Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайӑкӑн (тĕпĕ: кайӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла каласа вӑл Эстампа хуса ҫитрӗ, вӗсем тип ҫӗр ҫине тухрӗҫ те сулахайра ҫухалчӗҫ, эпӗ халӗ Тома сӑнатӑп; умра — тискер кайӑкӑн капмар ҫӑварӗллӗ ҫӳҫлемес пит, манран икӗ хут ҫӳллӗшӗнчен вӑл мана пуҫне пӗксе тинкерет.

Сказав так, он соединился с Эстампом, и они, сойдя на землю, исчезли влево, а я поднял глаза на Тома и увидел косматое лицо с огромной звериной пастью, смотревшее на меня с двойной высоты моего роста, склонив огромную голову.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Тимка хулӑ вӗҫне ерипен шутарса кайӑкӑн пуҫӗ патнех илсе пычӗ.

Тимка осторожно подвел конец удилища к самой голове пичужки.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫыран хӗрринчи сасӑсем, пӑрахут кӑшкӑрӑвне хуравласа, унран сӑсран тайӑлнӑ савӑнӑҫ вӑйӗпе, тискер кайӑкӑн сехрене хӑпартакан, хӑрӑлти, тӑвӑлла сассипе иртсе кайрӗҫ.

Крики с берега, ответившие гудку парохода, превзошли его силой сумасшедшей радости и жутким, хриплым, родственным голосом зверей.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.

Тӗл пулнӑ этемӗн сӑнӗ-кӗлетки хӑрушӑ: арпашӑнчӑк сухалӗ кӑкӑрӗ ҫинче чӑлханнӑ, кӑвакарнӑ пит ҫӑмартисем путсах кӗнӗ, чӗтреҫҫӗ, куҫӗсем тискеррӗн, ҫав вӑхӑтрах мӗскӗннӗн йӑлкӑшаҫҫӗ, ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫаннисенчен тӑртаннӑ аллисем тискер кайӑкӑн чӗрнеллӗ урисене аса илтереҫҫӗ.

Ужасен был вид у встреченного им человека: всклокоченная борода спускалась на грудь, синие, впалые щеки сводило гримасой, глаза блестели дико и жалобно, а руки, торча из ободранных рукавов, напоминали когтистые лапы зверя.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.

Ун шухӑшӗ-и читлӗхе хупнӑ кайӑкӑн!

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кайӑкӑн хыттӑн, талпӑнса тухнӑ сасси Тарта тарӑн та савӑнӑҫлӑ ӗнтӗркеврен вӑратрӗ.

Резкий шарахнувшийся крик птицы вывел его из глубокого, торжественного оцепенения.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Чӑнкӑ ҫыранра чулсем тата пысӑк чул катрамӗсем пулнӑ, вӗсем хушшинче тискер кайӑкӑн тӗлӗнмелле йӗрӗсем выртнӑ.

Крутой склон был усеян камнями и каменными глыбами, а между глыб виднелись следы странного зверя.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Анчах часах мана пулӑшма тарҫӑ чупса ҫитрӗ те кайӑкӑн мӑйне пӑрса лартрӗ.

На выручку мне подоспел слуга, который свернул птице шею.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Унӑн салхуллӑ хаярлӑхне эпӗ хам та темиҫе хутчен асӑрханӑ: персе амантнӑ кайӑкӑн карланкине ҫыртса татнӑ чухне унӑн сӑн-сӑпачӗ мана килӗшместчӗ.

Мне самому не раз случалось подмечать в нем невольные проявления какой-то угрюмой свирепости: мне не нравилось выражение его лица, когда он прикусывал подстреленную птицу.

Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.

Купец ашкӑнӑвӗ — яланах тыткӑнти тискер кайӑкӑн бунчӗ пулса тӑрать.

Купеческий дебош — всегда бунт пленного зверя.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл шӑлне шатӑртаттарнӑ, пуҫне ҫавӑркаланӑ, аллисем ун кайӑкӑн хуҫӑлнӑ ҫуначӗсем пек, сывлӑшра лапӑстатнӑ.

Он скрипел зубами, вертел головой, его руки болтались в воздухе, точно надломленные крылья птицы.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Чӑннипех те, санӑн питӳ ҫеҫ ҫынӑнни пек, чӗрӳ — тискер кайӑкӑн.

Поистине у тебя только лицо человеческое, а сердце хищного зверя.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫав вӑхӑтра унӑн тепӗр чунӗ вӑраннӑ — выҫӑпа антӑхнӑ тискер кайӑкӑн аскӑнлӑ чунӗ.

Тогда в нем просыпалась другая душа — буйная и похотливая душа раздраженного голодом зверя.

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ватӑ Ҫерҫи шӑнкӑрч вӗллине килти пекех вырнаҫнӑ, ҫемьеллӗ кайӑкӑн ҫапла пулмалла та ӗнтӗ.

Старый Воробей расположился в скворечнике по-домашнему, как и следует семейной птице.

II // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Тискер кайӑкӑн шӑлӗсем вара, пӑчкӑ пек.

А у хищника зубы, как пила.

Тискер кайӑксем ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Унӑн садӗнче пурӑнать, — йӑмӑкӗшӗн ӑнлантарса пачӗ Абдулка, — вӑл кайӑкӑн хӳри хӗвел пек йалтӑртатать, ун ҫине пӑхсан суккӑр пулма пулать.

— У него в саду живет, — за сестренку объяснил Абдулка, — хвост у этой птицы, как солнце блестит, если на него посмотреть, то можно ослепнуть.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Апла пулин те тискер кайӑкӑн апат патне те, канакансем патне те ҫитме май килмен — ун ҫулӗ ҫине Ваҫка кушак аҫи тухса тӑнӑ.

Однако зверю не удалось добраться ни до пищи, ни до отдыхающих — на его пути встал кот Вася.

Якутири кушак хуҫисене упаран ҫӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29325.html

Ку сасӑ хӗн курнипе хирӗҫекен тискер кайӑкӑн юлашки чӗре сасси пек илтӗнет.

Это был звериный крик, крик души, терзаемой в аду, полный бесконечного возмущения и муки.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Вӑл кӑкӑрӗ ҫине, тӗлӗнтермӗш тискер кайӑкӑн ури ҫине аллине хучӗ:

Она положила руку на грудь, на лапку чудесного зверка и сказала:

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Индрин — тӗлӗнтермӗш тискер кайӑкӑн типӗ пӗчӗкҫӗ урине, хаклӑ металл ӑшне чиксе хунӑскере — мӑйӗнчен ҫакса ячӗ, — вӑл, авалхи сӑмах-юмаха ӗненес тӗк, хӗрарӑмсене йывӑр самантсенче пулӑшать имӗш.

Надела на шею крошечную, оправленную в драгоценный металл, сухую лапку чудесного зверка Индри, весьма помогающую, по древним поверьям, женщинам в трудные минуты.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех