Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайӗҫ (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юнкун каникул тума пултаратӑр – компаньонсем сирӗнпе корпоратив пикникне хаваспах кайӗҫ.

В среду вы сможете расслабиться, и устроить себе однодневные каникулы – важные и солидные компаньоны с удовольствием отправятся с вами на дружеский корпоративный пикник.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсем юлашки эрехне ӗҫсе, юлашки аш татӑкне туртса илсе кайӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӗр-пӗр тӗттӗм кӗтесре урапа ҫине ҫӗклесе хурӗҫ те, кашкӑр ҫӑвӑр путеке йӑтса кайнӑ пек, таҫта вӑрман варрине турттарса кайӗҫ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ак нумай та вӑхӑт иртмӗ, ӑна та тӑван килтен аякка-аякка ӑсатӗҫ, ун ҫамрӑк аллине те ҫынсене вӗлерме хӗҫ тыттарӗҫ, выльӑха пусма ҫавӑтса кайнӑ пек, вӑрҫа хӑваласа кайӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Харам пырсем кирек мӗнле коммунӑна та кӗрсе кайӗҫ, вӑтама ун пек коммуна тавраш пурӗпӗр халь кирлӗ мар! — вӗҫлерӗ хӑйӗн шухӑшне Исмук Павӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗн пирки — никам та пӗлмест, вӑхӑт ҫитсен илсе кайӗҫ, теҫҫӗ кӑна.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сыпӑ шыҫҫисем иртсе кайӗҫ, анчах ревматизм пӗр пуҫлансан ҫулран-ҫулах чӗрене вӑйсӑрлатса пырать, — ӑнлантарса панӑ профессор.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ҫапла вӗрентмесен, ачаран ҫын пулас ҫук: пӗчӗкле ачана ӑс памасан, ӳссен вӗсем пӑлхав ӗҫне те вӗренсе кайӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӑҫта кайӗҫ?

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Июлӗн 4-мӗшӗнче уяври мӗн- пур хӑнасене Аксу районӗнчи Чӑваш Енрусьел ялӗ 300 ҫул тултарнине паллӑ тума илсе кайӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулталӑк тӗллевӗсем // Сувар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 2 стр.

«Ку нимӗнех те мар-ха, — тесе шухӑшларӑм эпӗ, йывӑҫ тӗпӗнчен ярса тытса, пуҫӑма туратсем ҫумнелле таянтарса. — Халех санитарсем килсе мана илсе кайӗҫ».

«Это ничего, — подумал я, придерживаясь рукой за куст и прислоняя к ветвям голову. — Скоро придут санитары и заберут меня».

XV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫакӑ, пӗр енчен, паллах, савӑнтарать: эппин, милици пултаруллӑ, ӑслӑ, вӗреннӗ кадрсемпе пуйса пырать-ха; тепӗр енчен, шухӑшлаттарать: тӗрлӗ йӑх-яхпа кӗрешекен ҫынсене ҫулран-ҫул ытларах вӗрентсе хатӗрлеҫҫӗ, эппин, нивушлӗ вӑрӑ-хурахсем социализм обществинех кӗрсе кайӗҫ, нивушлӗ вӗсене ҫывӑх вӑхӑтрах пӗтерме пулмӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кивҫене кӗрсе ӗлкӗрӗн кӑна — хурахсем каллех такам вӗслетнипе вӗҫтерсе ҫитӗҫ те ҫаратса кайӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ейпух, капла хама та тытса кайӗҫ, Варламов ытахальтен хӑратмарӗ, чӑнласах асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем Донецӑн сулахай хӗррипе кайӗҫ… —

Они пойдут левым берегом Донца… —

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Тата ҫакна та: нимӗҫсем килӗҫ те, ырӑ сив-мучи пек, хӑйсен ӗҫне туса пӗтерсессӗнех кайӗҫ, тенине те шанас килет.

И еще хочется верить, что немцы придут, сделают свое дело и уйдут, как добрый дед-мороз.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Кайран Крюсе-Майя килет, вӗсем Линӑпа иккӗшӗ кӗпе-йӗм ҫумалли пӳлӗме кайӗҫ те сысна ҫурин пыршисене ҫуса тасатӗҫ.

А потом придёт Крёсе-Майя, и они вместе с Линой пойдут в прачечную промывать кишки.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Халиччен вӗсем хӑватлӑ ӗҫсем турӗҫ, паян вӗсем хӑйсем тума пултарнинчен те иртсе кайӗҫ

— Тогда они сделали чудеса, а сегодня превзойдут самих себя…

II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ҫапах та ҫынсен кӑмӑлӗ ҫӗкленнӗ: аслӑ шывӑн чиккине ҫитессе сиснӗ вӗсем, тен, чечеклӗ утравсем те курӑнса кайӗҫ, унта шыв та, ҫимӗҫ те пулать, тенӗ вӗсем.

Но все-таки люди приободрились: значит, кончается громада пустынной воды и, может быть, даже откроются цветущие острова с водой и пищей.

Тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Самолет ҫинчен тен ӑна асӑрхӗҫ те лартса кайӗҫ!

Ведь может же быть, что они заметят её и подхватят!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех