Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калакан (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн паянхи тивӗҫ – вӗсен ятне ӗмӗр-ӗмӗр асӑнса пурӑнмалла тӑвасси тата совет ҫыннисен паттӑрлӑхӗпе хастарлӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха тивӗҫлӗн сыхласа упрасси.

Наш долг сегодня – увековечить их имена и сохранить правду о мужестве и самоотверженности советских людей.

Михаил Игнатьев Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/05/09/news-3845767

Альӑн вара Юрӑран хӑйне юратни ҫинчен калакан сӑмахсене илтес килет.

Куҫарса пулӑш

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Пур ҫӗрте те совет законӗсене «пӑрахӑҫа кӑларни», пухусемпе союзсене «пӗтерсе хуни», рабочисен клубӗсене «хупни» ҫинчен калакан пӗлтерӳсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Всюду в городе были расклеены объявления о том, что советские законы «отменяются», союзы и собрания «упраздняются», рабочие клубы «закрываются».

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫавӑнтанах вӑл Микулай патша пирки калакан прокламаци-ӳкерчӗке туртса кӑларчӗ те: «Ҫакна пӗр-пӗр деникинец ҫурӑмӗ ҫине ҫыпӑҫтарса хумасан ҫын пулмастӑп!» — терӗ.

Оттуда же он достал давно забытую картинку с царем Николаем и сказал, что прилепит ее на спину самому Деникину.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Карап ҫӗмӗрӗлнӗ май Гулливер ултӑ дюйм ҫӳлӗш пӗчӗк ҫынсем патне тыткӑна лекни ҫинчен калакан малтанхи страницӑсенчех романра тӗлӗнмелле илемлӗ фантастика пуҫланса каять.

Причудливая фантастика начинается с первых же страниц романа, когда Гулливер после кораблекрушения попадает в плен к шестидюймовым человечкам.

6 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Фердинанд Кортес хӑй вӑхӑтӗнче никам хӳттинче пулман американецсене хӑй аллине ҫав тери ҫӑмӑллӑн ҫавӑрса илнипе танлаштарсан, эпӗ хам калакан ҫӗршывсене ҫӑмӑллӑн ҫавӑрса илме май пулмӗ тесе иккӗленетӗп.

Но я сомневаюсь, чтобы завоевание стран, о которых я говорю, далось нам так легко, как завоевание Фердинандом Кортесом беззащитных американцев.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пухура пулнисене вӑл ехусем ӑҫтан тухса кайни ҫинчен калакан авалхи предани пирки асӑрхаттарнӑ.

Он напомнил собранию старинное предание о происхождении еху.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Малтанхи сӑмахӗпе танлаштарсан, ҫак сӑмаха калама вӗренмешкӗн питӗ йывӑр пулчӗ, анчах ҫапах та ик-виҫӗ хут каланӑ хыҫҫӑн, ӑна эпӗ аванах калакан пултӑм, вара ман пултарулӑхран икӗ лаши те тӗлӗнсе кайрӗҫ.

Произнести это слово оказалось несравненно труднее, чем первое, но после двух или трех попыток мне удалось наконец выговорить его довольно отчетливо.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫапла туни кометӑсем ҫинчен калакан теорине аталантарнӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен ҫак теори халӗ питӗ юлса пырать.

Это помогло бы усовершенствовать теорию комет, которая теперь сильно хромает.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫакнашкал калаҫусене вӗсем пирӗн пӗчӗк ачасем усалсемпе тем те пӗр курнисем ҫинчен калакан хӑрушӑ калавсене пӗр сӑмахне сиктермесӗр ҫӑвар карса итленӗ пекех киленсе итлеҫҫӗ, кайран вара сехӗрленсе ӳкнипе ҫывӑрма та пултараймаҫҫӗ.

Такие разговоры они способны вести часами с тем увлечением, с каким дети слушают страшные рассказы о духах и привидениях; они жадно слушают их, а после не могут спать от страха.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Альфред вара сарайра ларакан Эмильрен те вӑрӑмраххӑн сывласа илчӗ, унтан арӑслан чӗриллӗ пӗртӑвансем ҫинчен калакан балладӑна юрласа ячӗ.

На что Альфред вздохнул куда горше, чем Эмиль в своём сарае, и запел балладу про «Братьев Львиное Сердце».

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тута купӑсӗ калакан Альфред Лина мӗн хӑтланнине асӑрхаймасӑрах юлчӗ.

Альфред в это время играл на гармонике и пел, он был так увлечён, что даже не заметил, как Лина снова заперла Эмиля.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ку писатель Европӑри моралистсем яланах калакан сӑмахсенех кала-кала парать: этем хӑйӗн ӑс-хакӑлӗпе пит черчен, хевтесӗр, йӗрӗнчӗк чӗрчун, тет; вӑл сивӗ, хаяр климатран, тискер чӗрчунсен хаярлӑхӗнчен пит хӳтлӗхсӗр, тет; ҫав чӗрчунсем пӗрисем этемрен хӑйсен вӑйӗпе ирттереҫҫӗ, теприсем — хӑвӑрт та хытӑ чупнипе, виҫҫӗмӗшсем — хӑйсем пит сыххипе, тӑваттӑмӗшсем — ӗҫченлӗхӗпе ирттереҫҫӗ, тет.

Он повторяет обычные рассуждения европейских моралистов, показывая, каким слабым, презренным и беспомощным животным является по своей природе человек; как мало способен он защитить себя от влияний сурового климата и ярости диких животных; как эти животные превосходят его — одни своей силой, другие быстротой, третьи предусмотрительностью, четвертые трудолюбием.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах хӗрарӑмсемпе ахаль халӑх хушшинче ҫак, этем ӑрӑвӗн ҫитменлӗхӗсем ҫинчен калакан кӗнекене пит хисеплесе вулаҫҫӗ.

Однако среди женщин и простого народа эта книга, повествующая о несовершенстве человеческого рода, пользуется большим уважением.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫав хушӑва пит те пысӑк государство тӗллевне пурнӑҫа кӗртес шутпа панӑ: Блефуску империне хамӑр провинци туса хурса, ӑна пирӗн наместник тытса тӑмалла, унта пытанса пурӑнакан пуклак пуҫлисене вӗлерсе пӗтермелле, пуклак пуҫ ҫинчен калакан ереҫне тӗпӗ-йӗрӗпе пӗтермелле пулнӑ.

Означенное повеление преследовало в высшей степени важные государственные цели, а именно: обратить эту империю в провинцию под управлением нашего наместника, казнить укрывающихся там тупоконечников и вообще полностью искоренить тупоконечную ересь.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Чи малтан элекҫӗсем ҫинчен калакан закона асӑнам.

Прежде всего укажу на закон о доносчиках.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ пуҫа сылтӑмалла пӑрса пӑхрӑм та сӑмах калакан ҫыннӑн ҫи-пуҫне тата вӑл аллисене епле хуҫлаткаласа каланине куртӑм.

Это дало мне возможность повернуть голову направо и подробно рассмотреть внешность и жесты говорившего.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

«Чӑваш Республикинче пурӑнакан халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне ӳстермелли хушма мерӑсем ҫинчен» калакан Указ та вӗренӳ тытӑмне малалла аталантарма тӗллев палӑртать, унпа килӗшӳллӗн вӗренӳ учрежденийӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетме хушма майпа 1,2 миллиард тенкӗ уйӑрмалла.

На развитие системы образования направлен и Указ «О дополнительных мерах по повышению качества жизни населения Чувашской Республики», согласно которому на укрепление материально-технической базы учреждений образования дополнительно предусматривается 1,2 млрд рублей.

Михаил Игнатьев Вӗрентекен кунӗ ячӗпе саламлани (2019) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2019/10/03/glava-chu ... yaet-s-dne

Вырӑс ҫарӗ ҫинчен калакан чи лайӑх сочиненисене, вырӑссен чи лайӑх карттисене ун валли ятарласах французла куҫарнӑ.

На французский язык были переведены для него лучшие сочинения о русской армии, русские карты.

I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Унта заложниксен списокӗсем, персе пӑрахмалла тунисен хушамачӗсем, персе пӑрахнисен виллисене епле пытарса хумалли ҫинчен калакан инструкцисем тӗл пулнӑ.

Попадались тут списки заложников, фамилии приговоренных к расстрелу, инструкции, как замаскировать трупы расстрелянных.

Тӑшман аллинчен вӗҫерӗнсе тухни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех