Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каланине (тĕпĕ: калани) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗнле каланине пула, ачасем те ку ҫав тери киревсӗр ӗҫ иккенне ӑнланса илнӗ, пӗр хушӑ сӑмах чӗнмесӗр ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Анчах пухура сӑмах тухса каланине илтмен эпӗ Ахаха, вӑл итлесе кӑна ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Хӗрачи мӗн каланине Марине инке ниепле те ӑнкарса илеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

Вара, сенкер тӳпе еннелле, хӑй тӗрӗс каланине пӗлсе тӑма ӑна та чӗннӗ пек, малалла тинкерсе Виктор хушса хучӗ:

И, глядя вперед, в голубеющую даль, точно призывая се в свидетели, Виктор добавил:

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унӑн тутисем пӗрехмай хускалнинчен вӑл пикенсех тем пирки сӑмах каланине пӗлме пулать.

Судя по его непрерывно двигавшимся челюстям, он все время ораторствовал.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Элеонора ҫав сӑмахсене мӗншӗн каланине тӳрех ӑнланчӗ Хородничану.

Хородничану догадывался, что за этим кроется.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Эсир каланине ӗненетӗп эпӗ, господин директор.

— Я верю вам, господин директор, на слово.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эпӗ мӗн каланине йӑлтах тӑваттӑн…

Действовал бы ты так, как я тебе советую…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл мӗн каланине юн тымарӗсем тапса тухнӑ тӑнлавӗнчен, тарланипе йӑлтӑртатакан ҫамкинчен, тарӑхса пӑхакан куҫӗсенчен кӑна ӑнланма пулать, мӗншӗн тесен унӑн сӑмахӗсенчен: — Атте!.. Фронтра упӑшки вилнипе тӑлӑха юлнӑ арӑм!.. — тесе ҫухӑрнине ҫеҫ уйӑрса илме пулать.

Что именно — можно было только догадываться по вздувшимся жилам на висках, по блестящему от пота лицу! И негодующему взгляду, ибо в речи его ничего нельзя было разобрать, кроме слов: — Отец!.. Вдова погибшего на фронте!..

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл сан пирки: Ваньӑна коммунистсем каланине итлеменшӗн, унта вӑрттӑнлӑх ҫинчен пурне те каланӑшӑн партирен кӑларнӑ, тесе лӑпӑртатса ҫӳрерӗ… — вӑл ывӑлӗ ҫине пӑхса илчӗ те пӗр хушӑ нимӗн чӗнмесӗр тӑчӗ.

И говорил людям, будто тебя выгнали из коммунистов, потому что ты не хотел слушаться и не сохранил тайну. Вот за это тебя будто и выгнали… — Она умолкла, испытующе глядя на сына.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эсӗ каланине пӗрне те йышӑнмасть вӑл.

Он ведь ничего не признает.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эпӗ мастерскойне кайма хушни ҫинчен Стурза хӑйсене питех те ӑнланмалла каланине пӑхмасӑрах вӗсем ҫапла турӗҫ.

И это — несмотря на то, что Стурза передал им ясный приказ: идти в мастерские.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫын мӗн каланине пурте ӑнланаҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Выльӑхӑн та чунӗ пур // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44271-vyl-k ... a-chun-pur

Ҫак вӑхӑтра хӑй мана мӗн каланине ҫырса пынӑ пулсан, лингвистсем валли хитре словарь пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Суйни ҫур пурнӑҫ тесе каланине илтмен-им вара эсӗ! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ Иван Михайлович бухгалтера.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Ялсене тухса ҫӳренӗ чух ҫынсемпе йӗркеллӗ калаҫ, хӑвна сӑпайлӑ тыт, ваттисене ан кӳрентер, ҫамрӑксемпе ҫепӗҫ пулма тӑрӑш, шалӑпсене лайӑх тӗрӗсле, эрех хыҫҫӑн ан кай, аслисем каланине пурне те итле — пурнӑҫла, ан тавлаш, пӗр-пӗр ыйтӑва татса панӑ чух йӑнӑш тусан — хӑв ҫине ил, ман ҫине ан йӑвантар, — каланӑҫемӗн калать ҫак.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

— Ҫынсем каланине итле.

Куҫарса пулӑш

Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.

Вӑл пӗр сехетре каланине эпӗ эрнере те каласа пӗтерес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Юрӑҫ сасартӑк хӑйне тахҫан Пазухин асӑрхаттарса каланине аса илчӗ те хӑраса ӳкрӗ, унӑн ҫурӑмӗ ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Халӗ вӑл, Пазухин каланине асра тытса, пӗтӗм сасӑпа мар, асӑрханса, ҫурма сасӑпа ҫеҫ юрларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех