Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлана (тĕпĕ: йӑла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Район пурнӑҫӗнче паллӑ вырӑн йышӑннӑ ҫынсем ҫинчен хаҫат страницисенче ҫутатса парасси тахҫантанпах йӑлана кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Куракансем ҫавӑн пекех йӑлана кӗнӗ чӑваш тӗррисемпе, орнаменчӗсемпе, хурӑн хуппипе усӑ курса Ҫӗнӗ ҫул эрешӗсем, открыткӑсем тума хӑнӑхма та пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьел педагогӗсем «Раҫҫей» форумра // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%bf%d0%b ... %80%d1%83/

Йӑлана кӗнӗ чӑваш тӗррисемпе орнаменчӗсене тӗрлеме вӗренес текенсем валли вӗрентекенсем ӑсталӑх класӗ ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьел педагогӗсем «Раҫҫей» форумра // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%bf%d0%b ... %80%d1%83/

Декабрӗн 23-мӗшӗнче Комсомольски вӑрманӗнчи йӗлтӗр трасси ҫинче Олимп чемпионне, СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерне Владимир Петрович Воронкова асӑнса йӗлтӗрпе чупассипе йӑлана кӗнӗ ӑмӑрту иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ // Ирина ИЛЬИНА. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%85%d3%9 ... %bd%d3%91/

Манман иккен ӗлӗкхи йӑлана Иван.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пирӗн авалхи йӑлана ан пӑс.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Панӑ укҫана йышӑнмалла мар йӑлана ӑнланмарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кил хуҫи хӗрарӑмӗ кунашкал йӑлана хӑнӑхса ҫитнӗрен урӑх сӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анукпа Кӗтерук тӗлӗннипе саламлӑ сӑмах калас йӑлана та манса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук хуняшшӗ килӗнчи йӑлана тытма шутлани ҫинчен каласшӑн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богданов, «выртакана хӗнемеҫҫӗ» текен йӑлана хисеплесе, урӑх чышмарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тавах Турра, ыр йӑлана пӑсмасӑр, паллах, вӑйлӑ туй турӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Йӑлана пӑхӑнса кил хуҫин тетӗшӗ пӗр черккепе пире черетлесе эрех сӗнме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Тен, хӑш-пӗр йӗкӗтӗн хӗрсемпе ташласа илес кӑмӑлӗ те пур пулӗ, анчах яш-кӗрӗм хушшинче ҫирӗпленнӗ йӑлана пӑсса ята ярас мар тесе никам та шала кӗрсе авкаланмасть.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе хӗр ҫӳле хӑпарса унта ӗҫ-пуҫ мӗнле пынипе паллашма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, пулӑ тытасси, тинӗспе ҫӳресси, ҫӗр ӗҫӗпе аппаланасси, чултан касса кӑларасси тата вӑрман хуҫалӑхӗ вырӑнти экономикӑн пысӑк пайне йышӑнать, апла пулин те нефть продукчӗсене тирпейлесси, ҫӑмӑл промышленность, ҫавӑн пекех ку тӑрӑха вырӑнти халӑхсӑр пуҫне пӗтӗм тӗнчерен те курма килни (уйрӑмах ҫуллахи вӑхӑтра) коммуна экономикин пысӑк пайӗ шутланать.

Традиционно рыболовство, мореплавание, земледелие, камнерезное дело и лесное хозяйство составляли и продолжают составлять большую часть местной экономики; однако переработка нефтепродуктов, легкая промышленность, а также местный и международный туризм (особенно в летнее время) составляют большую часть экономики коммуны.

Люсечиль коммуна // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D1% ... %BD%D0%B0)

Ҫурлан 20-мӗшӗнче, Сӑваплӑ Иштван кунӗнче, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ракӑна собортан кӑлараҫҫӗ те унпа пӗрле хӗреҫпе ҫӳреме тухаҫҫӗ.

20 августа, в День святого Иштвана, по традиции, раку выносят из собора и совершают с ней крестный ход.

Сӑваплӑ Стефан базилики // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D3% ... 0%BA%D0%B8

Мадейра архипелагӗн фестивалӗсенче йӑлана кӗнӗ йӗркепе laranja cocktail (ларанж котейлӗ) — «Ларанжада» алкогольсӗр напитокӑн эрехпе е сӑрапа хутӑшӗ — тӑваҫҫӗ.

На фестивалях архипелага Мадейра традиционно изготавливается laranja cocktail (коктейль ларанжa) — смесь вина или пива с безалкогольным напитком «Ларанжада».

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Фестиваль пӗтӗм тӗнчери шеф-поварсене пуҫтарать, вӗсем хӑйсен ноу-хаупа вырӑнти ҫамрӑк поварсене Мадейрӑри йӑлана кӗнӗ апат-ҫимӗҫӗнчен рецептсем хатӗрлеме вӗрентеҫҫӗ, ҫав шутра мадерӑран, пулӑран тата ытти ҫимӗҫрен пӗҫермелли мелсем шутласа кӑлараҫҫӗ.

Фестиваль собирает шеф-поваров со всего мира на остров, передающих своё ноу-хау местным молодым поварам при создании новых рецептов с использованием традиционных продуктов Мадейры, таких как мадера, рыба и другие продукты.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Мадейрӑн йӑлана кӗнӗ тортне «Bolo de melo» («пыллӑ торт») теҫҫӗ, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ӑна нихӑҫан та ҫӗҫӗпе касмаҫҫӗ, алӑпа хуҫса ҫиеҫҫӗ.

Традиционный торт Мадейры называется «Bolo de mel» («медовый торт») и по традиции никогда не разрезается ножом, а разламывается руками.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех