Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каймастӑп (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Строя тепӗр хут пӑсма шутласан, урӑх сире нихҫан та хампа пӗрле илсе каймастӑп.

Вздумаете ещё путать строй — больше с собой никогда не возьму.

18. Днепр урлӑ каҫмалли вырӑнсем ҫийӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпӗ самолётсем патӗнчен ниҫталла та каймастӑп, вӗсене тимлӗн пӑхса сӑнатӑп.

Я не отходил от самолётов, рассматривал их со всех сторон.

4. «ЛА 5» // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпӗ, клоун тумӗ тӑхӑннӑскер тата циркра тухма сӑрланӑ хӗрлӗ питҫӑмартиллӗскер, урам тӑрӑх чупса каймастӑп ӗнтӗ.

Не мог же я бежать по улице в клоунском наряде, с раскрашенным для представления лицом.

Беби шӑпӑртан хӑрать… // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Эсӗ ан пӑшӑрхан… анчах эпӗ практикӑна каймастӑп вӗт.

Ты не волнуйся… но только я ведь на практику не поеду.

18. Ӗмӗтӗм пурнӑҫланать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вилсен те, килтен ниҫта та тухса каймастӑп, — тет вӑл.

Лучше умру, а из дома никуда не пойду.

3. Xуйxӑ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— Эпӗ хамӑн африканецсемпе Галлие каймастӑп, Ваал ячӗпе тупа тӑватӑп! — тенӗ Орцил.

— Я со своими африканцами в Галлию не пойду, клянусь богом Ваалом! — сказал Орцил.

XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эпӗ Спартак хыҫҫӑн кайман, каймастӑп та; унӑн ӗҫӗ ӑнассине ӗненместӗп эпӗ: ӑна хирӗҫ — ҫак хулан телейӗ тӑрать, ку хулана турӑсем юратаҫҫӗ.

Я не последую, как не следовал до сих пор, за Спартаком; в успешный исход его дела я не верю, так как против него — счастье Рима, любимого богами.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Турӑ мӗн панипе пурӑнатӑп, ҫын патне пуҫҫапма каймастӑп.

И живу, чем бог послал, а кланяться в люди не пойду.

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Каймастӑп эп Павлыч патне — вӑл ахаль ним те тумасть!

— Лучше к черту пойду, а не к Павлычу.

VI // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Ниҫта та каймастӑп.

Что она никуда не пойдёт.

Сыснасем // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӑл: ниҫта та каймастӑп, асаннепе кӑна каятӑп, терӗ.

А он сказал, что никуда не пойдёт, а пойдёт только с бабушкой.

Электричество мӗнле ҫыртать // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Анчах анне, эпӗ типсе ҫитмен-ха, ниҫта та каймастӑп, — терӗ.

А мама сказала, что она мокрая никуда не пойдёт.

Тискер кайӑксем ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Санпа урӑх эпӗ ниҫта та каймастӑп, — терӗ анне.

Я с тобой больше никуда не пойду, — сказала мама.

Эпир ирхи апат ҫини // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ун пек пулсан вара эпӗ каймастӑп — макӑрма тытӑнатӑп, анне пурпӗрех каялла таврӑнӗ, тетӗп.

Тогда я не пойду и начну плакать, и мама всё равно назад пойдёт.

Эпӗ метрора ҫӳрени // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Анне мана: — Э-э! Апла эсӗ, эпир аҫупа мӗн калаҫнине йӑлтах илтнӗ-и-ха? Ах, епле лайӑх мар унашкал вӑрттӑн итлесе тӑни. Кун пек ирсӗр ачана эпӗ пурпӗрех илсе каймастӑп, — терӗ.

Мама сказала: — Ага! Ты, значит, всё слышал, что мы с папой говорили. Фу, как нехорошо подслушивать! Такого гадкого мальчишку я всё равно не возьму.

Анне ман ҫине ҫиленни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Илсе каймастӑп! — тет Нина чӑрсӑррӑн.

— Не понесу! — говорит Нина упрямо.

Маруся пӗрремӗш хут дежурнӑй пулни // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Шафран эрехӗ те пурччӗ унта, анчах пӗлетӗр ӗнтӗ эсир, эпӗ ӑна ӗҫсех каймастӑп.

Была и шафранная; но шафранной, как вы сами знаете, я не употребляю.

IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

— Урӑх нихҫан та ӗҫлеме каймастӑп эпӗ.

— Не буду я больше работать.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Каймастӑп, — терӗм эпӗ.

— Не пойду, — сказал я.

XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Санӑн: «Каймастӑп»! — темеллеччӗ те, ӗҫӗ те пӗтрӗ, — хӗссех пычӗ Терентий Петрович.

Сказал бы: «не поеду!» — и все тут, — наступал Терентий Петрович.

Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех