сӑмах вӗҫерӗнмесӗр вӑл никампа та калаҫмасть, анчах кӑмӑлӗ ырӑ унӑн, сывмар ҫынна мӗнпе те пулин пулӑшатех.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл тӳрремӗнех ӳпкелешсе никампа та калаҫмасть, ҫав шутра манпа та…

Она не будет прямо жаловаться никому, и мне в том числе…

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Нимӗн те калаҫмасть, итлеме пуҫларӗ ӗнтӗ.

Он еще ничего не говорил, но уже стал слушать.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пӗр кунхине вӑрман этемӗпе (гориллӑпа) тӗл пултӑм, эсӗ вара пӗлетӗн: вӑл калаҫма пултарать, анчах хӑйӗнчен чура тӑвасран сыхланса — калаҫмасть.

Однажды встретил я лесного человека (гориллу), а ты знаешь, что он может говорить, но не хочет, чтобы его не сделали рабом.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Асра юлмалли ҫав каҫ хыҫҫӑн Асмани башньӑн ҫапса ӳкернӗ, ҫыхса пӑрахнӑ хуралҫине манаймасӑр хӑйне асӑрхануллӑн тытать — вӑл экспедици пирки наҫилккеҫӗсемпе пачах нимӗн те калаҫмасть.

Асмани после памятной ночи, помня зашибленного и связанного сторожа башни, держался настороже — он перестал вообще говорить что-либо с носильщиками по поводу экспедиции.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Сысна та иккен эсир, — Аспер калаҫмасть, тӑрӑлтаттарать.

— Какая же вы свинья, — не заговорил, а заголосил Аспер.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.

Вӑл хӗрарӑм тарҫӑпа питех ӑшшӑн калаҫмасть, хулана мӗнле сӑлтавпа кая-кая килнине никама та пӗлтермест.

Он не любезничал со служанкой и никого не посвящал в смысл своих городских поездок.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ытти салтаксем вӗсем салтак пекех: революционерсем пулсан, чӑн-чӑн революционерсем, вӗсем ҫинчен нихӑш те хурласа калаҫмасть, вӗсене пурте сума сӑваҫҫӗ.

Другие солдаты как солдаты: революционеры так уж революционеры, никто про них ничего плохого не говорит, все их уважают.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех