Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йышӑнни (тĕпĕ: йышӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳртри тасалӑх, йӗркелӗх кил хуҫисем хисеплесе йышӑнни юлашкинчен Микула чӗрине лӑплантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа та малтанхинчен мӑнаҫлӑрах сасӑпа: — Итлӗр! Эпӗ сире Хусанти Окружной суд мӗнле решени йышӑнни ҫинчен ӑнлантарса паратӑп! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Апат тӗлне пулни тата вашаватлӑн йышӑнни Ҫтаппана ырра пӗлтернӗ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйне вашаватлӑн йышӑнни Микулана йӑлтах тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каччӑсем ытла та хисепсӗр йышӑнни Микулана та чунтан тарӑхтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрсем кӑмӑллӑн йышӑнни Элекҫее килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Инҫе ҫултан ывӑнса килнӗ хӑнасене пӗр пӗлмен-палламан ҫынсене ҫапла кӑмӑллӑн йышӑнни тӑвансене савӑнтарсах ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӗнер хамах Сахара вӑл Совета хирӗҫле ӗҫ туни, куншӑн ӑна судпа айӑплама пултарасси, Петӗр пӳртне правлени тума йышӑнни ҫинчен каларӑм.

Куҫарса пулӑш

Тупаймарӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Курултай суйласа янӑ Бибар Растовпа Нуралей Ширин карачисем тата Али Мирген ходжа вырӑс воеводисемпе Шигалее пуху мӗн йышӑнни ҫинчен каласа пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Учительница мана вӗренме йышӑнни Митьӑна питӗ килӗшмен.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Издательство ҫуртӗнче тӗрлӗ ҫулти ачасем валли «Тантӑш» хаҫатпа «Самант», «Тетте» журналсем тухаҫҫӗ, вӗренекенсен пурнӑҫӗнче вӗсем пысӑк вырӑн йышӑнни пирки Нина Царыгина корреспондент каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗпреҫсем чӑваш хаҫат-журналне юратса вулаҫҫӗ // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 4 с.

Тӳре-шарасене тарса ҫӳрени те, тутар тӗнне йышӑнни те тӳсме ҫук тарӑхтарать.

Властей, похоже, сильно обеспокоило то, что чуваши приняли чужую веру.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр вӑхӑтрах вӑл итлет те, итленине мӗнле йышӑнни те палӑрать, хирӗҫ калас шухӑшӗ те ҫиҫсе илет.

Он одновременно и слушает, и тут же выражает свое отношение к услышанному, и хочет высказать его…

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫемҫен те ӑшшӑн йышӑнни Телей пурри ҫине шантарчӗ, Кӗтмесӗр пурнӑҫӗ ӑнни Паян ӑна йӑлт парӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Марине Ивана килӗштернине палӑртсах каймасть, пек-ха, ытлашши ӑшшӑн йышӑнни курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тӗрӗс мар йышӑнни ҫук-и унта?

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑнпа Раҫҫей Президенчӗ В.Путин 2022 ҫула Раҫҫейри халӑхсен культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулмалли ҫинчен йышӑнни питех те вырӑнлӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кавал вӑййи» ҫирӗп йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ // Т.ДОРОФЕЕВА-МИРО. http://gazeta1931.ru/gazeta/9750-kaval-v ... se-shanacc

Эсир пурнӑҫа мӗнле йышӑнни ку эрнери ӗҫсенче курӑнӗ.

События недели станут зеркальным отражением того, как вы относитесь к жизни.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ сире пурнӑҫри йывӑрлӑхсене шӳт евӗр йышӑнни шӑпах кирлӗ.

Умение с юмором относиться к жизненным проблемам очень пригодится вам сейчас.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

патшалӑх (муниципалитет) нушисем валли таварсем, ӗҫсем, пулӑшу ӗҫӗсем туянас енӗпе туса ирттернӗ ӗҫ-хӗле Раҫҫей Федерацийӗн Гражданла кодексӗпе килӗшӳллӗн саккунлӑ мар тесе йышӑнни ҫинчен калакан тавӑҫсене суда ярса парать.»;

направляются в суд иски о признании осуществленных закупок товаров, работ, услуг для обеспечения государственных (муниципальных) нужд недействительными в соответствии с Гражданским кодексом Российской Федерации.»;

Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех