Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

какайне (тĕпĕ: какай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр аллипе вӑл темскер тӗллесе кӑтартать, хӑй те унталла пӑхнӑ, урисем тапӑртатаҫҫӗ, тепӗр алли ҫав хушӑра тӑварпа какайне хурана ярать.

Размахивать руками да припрыгивать, а сам в это время незаметно и бросит в котел припасенное.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Апла май килмесен, арӑмӗ ҫине тӑрсах ниҫта та пӑрӑнмасан, Якур малтан тӑварӗпе какайне илсе хатӗрлет.

Если же не выйдет эта уловка — не покинет жена своего поста, — Ягур заранее припасет мясо и соль.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лешӗ картишнелле тухсан какайне йӑшт касса илсе хурана чӑмтарать, тӑварне хушать.

Она во двор, а он хвать кусок мяса и в котел, да и соли подбросит.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Купсасем, арман хуҫисем, чиновниксем тавлаша-тавлашах Салакайӑк какайне илеҫҫӗ.

Шумно, весело торгуясь, закупают чиновники, купцы, мельники поповскую свининку.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Эс какайне киле илсе кил, — вӗрентрӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«АПК продукцийӗн экспорчӗ» регион проекчӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республики пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен кайӑк-кӗшӗк какайне виҫӗ хут, ҫӑмарта 65 хут, ҫу культурисене 1,7 хут ытларах ӑсатнӑ.

В рамках регионального проекта «Экспорт продукции АПК» с территории Чувашской Республики отгружено почти в три раза больше мяса птицы, в 65 раз больше яиц птиц, в 1,7 раза больше масличных культур, чем за аналогичный период прошлого года.

Олег Николаев Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен про­мыш­лен­ноҫ ӗҫченӗн кунӗ ячӗ­пе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/10/09/poz ... tnika-selj

Ялтан лавсем ҫитсен сунарҫӑсем упа тирне вӑрмантах ҫӳрӗҫ те какайне ушкӑнри ҫынсен шучӗпе тӑватта пайларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ай, тур, ҫав тери илемсӗр-ҫке ку тӗве, — те хӗрхенсе, те халь кӑна ун какайне ҫинипе тарӑхса, хыттӑнах каларӗ Ырзем.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Халь кӑна тӗве какайне ҫини ирӗксӗрех кашнин пуҫне пыра-пыра кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Кирек мӗн пултӑр — пит камала кайрӗ: какайне ҫӑвара хунӑ-хуман ирӗлсе каять, — сапӑрланса каларӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кунсӑр пуҫне тата Унӑн Аслӑлӑхӗ виҫӗм кун пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ иртнине евитлерӗ, унта вӑрман сысни какайне нумай ҫинӗ иккен; ҫапла вара — вар-хырӑма ҫемҫетекеннипе усӑ курмалла.

Так как к тому же его величество сообщило, что третьего дня был большой пир, на котором ели кабана, то вмешательство слабительного становилось необходимым.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Хӗвелӗн малтанхи пайӑркисем Гент вӑрманпа пынӑ чухне сирпӗнсе килчӗҫ; вӑл кӑвайт чӗртрӗ, юхан шыв хӗрринче персе ӳкернӗ сысна какайне ӑшаларӗ.

Первые лучи солнца застали его уже в лесу; сидя у костра, он жарил кусок кабана, подстреленного близ ручья.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ӗнсе кӑмрӑкланнӑ тата тӗтӗм шӑрши ҫапнӑ хур какайне темиҫе пая вакларӑмӑр та, ҫӑвар тулли сисе, эпир унпа вӑрахчен калаҫса лартӑмӑр.

Уплетая разорванного на части, обгоревшего и пахнувшего дымом гуся, мы долго и дружески болтали с ним.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑл этем какайне сутса пысӑк укҫа пуҫтарнӑ.

Он нажил большие деньги на торговле человеческим мясом.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.

— Ральф, — терӗ Пӑрӑҫ, — ас тӑватӑп-ха эсӗ пӑрҫана салӑпа пӗҫернине тата типӗтнӗ сурӑх какайне ӑшаланине.

— Ральф, — сказал Перец, — я помню, как хорошо ты варил бобы с салом и жарил вяленую баранину.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 177–180 с.

Вылянӑ чух Ассоль ҫывхарсан ачасем ӑна хӑйсен патӗнчен хӑвалаҫҫӗ, пылчӑкпа переҫҫӗ, аҫу этем какайне ҫинӗ, халӗ вара суя укҫа тӑвать тесе витлеҫҫӗ.

Играя, дети гнали Ассоль, если она приближалась к ним, швыряли грязью и дразнили тем, что будто отец ее ел человеческое мясо, а теперь делает фальшивые деньги.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Тепӗр кунне Крюсе-Майӑпа Лина кухньӑра сысна ҫурин какайне тӑваткалӑн-тӑваткалӑн касса ларатчӗҫ.

На следующий день Крёсе-Майя и Лина сидели на кухне и быстро-быстро резали кубиками мясо.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ытти ехусене вӗсем уй-хирсене хӑваласа яраҫҫӗ, кунта ехусем тӗрлӗ тымарсем шыраҫҫӗ, пур курӑксене те ҫиеҫҫӗ, вилнӗ чӗрчунсен шӑршланнӑ какайне тупса тӑранаҫҫӗ, хӑш чухне вӗсем пӑсарасемпе люхимухсем (хирти йӗкехӳресем) тытаҫҫӗ.

Остальных же выгоняют на поля, где те роют коренья, едят различные травы, разыскивают падаль, а иногда ловят хорьков и люхимухс (полевых крыс).

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Свенсонсем Катхультра уяв йӗркеленӗ чух вӗсем хулара пурӑнакан ҫак дамӑна яланах йыхравлаҫҫӗ, лешӗ вара хутора пырсан кӑлпасси ҫеҫ мар, ӑшаланӑ пӑру какайне те, студеньне те, ялти ытти тутлӑ ҫимӗҫе те тӑраничченех ҫиет.

Дело скорее заключалось в том, что всякий раз, когда Свенсоны устраивали в Катхульте деревенские пиры, они непременно приглашали к себе эту почтенную даму из города Виммербю, и уж там, на хуторе, она всласть наедалась и колбасы, и студня, и жареной телятины, и всяких других деревенских блюд.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пирӗн аманнисем вара, Катя Струтинскаяна ырла-ырлах, украинла пӗҫернӗ яшкана, ӑшаланӑ сысна какайне, варениксене ҫӑвар туллин ҫисе ларатчӗҫ.

И наши раненые с аппетитом уплетали украинские борщи, свиные отбивные, вареники, похваливая Катю Струтинскую.

Партизансен кил-йышӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех