Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йышӑнтӑн (тĕпĕ: йышӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ ман чӗрене ӑнсӑртран пырса кӗтӗн те вӑтӑр ҫула яхӑн юратса пурӑннӑ арӑм вырӑнне йышӑнтӑн

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ ман алӑран тав куркине йышӑнтӑн пулсан, тӗппипех ӗҫмелле.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йышӑнтӑн иккен-ха хӑвӑн йӑнӑшна?

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ун вырӑнне эсӗ йышӑнтӑн, чӗрене кӗрсе вырнаҫрӑн.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ху вашаватлӑн йышӑнтӑн та, эпӗ те ҫавнашкалах сӑйларӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эс ӑна Хусан патшине сутӑнса ют тӗне йышӑнтӑн.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паян эпӗр пит хавас: Пӗр ҫулталӑк каярах Эсӗ йышӑнтӑн пире, Ҫитӗнтертӗн пӗрмаях Кулленхи вӗренӳре.

Сегодня мы очень рады: Год тому назад Ты принял нас, Воспитываешь все время На ежедневной учебе.

Ҫуркунне ҫитрӗ, пӗрремӗш класра вӗренекен хӗрачасемшӗн вӑл савӑнӑҫ илсе килчӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

— Ара, ҫапла ӗнтӗ, — терӗ ҫирӗппӗн Кулугуров, — эсӗ — пӗрремӗшӗнчен — ҫын вӗлернӗ пирки пирӗн умра айӑпна йышӑнтӑн пулать, иккӗмӗшӗнчен тата — ҫак тытӑҫӑва тапратса ятӑн, — ну, ҫавӑнпа та сана — полицие тытса кайса паратпӑр…

— А вот, значит, — серьёзно говорил Кулугуров, — как ты — первое повинился нам в убийстве, а второе — драку эту начал, — ну, отведём мы тебя в полицию…

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

— Оборона йышӑнтӑн пулать, Тарас? — тесе ыйтрӗ вӑл юлашкинчен.

— Оборону занял, Тарас? — спросил он наконец.

2 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

— Ну, мӗн тума йышӑнтӑн эс? — ыйтрӗ Вячеслав Семёнович.

— Ну, как ты решил? — спросил Вячеслав Семенович.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Мӗнле мерӑсем йышӑнтӑн?

Какие приняты меры?

4 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Ху вӗсене ҫыхланса кайма пулӑшнине эсӗ мана хӗрхенсе мар, йывӑртарах пултӑр тесе ҫеҫ йышӑнтӑн

Ить не из жалости ты призналась, как сводничала, а чтобы мне тяжельше было…

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Мӗн тесе йышӑнтӑн? — мӑшкӑлласа та тарӑхса ыйтрӗ унран Григорий.

Григорий обратился к нему насмешливо и зло: — На что признавался?

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эсӗ хӑть хӗрлисен тӗнне йышӑнтӑн пулас-ха?

— Ты… кажется, принял красную веру?

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Хӑҫан йышӑнтӑн вара эсӗ куна?

— Когда ж это ты решил?

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

– Мӗнле йышӑнтӑн хыпара, хӑратрӗ пуль?

— Как принял эту новость, напугало, наверное?

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

13. Нумайӑшӗ ун патне пыра пуҫларӗ, хӑшӗсем хаваслӑ сӑнлӑ, хӑшӗсем салху сӑнлӑ, хӑшӗсен алли-урине ҫыхса лартнӑ, хӑшӗсене илсе пычӗҫ — эпӗ питех те хӑранипе вӑранса кайрӑм, вӑрантӑм та 14. Ҫӳлти Туррӑма ҫапла каларӑм: Эсӗ малтан Хӑвӑн чуруна хӑватсем кӑтартрӑн, манӑн кӗллӗме йышӑнтӑн, эпӗ ҫакна тивӗҫлӗ тесе шутларӑн; 15. апла ҫак тӗлӗк тупсӑмне те уҫса парсамччӗ мана, 16. мӗншӗн тесессӗн, эпӗ хам ӑсӑмпа ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫав кунсенче чӗрӗ юлнисене хуйхӑ ҫитӗ, вилнисене тата пысӑкрах хуйхӑ ҫитӗ: 17-18. ҫав кунсемччен чӗрӗ хӑварманнисем юлашки кунсенче мӗн пуласса, анчах хӑйсем ҫавӑнта хутшӑнайманнине ӑнланса хурланӗҫ.

13. И многие приступали к нему, иные с лицами веселыми, а иные с печальными, иные были связаны, иных приносили, - и я изнемог от великого страха, пробудился и сказал: 14. Ты от начала показал рабу Твоему чудеса сии и судил меня достойным, чтобы принять молитву мою; 15. покажи же мне и значение сна сего, 16. потому что, как я понимаю разумом моим, горе тем, которые оставлены будут до тех дней, а еще более горе тем, которые не оставлены. 17. Ибо те, которые не оставлены, были печальны. 18. Теперь я понимаю, что то, что отложено на последние дни, встретит их, но и тех, которые оставлены.

3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех