Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗр сăмах пирĕн базăра пур.
йӗр (тĕпĕ: йӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сакӑлталлӑ ҫаврака деталь тунӑ чух вӑл, кашни сыпӑкӑн варрисем пӗр йӗрпе пултӑр тесе, патронӑн пӗр кулачокӗ ҫине йӗр туртса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

— Ан йӗр, ан йӗр, — лӑплантарчӗ ӑна каллех Хусанкка.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ан йӗр, Укаслу, ан йӗр.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ан йӗр, ан йӗр, патшамӑр ырӑ, — лӑплантарчӗ ӑна Хусанкка.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ан йӗр, Санюк, ан йӗрсем, фашистсем илтме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ан йӗр, аппа, ан йӗр, аппа, Пӑрахмӑп-ха эп сана.

Куҫарса пулӑш

Туй // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Вӑрлаттармӑп, ан йӗр, ан йӗр! — тет Шурик.

Куҫарса пулӑш

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Халь ак… ик мӑшӑр йӗр мар, пӗччен йӗр.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Анчах раща ҫулӗ ҫинче, тата темиҫе йӗр пуррипе, хӑйсем йӗрлесе килнӗ йӗре ҫухатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗнӗ йӗр ҫулпа кайнине курса: «Иккӗленмелли ҫук, кумӑн лаши йӗрӗ ку, урӑх пӗр лаша та ҫӳреме пултарайман кунта», — тесе шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл кашни ачана пӗрер хӑма, грифель, линейка пачӗ, вара стена ҫумӗнчи пысӑк хура хӑма ҫине, вӑрӑм линейка тытса, пурӑпа тӑватӑ йӗр турӗ, пире хамӑр хӑмасем ҫине те ҫавнашкал йӗрсем тума хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ан йӗр, хӗрӗм, ан йӗр.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

«Ан йӗр, инкем, ан йӗрсем, Тутӑрупа шӑл куҫна.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк иртсен // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ирхине сунарҫӑсем кӗске хӳрене йӗрлеме пуҫлаҫҫӗ, йӗр ҫине йӗр хывнине, таҫта ҫити сикнине кураҫҫӗ те ун чеелӗхӗнчен тӗлӗнеҫҫӗ.

Наутро охотники начинают разбирать заячий след, путаются по двойным следам и далёким прыжкам и удивляются хитрости зайца.

Мулкачсем // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 38–39 с.

Акӑ мӗнле йӗр пулнӑ иккен вӑл — хӑйсем хирелле кайнӑ йӗр.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Пӗтӗмпех ӑнӑҫлӑ пулса пырсан Факрегед Галерана стена урлӑ пӗр йӗр чӗрнӗ патак ывӑтса хыпарлать, ӑнӑҫмасть тӗк икӗ йӗр чӗрет.

Если все сложится успешно, Факрегед должен был уведомить об этом, бросив через стену палку с одной зарубкой, а при неудаче — с двумя зарубками.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Енчен те ҫын телейпе тулнӑ тата уншӑн шикленет тӗк — ют синкер чунра йӗр хӑвармасть-и, ҫав йӗр малашлӑха витӗм кӳмест-и?

Если человек полон счастья и боится за него, не может ли чужая трагедия оставить в душе след, и след этот повлияет на будущее?

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Сасартӑк вӑл юр ҫинче темӗнле тӗлӗнмелле йӗр курнӑ: вӑл пысӑк та ҫаврака ура йӗрӗсем пулнӑ.

Вдруг увидел он какие-то странные следы на снегу — это были отпечатки больших круглых лап.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Эпир ултӑ утӑм виҫсе илтӗмӗр те йӗр турӑмӑр, ку йӗр урлӑ каҫма юрамасть ӗнтӗ.

Мы отсчитали шесть шагов, провели черту, через которую нельзя переступать.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫавӑнпа та эпӗ ҫынсене пӗр-пӗринчен икӗ-виҫӗ метр юлса, умлӑ-хыҫлӑн, «партизанла утӑмпа» утса пыма хушрӑм; кайра пыраканни малта пыраканӑн ура йӗрӗ ҫине шӑп та шай пусса пымалла, пӗр йӗр хӑварса утмалла.

Поэтому я приказал идти «партизанским шагом» — гуськом на расстоянии двух-трех метров друг от друга — и ступать точно след в след, так чтобы ноги идущего позади попадали в следы переднего.

Тӗлпулу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех