Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йывӑҫӗ (тĕпĕ: йывӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ав, тӑшман енне тӑснӑ алли — пысӑк вулли, йывӑҫӗ хӑй кӑшт маларах ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем тӑваттӑшӗ, алла-аллӑн тытӑнса юмана ыталаса илме тӑчӗҫ, анчах пултараймарӗҫ, йывӑҫӗ ытла та кутамас.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑвак юман — чӑвашсен чи юратнӑ йывӑҫӗ, вӗсен мухтавӗпе чапӗ, авалхи Чӑваш ҫӗршывӗн символӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳллӗ тусем ҫинче кӑвак юман, Хӑшместӗрӗн савнӑ йывӑҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йывӑҫӗ, вӗлтӗренӗ тата темӗнле явӑнакан курӑксем, хӑмла пекскерсем.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Анчах ҫур траектори те тӑваймарӗ, ури айӗнчи ҫерке-каҫкӑҫ шарт! хуҫӑлчӗ те кайрӗ: йывӑҫӗ тытӑнкӑсӑр, мӑртӑк е сӑслӑ пулнӑ пулинех?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр ӑна йӑпӑр-япӑр ҫӗр ҫине туртса ӳкерчӗ (йывӑҫӗ хӑртаннӑскер, йӑшӑк е сӑсӑл кӗнӗскер пулчӗ пулас).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йывӑҫӗ хӑрнӑскер, хӑвӑллӑскер пулчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗремесленчӗ, сӑрӑлса кайичченех мекеҫленчӗ, чун кӗлемен сасӑ та кӑларса илчӗ ҫамрӑк ҫын, анчах темле тӗрмешсен те йывӑҫа «парӑнтараймарӗ» (йывӑҫӗ, ӑвӑс, чӗп-чӗрӗскерех пулнӑ иккен).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хурӑн тӑррисем кӑтраланнӑ, ҫӗмӗрт йывӑҫӗ кӗҫ-вӗҫ ҫеҫкене ларасшӑн, тумне улӑштарма васкаман юман та, савнӑ тусне кӗтекен йӗкӗт пек, хӗвел еннелле туртӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫӳллӗ хӑй, сарлака хулпуҫҫиллӗ, тирек йывӑҫӗ пекех кӗрнеклӗ.

Высокий такой, плечистый, стройный, как тополь.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Аллӑ икӗ кӑк чие йывӑҫӗ, тӑватӑ тирек, виҫӗ хурӑн, пӗр вӗрене.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Мана йывӑҫӗ патӗнчен аяккалла тарма сукмак таптаса такӑрлатӑр. Тантӑшсем тӑшман танкне хирӗҫ пӗчченшерӗн тухма хӑрамаҫҫӗ те; эпӗ ҫав йывӑҫран хӑрам-и?» — терем паттӑрланса.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Йывӑҫӗ те ӗнтӗ авӑнса аннӑ, ҫатӑртатать, пуртӑпа пӗр вунӑ хут касмалла кӑна-и — ӳкет те.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Йывӑҫсене ӳкермеллех, анчах тӗпри йывӑҫӗ патне пыма пӗрин те хӑюлӑх ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Унта унӑн мольӑпа антарнӑ темиҫе пин тӑваткал чалӑш йывӑҫӗ, шыв чаксан, маткӑсем, челенасем туса тиессе кӗтсе выртать.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗлле, Турхан енчи вӑрманта хыр йывӑҫӗ ӳсекен делянка парсан, ӑна вӑрманҫӗрсемех касса татса тирпейленӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӑмахран, йывӑҫӗ ҫыран хӗрринче ларать пулсан.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫулла кашни йывӑҫӗ айӗнче пекех, пӗчӗк кӑна тӑпӑл-тӑпӑл пӳртсем пек, вӗллесем курӑнса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йывӑҫӗ ҫул енчен йӑлт ҫийӗнсе пӗтнӗ терӗм.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех