Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайсан (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗмӗр иртет — кун юлать, Эпир кайсан — мӗн юлать?

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тамара вӗсене, ахӑртнех, Левен вӑрмана ӗҫпе туха-туха кайсан, тӗмсӗлсе, тӗрленӗ, мӗншӗн тесен упӑшки арӑмӗ алла хут-кӑранташ тытса ларнине курма ҫеҫ те мар, сӑвӑ ҫырса аппаланасси пирки шутлама та пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хулана кайсан, каялла таврӑннӑ чух мана темле таксист-артист-танкист-пулеметчик вӑрман ҫулӗ патне ҫити ӑсатса ячӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Эсӗ юхан-шыв урлӑ каҫса кайсан, шыв тӗлӗнче пулӑ пулса, Вычегда урлӑ сан еннелле ишсе каҫас килетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тахҫан, санпа пурӑнма пуҫласан, эсӗ аякка кайсан, кайӑк пулса вӗҫсе пырас килетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Санпа тӗвӗленсе кайсан, Левен, манӑн ҫӗр ҫинче темиҫе ӗмӗр пурӑнас килсе кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑрмана кайсан, хӑйпе мӗн пулнине Теренпе Маврана каласа парса култарать Левен…

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Уҫӑлмалла ҫирӗк леш енне те каҫса кайсан, эсӗ ҫилленместӗн-и? — хуняма карчӑк ҫава ярса тытать, ӑна лапаткалать, ал тупанӗсене сурса йӗпетенҫи туса чашлаттарма тапратать.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Виҫӗ-тӑватӑ ҫухрӑм пек кайсан, Ивановвкубе машина чарӑничченех унӑн малти алӑкне уҫать, вара ҫерем ҫине юман каски пек тухса ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Халӗ, вутӑ пуленкиленсе кайсан, линкка-линкка тӑваймӑн.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Сергей кайсан, ялти ҫамрӑксем тунсӑхлама пуҫланӑ, вӑл колхоз ӗҫӗсенче ӑста пулнӑ вӗт, ҫавӑн пекех гитарӑпа тата балалайкӑпа вылянӑ.

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Кинемейленсе, мучиленсе кайсан, хӑть те мӗн каласан та, кунашкал асамлӑ тӗл-пулусем пулмаҫҫех.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Эсӗ салтака тухса кайсан, тепӗр куннех ӗҫе тухман иккен вӑл.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кирек ӑҫталла кайсан та, ыльӑм, ҫула май пӗрер кунлӑха кӗрсе тух-ха ман пата.

Куҫарса пулӑш

9 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Мускава кайсан, — Пӑван Ваҫука чӑмламалли резинка парать.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кайран, Тӑван ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен килнӗ тӗрлӗ наци йӗкӗчӗсемпе туслашса та тӑванлашса кайсан, кунсем вӗлтлетме кӑна тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫӗпритунсем патне каҫхи апата кайсан, ашшӗ кӗҫӗн ывӑлне ятланине илтет Ваҫук.

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Алмазовпа воспитательница тухса кайсан: — Сарайра пулнине ӑҫтан пӗлет ку тетӗр-и? — ыйтать Аркадий Давыдович, вара хӑй ыйтӑвӗ ҫине хӑех хуравлать.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кӗмӗлкаса ашшӗне шырама кайсан, тем тутли ҫитерсе янӑ та ӑна, курӑр, паянхипе вунҫиччӗмӗш кун тутлӑн какӑрса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех