Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайӑксене (тĕпĕ: кайӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхи вӑхӑтра «Чаплӑ страус» ферма Гафури районӗнче пурӑнакансене ҫеҫ мар, фермӑн анлӑ территорийӗнче ирӗклӗн ҫӳрекен чӗрчунсемпе вӗҫен кайӑксене курма килекен туристсене те канмалли вырӑн пулса тӑнӑ.

В настоящее время ферма «Великолепный страус» стала местом отдыха не только жителей Гафурийского района, но и туристов, которые приезжают посмотреть на животных и птиц, свободно гуляющих по обширной территории фермы.

Пушкӑртри страус ферми хуҫисем производство цехӗсене туса хута яма палӑртаҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ta-3419991

Кӑшт анатарарах вӗҫен кайӑксене хӑратмалли катемпи чалӑшса тӑнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

«Ку чӑрсӑр каччӑ, тискер кайӑксене хӗрхеннипе чун-чӗрине ыраттараканскер, ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пуль», — шухӑшларӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хула ҫинче виҫӗ хӑлхаллӑ хӗвел йӑлтӑртатать те, кайӑксене сивӗ: пӳлӗме кӗресшӗн пулӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кайӑксене вӗсенчен маларах курасчӗ-ха тетӗп ӑшӑмра.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эп те куратӑп кайӑксене! — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Акӑ пысӑк кайӑксене курах кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пассажирсенчен чылайӑшӗ ура ҫинче тӑрса пырать: «каштисем е ир вӑраннӑ билетлӑ кайӑксене» ҫеҫ тивӗҫнӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Маринешӗн хӗвелрен асли нимӗн те ҫук пек — хӗвел-ҫке ешӗл курӑк хуҫи, таҫта вӗҫсе кайнӑ кайӑксене каялла илсе килекенни!

Куҫарса пулӑш

Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.

«Вупӑр карчӑк» «кайӑксене» те ӑрӑмласшӑнччӗ пулас, анчах та лешсем мӑнаҫлӑн ҫӗкленчӗҫ, куҫран ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.

Ҫил хӑваламан ҫав эпир паян, чаплӑ кайӑксене йӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Утарта тытнӑ кайӑксене те, эпир панӑ тӑманасене те зоопарка илсе кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

Пирӗн шкулти аквариумсене, эпир пӑхса усракан кайӑксене пӑхса ҫӳрерӗ, эпир мӗн каласа панисене ҫырса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

Палюк мучи манран пытарса усранӑ вӑл кайӑксене!

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Мӗншӗн тесен вӑл кайӑксене эпӗ ку вырӑнта нихҫан та курман, Палюк мучи куртӑм тенине те халиччен илтмен.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

«Мӗн хӑтланать ку? Утар таврашӗнчи кайӑксене тыттарасшӑн мар пулса, юри кайӑксем ҫук ҫӗре илсе каять-ши?..» — нимӗн те ӑнланса илейместӗп-ха.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Кашни ҫырурах вӑл Палюк мучи мӗнле кайӑксене сӑнаса мӗн пӗлни ҫинчен ҫырса пӗлтерме ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Ваттисем «хырӑм выҫҫи кулачӑ ҫитерет» тенӗ пек, ҫак тӑманасем кайӑксене тытса ҫиме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Темех мар, сивӗ пурӗ пӗр хӑваласа кӗртрӗ, халӗ авӑ йӑвисем патне ытти кайӑксене ҫывӑха та ямаҫҫӗ, — терӗ Палюк мучи.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Утарта ӗҫлеме тытӑннӑранпа Палюк мучи кунта малтанах пулнӑ йывӑҫсене сыхласа хӑварчӗ кӑна мар, ҫӗнӗрен хӑй тем чухлӗ лартса ӳстерчӗ, халиччен пурӑнман кайӑксене явӑҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Утарта // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 49 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех