Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йышне (тĕпĕ: йыш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Республикӑри икӗ – Шупашкар хулинчи «Бргантина» тата Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнчи «Ҫӑлтӑрлӑ» – лагерьте пӗрер пурӑнмалли корпус хӑпартнӑ, ҫакӑ вӗсенчи вырӑнсен йышне 550 чухлӗ ӳстерме пулӑшнӑ.

В двух лагерях республики – «Бригантина» города Чебоксары и «Звездный» Цивильского муниципального округа – возведено по одному жилому корпусу, что позволило увеличить на 550 число мест.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑри Тӗрӗслевпе шутлав палати туса ирттернӗ ӗҫсем йӗрке пӑсакансен йышне самай сахаллатма витӗм кӳнине тепӗр хут ҫирӗплетсе каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/07/byud ... sna-tesleh

Чи анлӑ сарӑлнӑ мероприятисен йышне – республика бюджечӗн укҫи-тенкипе епле усӑ курнипе курманни кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Бюджета пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ самай чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/07/byud ... sna-tesleh

Йӑлана кӗнӗ пек ирттерекен мероприятисем йышне, ҫӗнӗ проектсем те хутшӑнаҫҫӗ, тӗслӗхрен «Раҫҫейӗн симӗс ылттӑнӗ» хӑмла ӑстисен фестивалӗ пулнине тепӗр хут палӑртса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

1906 ҫулта Путилов савутӗнче ҫавнашкал ятлӑ тепӗр канонер киммине никӗсленӗ, вӑл «Гиляк» (ку йышри мӗнпур 4 карап та Вырӑс-Япони вӑрҫинче путнӑ канонер кимми ячӗпе ҫӳренӗ) йышне кӗнӗ.

В 1906 году на Путиловском заводе была заложена ещё одна канонерская лодка с таким же названием, относившаяся к типу «Гиляк» (все 4 корабля серии носили имена канонерок, погибших в Русско-японской войне).

Кореец (канонер кимми) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BE%D ... %BC%D0%B8)

Джон Голсуорси 1867 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗнче Англири Кингстон-апон-Темс хулинче (Суррей графлӑхӗ, халӗ Мӑн Лондон йышне кӗрет), пуян ҫемьере ҫуралнӑ.

Джон Голсуорси родился 14 августа 1867 года в английском городе Кингстон-апон-Темс (графство Суррей, сейчас в составе Большого Лондона), в зажиточной семье.

Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8

Ӑна 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче йӗркеленӗ, ун йышне малтанхи Гастерлан-Слеат, Лемстерланд, Скарстерлан тата Боанстерхим общинӑн темиҫе пайӗ кӗнӗ, тӑваттӑшне те ҫав кунах пӑрахӑҫланӑ.

Она была создана 1 января 2014 года и состоит из бывших общин Гастерлан-Слеат, Лемстерланд, Скарстерлан и частей общины Боанстерхим, все четыре из которых были расформированы в тот же день.

Фриске Маррен // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A4%D1%80%D ... 0%B5%D0%BD

Кунта пабсем, ресторансем, каҫхи клубсем, лавккасем, ҫавӑн пекех Apex Hotels йышне кӗрекен икӗ пысӑк хӑна ҫурчӗ пур.

Здесь находится большое количество пабов, ресторанов, ночных клубов, магазинов, а также два больших отеля сети Apex Hotels.

Грассмаркет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B5%D1%82

1947 ҫулта Инди никама пӑхӑнман патшалӑх пулса тӑнӑ хыҫҫӑн Сиккимра референдум ирттернӗ, вӗсем Инди йышне кӗме сӗннине йышӑнман, ҫапла вара Инди премьер-министрӗ Джавахарлал Неру Инди Сиккима хӑйӗн хӳтӗлевне илни пирки килӗшӗве алӑ пуснӑ.

В 1947 году при предоставлении Индии независимости в Сиккиме был проведён референдум, предложение о вхождении в состав Индии было отвергнуто, и премьер-министр Индии Джавахарлал Неру подписал соглашение о протекторате Индии над Сиккимом.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

1975 ҫултанпа Инди йышне кӗрет.

С 1975 года в составе Индии.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Ан-12, Ан-24, Ан-26, Ан-28, Ан-30, Ан-32, Ан-72, Ан-74, Ан-124, Ил-76, Л-410, Ту-134, Ту-154, Ту-204, Ту-214, Як-40, Як-42, Airbus 319, Airbus A320, Airbus A321, ATR 42, ATR 72, Boeing 737, Boeing 747, Boeing 757, Boeing 767, Boeing 777, Bombardier CRJ 100/200, Embraer EMB 120 Brasila, 3-4 классен йышне кӗрекен ытти самолетсем, пур йышши вертолётсем.

Ан-12, Ан-24, Ан-26, Ан-28, Ан-30, Ан-32, Ан-72, Ан-74, Ан-124, Ил-76, Л-410, Ту-134, Ту-154, Ту-204, Ту-214, Як-40, Як-42, Airbus A319, Airbus A320, Airbus A321, ATR 42, ATR 72, Boeing 737, Boeing 747, Boeing 757, Boeing 767, Boeing 777, Bombardier CRJ 100/200, Embraer EMB 120 Brasilia и другие типы ВС 3-4 класса, вертолёты всех типов.

Туркменбаши (аэропорт) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%83%D ... %80%D1%82)

Малашне те ҫакӑн пекех ӑнӑҫлӑ ӗҫлесен, Вдовичева пысӑк ӑсталӑхлӑ художниксен йышне кӗресси паллах.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче президент администрацийӗн тӗп секретарӗ правительство йышне пӗлтернӗ.

20 мая генеральный секретарь администрации президента Алексис Колер объявил состав правительства.

Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD

Парка 1907 ҫулта никӗсленӗ, ун чухне нимӗҫ колони администрацийӗ Свакоппа Кейсеб юханшывӗсем хушшинчи ҫӗрсене упрамалли йышне кӗрекенсем тесе пӗлтернӗ.

Парк основан в 1907 году, когда немецкая колониальная администрация объявила земли между рекой Свакоп и Кейсеб заповедными.

Намиб-Науклуфт // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D0% ... 1%84%D1%82

137 пайташран тӑракан Рур парламенчӗн йышне ҫак парти ҫыннисем кӗреҫҫӗ: ХДС — 51, СПД — 40, Симӗссисем — 18, Сулахайсем — 9, СвДП — 6, Пиратсем — 4, Альтернатива — 3, Ирӗклӗ суйлавҫӑсем — 3.

В состав рурского парламента из 137 членов входят представители ХДС-51, СПД-40, Зелёные-18, Левые-9, СвДП-6, Пираты-4, Альтернатива-3, Свободные избиратели-3.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

XVI ӗмӗр варринче ҫак ҫерсем Аслӑ Моголсен империн (Аслӑ Акбар вӑхӑтӗнче) йышне кӗнӗ.

В середине XVI века эти территории вошли в состав империи Великих Моголов (при Акбаре Великом).

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

Пӗрле вӗренекенсем Венюкпа иккӗшне хӑйсен йышне йышӑннӑранпа вӑл пайтах шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫапах та, крючниксен йышне хӑйӗн пысӑк ҫемйи пек шутласа, кашнишӗн чун-чӗререн хурланать.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нетӳк аппа тарӑннӑн сывласа илчӗ те: — Сурӑхсем пурте пур-и? Хурсен йышне чакармарӑн пуль? — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

— Ӗнер пӗлтерчӗ-ха Леонид Алексеевич /Татьяна вӑл район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ пулнине пӗлет/ пирӗн шкул йышне ҫӗне ҫын хутшӑнасса.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех