Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калама (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Телевиденипе паракан передачӑсемпе киносен художествӑллӑ пахалӑхӗ пирки сӑмах хускатмасӑрах ҫапла калама пулать: чӗрӗ театра нимӗн те улӑштараймӗ, вӑл нихӑҫан та пӗтсе лармӗ, малашне те ӳссе аталанса, ытти пур искусствӑсене пуянлатса пырӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Тӗлӗнмелле ҫӗнӗ япаласем ҫинчен калама шутламастӑп пулин те, театрти мӗн пур асамлӑха чӗрӗ ҫынсем туни ҫинчен аса илтерме кирлех.

Куҫарса пулӑш

6. Драма ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

«Куракансем театра калама ҫук юратни ҫав тери савӑнтарать пире», — теҫҫӗ актерсем.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Вӑл ҫурални ҫинчен паян хӑюллӑнах калама пулать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Чӑваш халӑхӗ калама ҫук музыкӑллӑ халӑх пулни тахҫанах паллӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

— Ҫийӗнчех калама хӑрарӑм мар-и ара…

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Ҫук ҫав, никам ҫине те калама пултараймастӑп, — тет.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Геройсен темле йывӑр условисене лекмелле пулсан та, вӗсен умне калама та ҫук пысӑк йывӑрлӑхсем тухса тӑрсан та — вӗсем хуҫӑлмаҫҫӗ, юлашкинчен пурӗ пӗр ҫӗнтереҫҫӗ, «Ютра» повеҫре сӑмах фашистсем чуралӑха хӑваласа кайнӑ виҫӗ хӗр ҫинчен пырать.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Ӑна Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫӑн хӑйне майлӑ «поэзилле летопиҫӗ» тесе калама май пур.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Пӗтӗм тӗнчешӗн калама ҫук пысӑк хӑрушлӑх пулса тӑнӑ Германи фашизӑмне хирӗҫ алла хӗҫ-пӑшал тытса ҫапӑҫнӑ чух та вӑл поэтах пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Хӑйӗн ӗҫне чунтан юратакан, ӗҫшӗн хыпса ҫунакан опытлӑ пуҫлӑх пирки ӗҫтешӗсемпе ӑна пӗлекенсем нумай ӑшӑ сӑмах калама пултараҫҫӗ.

О опытном руководителе, который искренне любит свое дело и заботится о работе, коллеги и ее знакомые могут сказать много теплых слов.

Ренада Фёдорова социаллӑ центра ертсе пыма пӑрахнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34850.html

Хайхи Кӗтерне патша Шупашкарта хӑнана килсе кайнӑ чухне (историллӗ хайлав теме шӑп ҫак пулӑмпа ҫыхӑнтарнипе кӑна калама пулать, ытти — йӑлт шухӑшласа кӑларни, историпе ҫыхӑнманни) Урха Кӗтерне патша куҫне лекет, еркӗнӗ пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Ӗлӗк ӑна никам та хыткукар тесе калама пултарайман.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унран, сӑмаха тӳррӗн калама юратаканскертен, тем те кӗтме пулать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сирӗншӗн чи хакли ҫинчен калама чутах манса каяттӑм-иҫ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Савӑннипе, тӗлӗннипе чӗлхе ҫыхланчӗ-ши — ыйтуллӑн пӑхакан юлташсене ним калама та пултараймарӑм.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тӗлӗннипе ним калама та пӗлмерӗм.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Намӑса пӗлӗр ун пек калама, Соломон Егорович.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗрача ним калама та ӗлкӗреймерӗ — анкартинче, лаҫ хыҫӗнче, Елен сасси илтӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тутине мӑк-мӑк тутарса тем калама хӑтланать, анчах сӑмахӗсене йӗркеллӗн ҫыхӑнтараймасть.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех