Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайиччен (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир тӑшман ункине татса каҫса кайиччен пӗр фашист та кӗпер урлӑ ан каҫайтӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Упӑшки урапа ҫине ларса вырӑнтан тапранса кайиччен темиҫе хут та: — Ҫӑнӑхсӑр ан таврӑн! Мемме ан пул! — тесе хытарса каларӗ Хвекла.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Нотариус патне кайиччен барона укҫа шутласа пачӗҫ, лешӗ ӑна Михха илсе килнӗ саквояжӗпех хӑйӗн чӑматанне персе чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук уя тухса кайиччен ҫӑкӑр ҫӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шкула кайиччен пирӗн пурнӑҫ кас хушшинчех иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Аслӑ ывӑлӗ Вавил, Уралти политехника институчӗн дипломне илнӗ хыҫҫӑн, палӑртнӑ хулана ӗҫе тухса кайиччен икӗ-виҫӗ эрнелӗхе киле килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Укахвине мӗн ҫитмест, Ӑна ӗнтӗ кам пӗлмест; Йӑлтах ҫӗрсе кайиччен Ярса илер хӳринчен!

Куҫарса пулӑш

Укахви // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 18 с.

Хӗрарӑм халтан кайиччен кӑшкӑрашнӑ хыҫҫӑн Ятманов сӗтелӗ патне пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

Анюта ӗҫе тухса кайиччен пурпӗрех ҫитсе ӗлкӗреймерӗ.

Куҫарса пулӑш

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ирсерен, ӗҫе кайиччен, чип-чиперех икӗ-виҫ тӗм лартса ӗлкӗрме май пур, — вӑтанарах сӑмах хушрӗ Раман.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫывӑрса кайиччен тӑхтас тетӗп, — терӗ ҫамрӑк.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫаксем пурте тӗрӗс е тӗрӗсех пек туйӑнӗччӗҫ пулӗ те кӗпи, тахҫан шап-шурӑ пулнӑскер, тӗсӗ кайиччен нумай хутчен ҫунӑскер, паян сӑлтав тӗлне ятарласа тӑхӑннӑскер тата уҫҫӑн чӗтреме пуҫланӑ сасси сутман пулсан.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле хӗрне йӑтса илчӗ, кӑштах сиктеркелерӗ вӑл ҫывӑрса кайиччен.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эпир кӗтетпӗр сана! — нумай тӑчӗ, шӑнса кучанланса кайиччен.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫук, курман, тӗл пулман, — йывӑррӑн, ырату витӗр хуравларӗ Хветюк, каҫӑхса кайиччен ӳсӗрсе.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ешӗл Йӑмраллӑ ялӗнчен, — пат татса каласа хучӗ Ваҫиле, ӗҫкӗҫ пӗтӗмпех ӳсӗрӗлсе кайиччен васкарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ашшӗ вара, лагерьте ларса сывлӑхне ҫухатнӑран халтан кайиччен ӳсӗрекенскер, виличчен кӑшт маларах ҫапла хушса хунӑччӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑна фронта илсе кайиччен

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Чӑт, чӑт, тӑван, чӑт, тӑван, Эпир тухса кайиччен.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗн, Ванюш, вӑрҫӑ пуҫланма пултарать-и мӗн? — сасартӑк канӑҫсӑррӑн ыйтрӗ арӑмӗ, упӑшкин ҫар вӗрентӗвне кайиччен шакла хыртарса янӑ пуҫне сӑтӑркаланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех