Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗпеннӗ (тĕпĕ: йӗпен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗпи хул хушши тӗлӗнче нӳрелсе йӗпеннӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Унӑн вирелле лайӑх выртакан ҫӳҫӗ тарпа йӗпеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шывӗ кӑшт тӗссӗртерех, сивӗ,ҫавӑнпа учӗ шывпа йӗпеннӗ урине ҫӗклесе силлесе илчӗ, унтан пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтренчӗ, чакма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хурал ӑшӑ чӗлхи ман куҫҫульпе йӗпеннӗ пите ҫуласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пурпӗрех вӗсенчен те ытларах чӑтма йывӑрри халӗ уншӑн, лачкам йӗпеннӗ ҫи-пуҫпа лараканскершӗн, ҫан-ҫурӑмне кӑна мар, пӗтӗм ӑш-чиккинех витӗрлекен сивӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чи малтанах вӑл, аттисене хывса, лачкам йӗпеннӗ урисене (ҫавна пула тепӗр чух радикулит хутлатса лартни те пулкалать), ура сыррисене типӗтсе илме шутларӗ (ҫиелти ҫи-пуҫне те хывнӑ пулӗччӗ те, анчах, ытарлӑ каласан, упа ямарӗ).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем, шыва кӗрсе тухнӑскерсем, вӗҫен кайӑксенчен те ытларах чӗвӗлтетеҫҫӗ, кӳлӗ хӗрринелле пӑха-пӑха хихиклетеҫҫӗ, шывра йӗпеннӗ костюмӗсене пӑра-пӑра типӗтеҫҫӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Ирхи сывлӑмпа йӗпеннӗ курӑк ҫийӗн мӑшӑр ура йӗрӗ курӑнса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Тамара ятлӑ хӗр пӗр хушӑ шӑпӑртах ларчӗ, йӗпеннӗ тӗксӗм хура ҫӳҫне пӑра-пӑра типӗтрӗ, унтан Сима еннелле ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫумӑрпа йӗпеннӗ пирки пурте вараланса-хуралса пӗтнӗ, тутӑр айӗнчен арпашӑннӑ ҫӳҫ пайӑркисем тухса тӑраҫҫӗ, пичӗсем вара пурин те ӑшша пиҫнипе хӗрелнӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Маюк инке хӗрачин пуҫне ҫӗклерӗ: Маринен ҫаврака пичӗ куҫҫульпе, тӑпрапа вараланнӑ, ҫамки те ун юнӑхса, хӑпарса тухнӑ, йӗпеннӗ ҫӳҫ пайӑрки ҫамки ҫумне ҫыпҫӑннӑ, кӗпи-саппунӗ пӑру чӑмланӑ пек лӳчӗркеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Вӑл ҫӗрулми тӗмне лапчӑтнӑ-мӗн, аялти имшеркке турат, кая юлса ҫеҫкеленнӗскер, хуҫӑлнӑ, кӗренрех кӑвак ҫеҫки Марине куҫҫулӗпе йӗпеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Эпир йӗпеннӗ кӗлтесене лахханран туртса кӑлартӑмӑр та кӑмака шӑтӑкӗсенче, печурккасенче, типӗтрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл йӗпеннӗ кӑшӑркка тутипе ҫӑкӑр татӑкне тирпейлӗн илсе хыпатчӗ, хамӑн сӑна ӳкернӗ хӑмӑр та пысӑк куҫӗсемпе мана тав тунӑн, ӑшшӑн та ӑслӑн пӑхатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Урайне сарнӑ ҫемҫе кавир тарласа йӗпеннӗ урасене уҫӑлтарса кантарчӗ, Василий Викторович пукан ҫине ларчӗ, телеграммине сӗтел ҫине кӑларса хучӗ, унтан арӑмне чӗнсе тыттарчӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

— Шӑнса йӗпеннӗ хыҫҫӑн, ӗҫ пӗтнӗ тӗле, вӑл пире валли мунчине хуттартӑр.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑшт йӗпеннӗ

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йӗпеннӗ кӗлтепе авӑн ҫапаймӑн, пылчӑклӑ ҫулпа машина ҫӳремест.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Эп ӑна лӑплантарас тесе хам ҫума пӑчӑртарӑм, куҫҫульпе йӗпеннӗ питӗнчен, куҫӗнчен чуп тума пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Чухӑн ҫын — ҫаратасран, йӗпеннӗ ҫын — ҫумӑртан хӑрамасть, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех