Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йытӑсене (тĕпĕ: йытӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Апла вӗсем пӗтӗмпех хӑйсем организациленӗ, пӗтӗмпех хӑйсем шухӑшласа тупнӑ, сире те, йытӑсене хӗненӗ пекех, хӗнене!

— Значит, они сами все организовали и все придумали и даже били вас, как собак.

Америка консулӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Лесокомбината йышӑннӑ хыҫҫӑнах пирӗн отряд вӑл ирсӗр йытӑсене пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн шаккама тытӑнчӗ.

После занятия лесокомбината отряд приступил к их уничтожению.

Присяга // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Анчах вӗсем йытӑсене юратмаҫҫӗ иккен.

Только они собак не любят.

Эпӗ кӗтӳрен хӑрани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вара йытӑсене пулӑшма пуҫланӑ.

И стал помогать собакам.

Чабан пичче кашкӑра мӗнле вӗлерни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Асанне йытӑсене ҫӑкӑр пачӗ: вӑл персе парать те, йытӑсем ҫӑкӑра ҫӗре ӳкичченех хыпса илеҫҫӗ, сике-сике тытаҫҫӗ вӗсем.

Бабушка собакам давала хлеба: она кидала, а они ловили зубами прямо на воздухе, даже подскакивали.

Эпир асаннепе хамӑр пата кайрӑмӑр // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ вара, Опанас пичче пек тӑпра муклашки илтӗм те, йытӑсене хӑратса: «Геть!» терӗм.

Я тоже, как дядя Опанас, схватил кусок земли и замахнулся на собак и опять крикнул: «Геть!»

Эпӗ асанне патӗнчен йытӑсене хӑвалани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ҫӑкӑра ҫурам хыҫне пытарса тӑтӑм, алӑран ҫыртса илӗҫ тесе йытӑсене пама хӑрарӑм.

Я хлеб назад запрятал и боялся дать, чтоб они за руку не укусили.

Дыня // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вара мана йытӑсене пама хушрӗ.

И сказал мне, чтоб я дал собакам.

Дыня // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Йытӑсене кунтан кайччӑр тесе, вӗсем ҫине кӑшкӑра пуҫларӗ.

И он стал кричать собакам, чтоб они уходили.

Мучи // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Опанас пичче сасартӑк пӗшкӗнчӗ те — тӑпра муклашки илсе йытӑсене хӑратрӗ.

А дядя Опанас вдруг как нагнётся — и схватил кусок земли и крикнул:

Мучи // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Салтак пиччесем йытӑсене ҫавӑтса пыраҫҫӗ.

А там дяди вели собак.

Йытӑсем те вӑрҫа каяҫҫӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Сасартӑк эпӗ читлӗхре пӗчӗк йытӑсене курах кайрӑм.

А я вдруг увидал в клетке маленьких собачек.

Эпир каллех Петьӑна куртӑмӑр // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Кадетсем, мӑшкӑлласа, пире тӑпра ҫитереҫҫӗ, чул кӑшлаттараҫҫӗ, пирӗн ҫине сӑнчӑрти йытӑсене вӗҫертсе ярса вӑскӑртаҫҫӗ.

Кадеты, насмехаясь, заставляли нас есть землю, грызть камни, спускали на нас цепных собак.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

«Э! Сывлӑх сунатӑп! Мӗншӗн эсир йытӑсене вӑрҫтаратӑр?» терӗ Иван Никифорович, Антон Прокофьевича курсан, Антон Прокофьевичпа шӳт тумасӑр никам та калаҫмасть.

— А! Здравствуйте. На что вы собак дразните? — сказал Иван Никифорович, увидевши Антона Прокофьевича, потому что с Антоном Прокофьевичем никто иначе не говорил, как шутя.

VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Тӗрлӗрен нӑрӑсем йытӑсене кӑваписенчен ҫыртрӗҫ.

Жужелицы и жуки кусали за пупок.

Вӑрман хӗрринче питех те хӑрушӑ ҫапӑҫу пулчӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

— Аха! — тесе кӑшкӑрчӗ те йытӑсене вӗҫерсе ячӗ.

— Ага! — закричал он и спустил собак.

Вӑрман хӗрринче питех те хӑрушӑ ҫапӑҫу пулчӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

— Эпӗ вӗшле йытӑсене юрататӑп, вӗсем — ухмахсем, анчах эпӗ вӗсене юрататӑп.

— Я люблю гончих собак, они — глупые, но я их люблю.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫавӑн чухне вӑл мантан пӗр-ик ҫул аслӑрах, ҫаврака куҫлӑ ачаччӗ; ҫивӗчскер, ӑслӑ та тӳрӗскер, вӑл пултаруллӑ пулнӑччӗ: кайӑксене кушаксемпе йытӑсене аван ӳкеретчӗ тата мастерсем ҫинчен карикатурӑсем тӗлӗнмелле вӑрт-варт туса хуратчӗ, яланах вӗсене кайӑксем пек ӳкеретчӗ: Ситанова — хӑрах ура ҫинче тӑракан хуйхӑллӑ шыв чӑххи пек, Жихарева — пуҫ тӳпинче тӗксем ҫак тата кикирикне татса илнӗ автан пек, чирлӗ Давидова — хӑрушӑ текерлӗк пек шутлаттӑм.

Тогда он был круглоголовым мальчонком, года на два старше меня, бойкий, умненький и честный, он был даровит: хорошо рисовал птиц, кошек и собак и удивительно ловко делал карикатуры на мастеров, всегда изображая их пернатыми Ситанова — печальным куликом на одной ноге, Жихарева — петухом, с оторванным гребнем, без перьев на темени, больного Давидова — жуткой пигалицей.

XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Пӗҫернӗ икерчисене йытӑсене ҫитерчӗҫ, ҫатмине хӗртсе ҫунтарса илчӗҫ, ятлаҫнӑ чухне вара кинӗ хунямӑшне: — Эсир типӗ чухне те ҫулӑ ҫатмасем ҫинче пӗҫеретӗр-ҫке! — тесе сӑмах тӗкме пуҫларӗ.

Выпечённые оладьи отдали собакам, сковородку выжгли, а невестка стала в ссорах упрекать свекровь: — Вы даже в посте на скоромных сковородах печёте…

IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Пӗрре вӗсем урса кайнӑ пекех тӳпелешсе карӗҫ, ҫавӑнта вара пысӑккисен хутшӑнмалла пулчӗ, тӑшмансене вара, йытӑсене уйӑрнӑ пек, шывпа сапса уйӑрчӗҫ.

Однажды они подрались так бешено, что должны были вмешаться большие, и врагов разливали водою, как собак.

II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех