Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлтӑркка сăмах пирĕн базăра пур.
йӑлтӑркка (тĕпĕ: йӑлтӑркка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сантӑр ӑна эрех-сӑра ӗҫтернӗ, Сабира, йӑлтӑркка хура куҫлӑ, йӑлтӑркка хура ҫӳҫлӗ пӗчӗкрех пӳ-силлӗ ҫивӗч хӗрарӑм, тутар апат-ҫимӗҫӗпе — азупа е чак-чакпа — тараватлӑн сӑйланӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Шурӑ, йӑлтӑркка ҫак картлашкапа анса ҫитнӗ тӗле, капӑр курӑнусен хушшинче, манӑн кӑмӑл-туйӑм мӗн пулса иртнин капашӗ-ӗренкипе килӗшӳллӗн шайлашса ҫитрӗ те ӗнтӗ, ара ҫӳлте — хрусталь люстрӑсен сталактичӗсем, вӗсем йӑлтӑркка мрамор хушшинче чечекленнӗ тропик вӑрманӗнчен тин ҫеҫ кӳрсе килнӗн курӑнакан тӗрлӗ ӳсен-тӑрана ҫутатаҫҫӗ.

Довольно было мне сойти по этой белой, сверкающей лестнице, среди художественных видений, под сталактитами хрустальных люстр, озаряющих растения, как бы только что перенесенные из тропического леса цвести среди блестящего мрамора, — как мое настроение выровнялось по размерам происходящего.

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Тин кӑна ҫерҫи тытнӑ кушакӑнни пекех йӑлтӑркка.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чылайрах ⎼ шултра тӗрӗ-эрешсемпе, йӑлтӑркка хӑюсемпе хитрелетнӗ, мӑнаҫлӑ курӑнакан капӑр тумсемпе усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Вӑл асра юлакан иленкипе палӑрнӑ: шурӑ пирпе йӑлтӑркка хӑюсем, авалхи тӗрӗпе капӑрсем пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗн шайлашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Самар Кукри чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫамка ҫинчи йӑлтӑркка тальӑрсемпе, тӑнлав тӗлӗнчен анакан шултра тенкӗ ярӑмӗсем ⎼ пӗр кӑшӑл пулса ⎼ хӗрарӑм сӑнарне уҫӑмлӑрах тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккам чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Тухьян ҫӳллӗ тӑрнашки Хӗвел паллипе ⎼ ҫутӑ тӑхлан пӗкрӗкпе е йӑлтӑркка хӗрлӗ шӑрҫапа вӗҫленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Вӗт шӑрҫапа тенкӗсен шайлашӑвӗ авалхи хушпусем ҫинче те ҫавӑн майлӑ пулнӑ, XIX ӗмӗрте вара шӑрҫана хӗррипе ҫеҫ ҫӗлесе ҫаврӑннӑ, тӗп вырӑна кӗмӗл тенкӗсен йӑлтӑркка речӗсем йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Анат енчисемпе анатрисем хушшинчи хутлӑхра тухья тӑрнашки пысӑках мар шӗврешке евӗрлӗ, ӑна кӗмӗл, туйӑр, ҫутӑ тӑхлан йышши йӑлтӑркка тимӗрташран тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Кӗмӗл тата ылтӑн ҫиппе (укапа) эрешлес ӑсталӑх вара хавшанӑ, ку ӳнерлӗхӗн ахрӑмӗ ҫеҫ сыхланса юлнӑ: чӑвашсем йӑлтӑркка укасене юратнӑ, вирьялсем, масмака ҫиппе тӗрлесе, эрешне ылтӑн тӗслӗрех тума тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Куҫӗсем унӑн хуп-хура та йӑлтӑркка — икӗ пиҫнӗ ҫӗмӗрт.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Иккӗш те шурӑ чӗрҫиттипе, пилӗкӗсене сарлака хура пиҫиххи ҫыхнӑ, урисенче шурӑ ҫӑм чӑлха пуҫӗпе йӑлтӑркка калуш.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Итлемерӗн тӗк «йӑлтӑркка перо» сан аяк пӗрчи хушшинче наччас чӗрӳне шыраса тупать, ҫакна асту, — тет.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Йӑлтӑркка фантикре сахӑр ҫӑнӑхӗпе сиктернӗ хӑвӑш.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫавна сиссе-ши, Тамара пианино умне пырса ларчӗ, каччӑ ҫине йӑлтӑркка куҫӗпе ытарлӑн пӑхса илчӗ те выляма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Паян вӑл хром атӑпа, хӑмӑр сӑран пальтопа, пуҫӗнче йӑлтӑркка ҫӑмлӑ ҫӗлӗк.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗсен шывӗ пӑса тухса пӗтнӗ, тӗпӗнче тарӑн лакӑмсенче йӑлтӑркка шурӑ тӑвар сийӗ ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

Вода из них испарилась, и в углублениях остался ослепительно белый слой соли.

Пушӑ хирсенчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Йӑлтӑркка чечексем часах тӑкӑнса пӗтрӗҫ, ҫуллахи шӑрӑх кунсем пуҫлансанах, симӗс курӑксем те типсе кайрӗҫ.

Быстро отцвели ее яркие цветы, и первые жаркие летние дни высушили зеленые травы.

Типӗ ҫеҫенхирсенче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хӑш-хӑш чухне уяртать, вара пушӑ пӑр хирне ҫӑлтӑрсен йӑлтӑркка ҫутти тата уйӑх ҫутатса ярать.

Временами небо проясняется, и пустыня озаряется блеском звезд и светом луны.

Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океан // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Лена ӑна хирӗҫ пынӑ, ҫав вӑхӑтра уйӑха ҫак вӑрӑм ураллӑ, йӑлтӑркка пусмаран ҫӗленӗ платйӗ тӑхӑннӑ хӗрарӑм ҫине пӑхса илме май пама пӗлӗтсем те кӑштах сирӗлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех