Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайтӑр (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫлемелле ҫакӑн пек пирӗн аякра пурӑнакан чӑвашсем ан манса кайтӑр хамӑр традицие, обычайсене, чӗлхесене.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем сахалланман // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=osDYnrmxBp4

— Ҫапла, этемлӗх малалла кайтӑр тесе лашасем сахал мар тар тӑкнӑ, — терӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кирек мӑнле ҫыннӑн та мӑнкӑмӑллӑх пур: хыҫалтан виҫҫӗмӗш грузовик ыткӑнса килнине асӑрхасан Мирун пиччепе Мӗтри пач та сикмерӗҫ, пире таптамасӑр хӑвӑртрах иртсе кайтӑр ку хӑямат тенӗ пек, кӑштах ҫул айккинерех пӑрӑнчӗҫ те — ӗҫӗ пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Ӑна урам енчен хӳме тытса питӗрнӗ: выльӑх-чӗрлӗх уя ан кайтӑр тенӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Кайтӑр тусӗсем патне!..

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав кунхине пӗрремӗш аслати сассине илтсессӗнех ҫак ташӑ вӑрттӑнлӑхне пӗлес текен ҫыннӑн сиккелеме пуҫламалла, «чир-чир кайтӑр! чир-чир кайтӑр!» тесе кӑшкӑрмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ӑсу кӑна кайтӑр ҫав, — пуҫне каллех кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫса калаҫса кайрӗ тӑрнаккаййи.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ӑсу кӑна кайтӑр ҫав, — терӗ тӑрнаккаййи ӗнсине кӑтӑр-кӑтӑр хыҫса.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Мура кайтӑр ҫынсем пакӑлтатни, — тесе шухӑшларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хуҫӑлса кӑна ан кайтӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫав тумтир мӗнле вутра ҫунса пӗтет, ҫавӑн пекех чир-чӗр те кайтӑр, тесе.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӳтӗнчен, тирӗнчен, шӑмминчен, шаккинчен, сӑнӗнчен, сӑпатӗнчен, ҫӳҫ пӗрчинчен тухса кайтӑр.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хура куҫран хуралса тухса кайтӑр, чакӑр куҫран чарӑлса тухса кайтӑр, кӑвак куҫран кӑвакарса тухса кайтӑр.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитмӗл те ҫичӗ тӗслӗ усал тӗтре сирӗлнӗ пек сирӗлсе кайтӑр: вырӑс куҫ, тутар куҫ, чӑваш куҫ, арҫын куҫ, хӗрарӑм куҫ — пурте тухса кайтӑр.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗтре епле сирӗлет, ҫавӑн пекех сирӗлсе кайтӑр.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тӗтӗм епле тухса каять, ҫавӑн пек тухса кайтӑр, кас пӗлӗт епле саланса каять, усал ӳкни те ҫавӑн пекех саланса кайтӑр.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шуйттана кайтӑр

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Упа кирлех пулсан вара вӑрмана кайтӑр, ӑна йӗрлесе ҫӳретӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр хӗве хупсан ӑҫта кайтӑр!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йывӑҫран тунӑ чиркӗве пырсассӑн та ячӗшӗн ҫеҫ, мура кайтӑр, кӳпчӗр, савӑнччӑр тенӗн ҫеҫ хӗрес хуркаларӗҫ, хӑйсем тӗллӗн вӑрттӑн тем сӑмах мӑкӑртаткаларӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех