Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлине (тĕпĕ: йӑла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем малтан, йӑлине пӗлсе, укҫана йышӑнмарӗҫ, кайран ҫапах та илчӗҫ лайӑх вӗренме сӑмах парса.

Дети, как это принято, сначала вежливо отказывались от денег, а потом все-таки взяли, пообещав хорошо учиться.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Ҫӗмӗрт сивви хӑйӗн йӑлине кӑҫал та пӑрахмарӗ, ҫӗмӗрт чечеке ларсан расписанипе пекех пирӗн тӑрӑха ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫанталӑк прогнозне сӑнанӑ май кӑҫал…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/192

Ачаран хӑнӑхнӑ йӑлине — дневник сырса пырассине те — манман.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ваттисен йӑлине пурин те хисеплемелле.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

«Савӑнатӑп эп чӑваш пулнишӗн» ӑмӑртура кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑхӗн йӑлине кӑтартса тупӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Пӗлетӗп: пӗтӗм тӑрӑхра та хӑнаккай йӑлине санран ытла тытакан ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арҫын йӑлине те.

Куҫарса пулӑш

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Асаттесен-аттесен йӑлине пӑсар мар, этьсемри.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Асаттесен йӑлине Кичемлесе хисеплет, Кивӗ пусмӑр асапне Ӳле-ӳле кӗвӗлет; Кӗҫ ҫавӑнтах шӑхӑрса Арҫури пек ахӑрать.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Паҫӑр «калаҫнӑччӗ-ха» Полинапа, халӗ вара, Ула Тимӗрӗн яланхи йӑлине пӗлнӗ пек, хӑй, Полина, чӗррӗн, ҫуттӑн, туллин сӑнарланса ӳкрӗ ун куҫӗ умне.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Лисука анаткассем пасартанах «вӑрласа» кайрӗҫ, анчах вӑл ҫав каҫах, хӗве хупнӑ йӑлине тунӑ хыҫҫӑн, киле тарса килчӗ, виҫӗ кун анкартинчи арлаҫҫинче пытанса пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— А-а, — терӗ тарӑхса кайнӑ арҫын, — пӗлетпӗр хӗр йӑлине: хӗр тени йӑлӑнтарма юратать…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

«Ятланӑ йӑлине тӑвать пулин те, мӗнлерех юратать вӑл ачине!

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хула ҫынни чӑвашсен йӑлине пӗлни тӗлӗнтерчӗ пулсан та, Микула хаваспах хуравларӗ:

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микулана чӑвашсен йӑлине пӑссах уполномоченнӑя суйланине пула энӗшкассисем самай хушӑ ҫавӑн ҫинчен ҫеҫ калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑвашсен ӗмӗрхи йӑлине пӑссах чун савакан каччине ыталаса чуптӑвас шухӑш пырса кӗчӗ Анука.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗнле те пулин шыраса тупса, тепӗр хут хӑй куҫӗ умне илсе пырса тӑратас шухӑшӗпе вӑл, чӑвашсен йӑлине пӑсса, ташлама никам туртса кӑлармасӑрах, вӑйӑ варрине сиксе тухрӗ те ташлама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кашниех наци йӑлине кӑтартма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Председатель кӗҫӗр килне те кайман иккен (уйрӑмах ответлӑ тапхӑрта вӑл яланах ял Советӗнче ҫӗр каҫать, ку унӑн йӑлине кӗнӗ).

Куҫарса пулӑш

Хӑтарнӑ хыҫҫӑн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Захар Петрович аслашшӗсен йӑлине ҫирӗп тытса пырать.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех