Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Елеазар священникпа Нав ывӑлӗ Иисус тата Израиль йӑхӗсенчи ӑру пуҫлӑхӗсем Израиль ывӑлӗсене Ханаан ҫӗрӗнче еткерлӗх ҫӗр акӑ епле уйӑрса панӑ: 2. Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнӑ пек, ҫав ҫӗре вӗсем тӑхӑр йӑха тата [Манассиян] ҫур йӑхне шӑпа ярса валеҫнӗ, 3. ӗнтӗ икӗ йӑхпа [Манассиян] тепӗр ҫур йӑхне Моисей Иордан леш енчех еткерлӗх ҫӗр панӑ, левитсене вара вӗсем хушшинче еткерлӗх пай паман; 4. Иосиф ывӑлӗсенчен икӗ йӑх — Манассия йӑхӗпе Ефрем йӑхӗ — тухнӑ; левитсене ҫӗр пайне кӳртмен, вӗсене пурӑнма хуласем [анчах] панӑ, тата выльӑх-чӗрлӗх усрама, мӗн кирлине тивӗҫтерсе тӑма хула таврашӗнче уй-хир панӑ.
Нав 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне тата Манассиян тепӗр ҫур йӑхне Ҫӳлхуҫа чури Моисей Иордан леш енчи [хӗвел]тухӑҫӗ еннелле выртакан ҫӗрсене панӑ: 9. вӗсен ҫӗрӗ Арнон юхӑм шывӗ хӗрринчи Ароер патӗнчен пуҫланса кайнӑ, вӗсене айлӑмра ларакан хулана та, пӗтӗм Медева тӳремлӗхне те Дивон хулине ҫитичченех панӑ, 10. тата Есевонра патшара ларнӑ аморрейсен патшийӗн Сигонӑн хулисене пӗтӗмпе, аммонсен чиккине ҫитиччен, 11. ҫавӑн пекех Галаад, Гессур, Мааха ҫӗрӗсене, пӗтӗм Ермон ту-сӑртне, пӗтӗм Васан ҫӗрне Салха таранччен 12. тата Астарофпа Едреи хулисенче патшара ларнӑ Васан патшийӗн Огӑн пӗтӗм патшалӑхне панӑ.
Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа чури Моисейпе Израиль ывӑлӗсем вӗсене вӗлерсе пӗтернӗ; вара Ҫӳлхуҫа чури Моисей вӗсен ҫӗрӗсене Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне, Манассиян ҫур йӑхне еткерлӗхе валеҫсе панӑ.
Нав 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эсир ҫак вырӑна ҫитсессӗн, пире хирӗҫ ҫапӑҫмашкӑн Есевон патши Сигон тата Васан патши Ог тухрӗҫ, эпир вӗсене ҫапса салатрӑмӑр; 8. вӗсен ҫӗрне туртса илтӗмӗр те ӑна Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне тата Манассиян ҫур йӑхне еткерлӗхе патӑмӑр.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иаир, Манассия ывӑлӗ, пӗтӗм Аргов ҫӗрне Гесурпа Мааха ҫӗрӗсен чиккине ҫитичченех илчӗ, Васана вӑл хӑйӗн ячӗпе «Иаир ялӗсем» теме пуҫларӗ, вӗсем халӗ те ҫавах; 15. Махира эпӗ Галаад ҫӗрне патӑм; 16. Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне вара Галаадран пуҫласа Арнон юхӑм шывӗ таран, юхӑм шывпа Аммон ывӑлӗсен ҫӗр чиккийӗ пулакан Иавок ҫырми хушшинче выртакан ҫӗре, 17. ҫавӑн пекех тӳремлӗхпе Иордан шывне, чикӗ пулса тӑраканскере, Киннерефран пуҫласа тӳремлӗхри тинӗс — Тӑварлӑ тинӗс — хӗррине ҫитиччен, Фасга тӑвӗ патӗнчи тухӑҫ енчи ҫӗре, патӑм.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫак ҫӗре эпир ун чухне Арнон юхӑм шывӗ патӗнчи Ароертан пуҫласах илтӗмӗр; вара Галаад тӑвӗн ҫуррине, хули-мӗнӗпе, эпӗ Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне патӑм; 13. Галаадӑн юлашки пайне тата пӗтӗм Васана, Ог патшалӑхне, эпӗ Манассиян ҫур йӑхне патӑм, ӑна пӗтӗм Аргов ҫӗрӗпе пӗтӗм Васана патӑм.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2