Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йышши сăмах пирĕн базăра пур.
йышши (тĕпĕ: йышши) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ун йышши ҫын мар ҫав вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Станцине энергипе тивӗҫтермелли ҫӑлкуҫ вырӑнне 1-9ГМГ ҫӗнӗ йышши двигатель лартса хӑварасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Правительствипе Трансэнергопром ГК « Трансмашхолдинг» АО ҫӗнӗ йышши энергоцентрсем хута яма 5 млрд ытла тенкӗлӗх килӗшӗве ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/19/chav ... om-gk-tran

Маюк хӑй те, ҫӗнӗ йышши чӑваш ташши ташланӑ майлӑ, шуса-юхса ҫӳрет вӗсем умӗнче.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Ку кӗр те Мартин ман ана енчи карта сыпӑкне сӳтсех пӗлтӗрхи йышши тислӗке хӑй ани ҫине тӑктарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Мӗтрие турилккесем айӗнчи шӑтӑклӑ плита темле халиччен курман йышши пек туйӑнчӗ те, вӑл, чӑнах та: «Аялтан вӗри ҫапать-ши вара кунта?» — тесе пӗр турилккине шутарса пӑхрӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Магазина паха тумтир килне — вӑл темле майпа хыҫалтан кӗрсе тӑхӑнса та тухнӑ, сайра-пӗрре тӗл пулакан ҫырла-ҫимӗҫ сутаҫҫӗ — чи селӗммине, чи шултрине вӑл туяннӑ, пӗр-пӗр паха йышши пулӑ килнӗ — вӑл илсе юлма та ӗлкӗрнӗ…

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Эсӗ мӗн йышши?..

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Пӗлтӗр кун йышши 2 ҫуртра капиталлӑ юсав ӗҫӗсем тунӑ: Элӗк салинчи Гагарин урамӗнчи 29 в ҫурт тӑррине витнӗ, Парк урамӗнчи 7 а ҫуртра электричество тытӑмне ҫӗнетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Кӑҫал ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен-фермер хуҫалӑхӗсенче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 7260 гектар, ҫав шутран ҫурхи тулӑ - 3986, урпа - 2765, сӗлӗ 346 гектар акнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсемпе паллашнӑ // С.ИВАНОВА. http://alikovopress.ru/uj-xir-ecesempe-p ... ashna.html

Ӑна «Клуб йышши муниципалитет учрежденийӗсен строительстви тата модернизацийӗ» республикӑри ҫумпрограмма пулӑшнипе хута янӑ.

Его запустили при поддержке республиканской подпрограммы «Строительство (реконструкция) и модернизация муниципальных учреждений культуры клубного типа».

Ямпайра ҫӗнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35200.html

Ҫавӑн йышши шухӑшсем канӑҫ пами пулнипе юлашки вӑхӑтра хам ку таранччен ӳкернӗ пур картинӑсене те тиркесе пӑрахрӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Кам мӗнле шутлать те, эпӗ вара поп-музыка тата ытти ҫавӑн йышши асар-писер кӗвӗ-ҫемӗ ҫамрӑксен чунӗсене шултралантарать кӑна пуль тетӗп, — терӗ Серебряков.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Пӑрахса кайрӗ пулас, ун йышши ҫынсем шавлӑ, тӗркӗшӳллӗ вырӑнта пулма юратмаҫҫӗ вӗсем. Тен, манпа вӑхӑт ирттерсе ҫӳрессинчен пӑрӑнмалли меллӗ самантпа усӑ курма васкарӗ», — тесе те шутланӑччӗ ӗнтӗ эп, ҫапла шутласа «ҫылӑха та кӗнӗччӗ» — ҫитрӗ-тӑчӗ хайхискер тахӑш енчен ман ҫума, панелевоз умне.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Улюк ывӑлӗн арӑмӗ, ҫамрӑк кин, хамӑр йышши ҫын мар — ак мӗншӗн кунта каялла килнӗ Улюкпа Натюш.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кунта тӗрлӗ йышши хӑватлӑ техникӑна «чун» кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

Алли ылтӑн унӑн // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b0%d0%b ... bda%d0%bd/

Заводра хальхи йышши лаборатори те ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ цех уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=A8tXiI5NxLc

Ҫӗнӗ йышши материалтан хатӗрленӗ шыв пӑрӑхӗсем сахалтан та 40 ҫула ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

Тӗпрен ҫӗнетеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=tm6193usoFU

Шанса панӑ ӗҫӗ йывӑр йышши те мар.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Пӑрҫа йышши культурӑсен гектаршӑн тавӑрса паракан субсиди виҫи 479 тенкӗ те 80 пуспа танлашать.

Куҫарса пулӑш

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсен пӗр тикӗс шӑтса тухнӑ калчисемпе кӑмӑллӑ юлнине, кӗркунне пысӑк тухӑҫ илес шанӑҫ пуррине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шелттемсем ӗҫ йӗркине пысӑк ӑсталӑхпа туса пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d1%88%d0% ... %81%d0%b0/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех