Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗрет (тĕпĕ: йӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хайхискер ӗсӗклесе йӗрет: «Эп «совӗҫ» тенинех пӗлтеретӗп вӗт, мӗншӗн ҫавна ӗненесшӗн мар Саркай юлташ?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Манӑн пӗчӗк хӗр ача, Нина, пӗр чарӑнми йӗрет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

— Эс йӗмесен тепри йӗрет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Йӗрет хӑй.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Манпа сӑлтавсӑр-мӗнсӗр хирӗҫсе кайса ун чухне вӑл урӑххине качча сиксе тухрӗ те, халь мана аса илсе йӗрет имӗш — тӗлӗнмелле!

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Сире аса илсе час-часах йӗрет.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Арӑмӗ упӑшки хӑйне мӗншӗн хӑваланине пӗлмест, ӗсӗкле-ӗсӗкле йӗрет.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк ӑна хӑй умӗнче палламан-пӗлмен чӑваш хӗрӗ мар, хӑйӗн хӗрӗ тӑнӑн туйӑнса кайрӗ, тӑван хӗрӗ ҫапла ӗсӗклесе йӗрет пек, ашшӗне тем каласа тархаслать пек.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӗлхеҫленсе, сивӗтсе Йӗрет, сурать Мулентей…

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Сухатӳре сулхӑн ҫук, Пирӗн умра Урха ҫук, — Йӗршшӳ йӗрет йӗрмеллех, Улӑхӗ ҫук темеллех».

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑл ывӑлӗ пит-куҫӗнчен чуптӑва-чуптӑва йӗрет.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Йӗрет Оля, ӗсӗклет, пӑхать — Йӑван курӑнмасть, мӗн тумалла, мӑнтарӑн, илет саккун кӗнеки, ҫырса хурать пӗр ярӑм.

Куҫарса пулӑш

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Пурнӑҫӗ йывӑр пулнипе йӗрет пуль тесе, савӑннипе иккен.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӗл кунӗнче, сивӗре, Кивӗрех кӑна пӳртре, Ҫӗтӗк сӑкман пӗркенсе, Йӗрет арӑм куҫҫульпе.

Куҫарса пулӑш

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫавӑнпа илсе тухмастн-им? — тесе йӗрет Ҫатюк.

Куҫарса пулӑш

Туй // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хветура инке ҫеҫ, питне чӗрҫиттипе хупласа, сассӑр татӑлса йӗрет.

Куҫарса пулӑш

Прием пусми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Те йӗрет вӗл, те такама ӳпкелет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Ак ӗнтӗ анчӑк, ӑсатакансен урисен хушшипе хӗсӗнкелесе, шӑвӑнкаласа, вӑшт! кӑна дебаркадер хӗррине ҫитсе тӑчӗ, мана куҫранах витӗрлесе вӗрмест — татӑлсах йӗрет, тейӗн, хӑй — ах, тур, тур! — виҫ ури ҫинче ҫеҫ тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Халӗ вара вӑл йӗрет.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ой, Зоя инке, эпӗ питӗ хытӑ хӑрарӑм, пӗчӗк Витя вара йӗрет те йӗрет.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех