Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йышӑнма (тĕпĕ: йышӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дашогуз аэродром пур йышши сывлӑш карапӗсене те йышӑнма пултарать.

Аэродром Дашогуз способен принимать воздушные суда всех типов.

Дашогуз (аэропорт) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B0%D ... %80%D1%82)

Гидроним *Дьсна сӑмахран пулса кайни, вӑл Деснапа ҫывӑх пулни йышӑнма йывӑррисен шутне кӗрет.

Вариант происхождения гидронима от из *Дьсна и сближение с Десна́ считается менее вероятным.

Цна (Припять юппи) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A6%D0%BD%D ... %BF%D0%B8)

Сӑмах 18 ҫӗршыври — АСЕАН пӗрлӗхне кӗрекен 10 ҫӗршыври пултаруллӑ ӑҫтасене явӑҫтарасси пирки пынӑ, ҫавӑн пекех Индирен, Пакистанран, Бангладешран, Шри-Ланкӑран, Непалран, Бутанран, Ҫӗнӗ Зеландипе Австралирен те халӑха ӗҫе йышӑнма сӗннӗ.

Речь шла о привлечении талантливых работников из 18 стран - 10 стран АСЕАН, а также - из Индии, Пакистана, Бангладеш, Шри-Ланки, Непала, Бутана, Новой Зеландии и Австралии.

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӑл Республиканецсен фракцийӗнче тавлашуллӑ самантсем чылай пуррине кура кабинета шанӑҫ пур чухне правительствӑра сасӑлав ирттермесӗр йышӑнма май паракан Конституцин 49-мӗш статйин 3-мӗш пункчӗпе усӑ курса проекта йышӑнтарнӑ.

16 марта 2023 года из-за неуверенности в возможности проведения реформы ввиду разногласий во фракции Республиканцев она использовала пункт 3 статьи 49 Конституции, который даёт правительству возможность принять проект без голосования в парламенте при условии вотума доверия кабинету.

Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD

Уйрӑм ҫынсен самолёчӗсене Эссен/Мюльхайм тата Марл/Лоэмюле аэропортсем йышӑнма пултараҫҫӗ.

Для частных самолётов предназначены аэропорты Эссен/Мюльхайм и Марл/Лоэмюле.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Рурск облаҫӗнче ҫӳлерех ҫырса кӑтартнӑ структура улшӑнӑвӗсене туса ирттернӗ хыҫҫӑн ҫӗр айӗнчи пурлӑха кӑларакан тата тӗрлӗ япала туса кӑларакан промышленность чи пӗлтерӗшлӗ вырӑна йышӑнма пӑрахнӑ.

После описанных выше структурных изменений в Рурской области, добывающая и производящая промышленность перестала быть доминирующей.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Пурте Хура Ҫимуна колхоза йышӑнма килӗшсе алӑ йӑтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Юлташсем, Семен Краснов паян хӑйне колхоза йышӑнма ыйтать, эсир мӗнле шутлатӑр?

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑна ҫуртне пырсан, пирӗнпе кӳршӗллӗ пӳлӗме йышӑнма тӑрӑш.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь ун чухне калаҫнисем тӗрӗсе тухнине ӗненсен, Матӗрне сӗннӗ вырӑна йышӑнма именерех тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑваш хӗрарӑмӗ упӑшкине ҫӑлас тесен те кунашкал намӑса халӑх умӗнче йышӑнма пултарасса ӗненме йывӑр пулчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ара, виҫӗмкун ҫеҫ-ха закладне йышӑнма куҫҫульпе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫуркунне ҫитсен, упӑшки артелӗнче ӗҫленӗ арҫынсем ӗҫе кайма пуҫласан, вӑл Богдановран хӑйне кухарка вырӑнне те пулин ӗҫлеме йышӑнма ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мана ӗҫе йышӑнма хуҫа-им вӗсем?»

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтмелли позицие йышӑнма тӑрӑшӑр, вӑй тата пӗлӳ пухӑр.

Постарайтесь занять выжидательную позицию, накопить силы и вооружиться знаниями и мудростью.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫынра мӗнле килӗшӳллӗ енсем пур, ҫавсене йышӑнма тӑрӑш тесе вӗрентетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Хӗл вӗҫленнӗ чух, пуш уйӑхӗнче, утар хуҫалӑхне йышӑнма каймалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

— Шкул директорӗн ҫумӗ Лидия Ивановна кунта килсе вырӑн йышӑнма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Амӑшӗшӗн тунсӑхлакан ача пур хӗрарӑма та йышӑнма пултарасса, ӑна хӑвӑрт хӑнӑхасса шаннӑ-ӗненнӗ Михаҫ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Кун сиктерсе е виҫӗ кунра пӗрре вӗсене тӗрмерисен айӑпӗсене тӗпчекенсем — следовательсем чӗне-чӗне илеҫҫӗ: хута кӗме, пулӑшма пулаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах саккуна, ҫӗршыва «хирӗҫле» ӗҫ тунине йышӑнма хистеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех