Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗркелеме (тĕпĕ: йӗркеле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тата чи кирли – хамӑра пурӑнмашкӑн лайӑх хутлӑх йӗркелеме те.

И что важно – на формирование благоприятной среды нашего проживания.

Олег Николаев Финансист кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/09/08/ole ... finansista

Ҫулҫӳрев «Башкирское долголетие» проекта пула йӗркелеме май килнӗ, ун шайӗнче пирӗн районти 45 ҫын Стерлитамак таврашне ҫитсе курнӑ.

Путешествие стало возможным благодаря проекту «Башкирское долголетие», в рамках которого 45 жителей нашего района посетили окрестности Стерлитамака.

Пишпӳлек районӗнчи аслӑ ҫулти ҫынсем Торатау кайса курнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... rn-3369607

Ку оптика сигнализацийӗн функцийӗпе усӑ куракан механизм, вӑл ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансене пурне те автоматла йӗркелеме пулӑшать.

Это механизм, оснащенный функцией оптической сигнализации, который используется для автоматического регулирования всех участников дорожного движения.

Пӗтӗм тӗнчери светофор кунӗ тӗлне // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ne-3375185

Рафис Шангареев тата малашне кунта парк таймерӗпе тата шлагбаумпа ют ҫӗршыв автотранспорчӗн трафикне йӗркелеме автостоянка пуласси ҫинчен пӗлтернӗ.

Рафис Шангареев также поделился, что в будущем здесь появятся автостоянка с таймером парковки и шлагбаумом для регулировки трафика стороннего автотранспорта.

Нацпроекта пула Туймазӑри чугун ҫул станцийӗн территорийӗ улшӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... nn-3412127

Пӗтӗм Раҫҫейри «Сила России» спорт марафонне ирттерме тата йӗркелеме хастар хутшӑннӑшӑн Л.М.Макаровӑна, В.Х.Денисова, Л.А.Акшева, В.Л.Калашникова, А.К.Гавриловӑна, С.В.Остапиенкона, П.Ю.Порядкова «Единая Россия» партин регионти совечӗн Тав ҫырӑвӗсене С.Н.Грачева панӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяв хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%83%d1%8 ... %bd%d3%97/

Вӑййа хӑрушсӑрлӑх сферинчи пӗлӳсене тӑтӑшах йӗркелеме тата пӗтӗмлетме янӑ.

Игра была направлена на систематизацию и обобщение знаний в сфере безопасности.

Хӑрушсӑрлӑх правилисене аса илнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... ln-3393656

Анчах вӗрентекен чун-чӗрин тасалӑхӗпе ырӑ кӑмӑлне, вӑл кирек кампа та пӗр чӗлхе тупса ӑшпиллӗ калаҫу йӗркелеме пултарнине, ҫакна кура ял-йыш умӗнче те ятлӑ-сумлӑ пулнине курса хаклама ун чухне ӑс-тӑн ҫитейменех-тӗр.

Куҫарса пулӑш

Тава тивӗҫлӗ учитель // Т.БЫКОВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

— Иртнине шута илмесӗр хальхине тата пуласлӑха йӗркелеме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ҫарӗшӗн ҫуралчӗ мӑнаҫлӑх // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%80%d0%b ... bba%d1%85/

Хореографи залӗ калӑпӑшӗпе тивӗҫтермест пулин те, занятисене тивӗҫлӗ шайра йӗркелеме ытти услови ҫителӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуррине упрама пӗлни паха // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bf%d1%8 ... %85%d0%b0/

Ачасен ҫарпа патриотизм туйӑмне ӳстерме, вӗсем валли ятарлӑ спорт уйрӑмӗсем йӗркелеме 2024 ҫулта комплекслӑ тӗрлӗ ӗҫсем тума плана кӗртсе хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Губернатор лагерӗн» пӗрремӗш сезонне Чӑваш Енре ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/15/gube ... avash-enre

Эсир илсе ҫитернӗ шухӑш, пирӗн ӗҫсене тата та лайӑхрах йӗркелеме пулӑшасса ӑнланатпӑр», - тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Регион Пуҫлӑхӗ чӑваш чӗлхин пилотлӑ калаҫу клубне йӗркелес шухӑша ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/16/regi ... alacu-klub

Эпир 2020 ҫултан пуҫласа чӑваш чӗлхине вӗрентессине ҫӗнӗлле йӗркелеме тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Регион Пуҫлӑхӗ чӑваш чӗлхин пилотлӑ калаҫу клубне йӗркелес шухӑша ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/16/regi ... alacu-klub

Ҫулла тӗрлӗ йӑпанусем, вӑйӑсем, ӑмӑртусем йӗркелеме пулать.

Куҫарса пулӑш

Ытарайми ҫуллахи савӑк кунсем // Людмила АЛЕКСЕЕВА. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... em-3388943

Строительство комплексӗн никӗсне хывнӑ тата ҫамрӑк ӑрӑва ҫӗнӗ ӗҫ династийӗсем йӗркелеме пулӑшса пырса хӑйсен пуян опычӗпе пӗлӗвне паракан ветерансене уйрӑмах пысӑк тав.

Огромная благодарность ветеранам, которые заложили основу строительного комплекса и передают свои навыки и знания молодому поколению, способствуя поддержке и формированию новых трудовых династий.

Олег Николаев Строитель кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/13/ole ... stroitelya

Ҫак ӗҫе йӗркелеме республика бюджетӗнче 213 миллион тенке яхӑн пӑхса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ ӗрчетсе те... ӑмӑртӑпӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/pula-erchets ... -amartapar

Уяв программине ҫулсерен ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе ҫынсен асӗнче чылайччен асра юлмалла йӗркелеме тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уявра ачасене катерпа ярӑнтарнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/%d1%83%d1% ... 80%d0%bda/

Калаҫура республика Пуҫлӑхӗ Пушкӑрт территорийӗнче пысӑк технологиллӗ производствӑсене локализацилессипе нумай пысӑк промышленноҫ предприятийӗсем интересленни, малашлӑхра темиҫе пин ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май пани ҫинчен каласа панӑ.

В ходе беседы глава республики рассказал о том, что многие крупные промышленные предприятия заинтересованы в локализации высокотехнологичных производств на территории Башкирии, что позволит в перспективе создать несколько тысяч рабочих мест.

Радий Хабиров Пушкӑртстанран тухнӑ Раҫҫейри аслӑ шкулсен студенчӗсемпе калаҫнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3378875

Тепӗр тесен, пӗлтерӗшлӗ мероприятисене йӗркелеме, пысӑк калӑпӑшлӑ проектсене пурнӑҫа кӗртме те меллӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul

Сире граждансем хӑйсен кӑмӑлне ирӗклӗн палӑртассине йӗркелеме, суйламалли тата суйланмалли Конституци правине тивӗҫтерме хастар хутшӑннӑшӑн тав тӑватӑп.

Благодарю вас за деятельное участие в организации свободного волеизъявления граждан, реализации их конституционного права выбирать и быть избранными.

Олег Николаев Чӑваш Республикинчи суйлав комиссийӗсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/27/ole ... teljnih-ko

Литература викторинисем, шкул ачисем валли мероприятисем йӗркелеме, литература каҫӗсем ирттерме юратать.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ ӗҫ — библиотекарь // Алиса ОСИПОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d0%bf%d0%b ... %80%d1%8c/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех