Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йывӑртарах (тĕпĕ: йывӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тата темиҫе утӑм турӗ, малтанхинчен те йывӑртарах урасене шутарма.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Ванюш, салам!» — тесе ҫырма ӗлкӗрчӗ, ҫавӑнтах лаша кӗтӗвӗ пек пӗри тепринчен йывӑртарах та йӳҫӗрех шухӑшсем пусса илчӗҫ те кӑранташ унӑн аллинчен тухса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Манӑн каяс ҫулӑм нумай инҫерех… тата чылай йывӑртарах

— Это гораздо дальше… и гораздо труднее…

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Манӑннинчен йывӑртарах ӗҫ ҫук та пуль.

— Тяжкое у меня ремесло.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Хушӑн ху тӳре пуласси ыттисене суд тӑвассинчен чылай йывӑртарах.

Себя судить куда трудней, чем других.

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Эпӗ кӗрсе ӳкнӗ лару-тӑру океанра путакан карап ҫинчи ҫынсеннинчен те йывӑртарах ахӑр.

Человек, потерпевший кораблекрушение и затерянный на плоту посреди океана, — и тот был бы не так одинок.

II // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Кунта тата ҫакна астуса тӑрас пулать: вӑй хурса тӑвакан кирек мӗнле ӗҫ те шӑрӑх ҫӗрте пирӗн патӑрти вӑтам ҫӗртинчен нумай йывӑртарах.

Надо помнить при этом, что всякая физическая работа в жарком поясе гораздо тяжелее, чем у нас, в умеренном.

Тропик тӑрӑхӗнчи халӑхсен пурӑнӑҫӗ епле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ун вырӑнне ҫавӑнтах унтан йывӑртарах сивӗ сывлӑш пырса тӑрать.

На его место тотчас же приводит более тяжелый холодный воздух.

Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вара санӑн ҫав счетчике хирӗҫ юри мӗнле те пулин йӗркесӗртерех ӗҫ тӑвас е ӑна йывӑртарах нагрузка парас килсе каять, хӑй шакканӑ ҫӗртех чыхӑнтӑр та… хӑйне йывӑр килнипе тата хӑй тарӑхнипе ҫурӑлса кайтӑр.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сӑмах унӑн ҫӗнӗ хваттерӗ ҫинчен пынӑ чух ӑна лӑпкӑ пулма йывӑртарах пулнӑ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ман пек лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынна сирӗн ҫӗр тӗслӗ ӗҫ пулнине шута илсе тӑма йывӑртарах.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мала тухма ансат мар, малта тытӑнса тӑма вара — йывӑртарах.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Палюков хӑйне тем пирки йывӑртарах туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Паллӑ ӗнтӗ, сӑвакансен ӗҫӗ ку енӗпе чылай кӑткӑсрах, йывӑртарах.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ку вара, ҫӗтӗк минтер ҫинчи пек ҫеҫ мар, тата йывӑртарах пулчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мӑкӑрӑлса тӑмасть-и, йывӑртарах мар-и, терӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Тен, манӑн чуна тата йывӑртарах пулӗ те…

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Йывӑртарах ӗҫрен тӗрлӗ сӑлтав тупса, час-часах пӑрса хӑвараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эрне йывӑртарах пуҫланма пултарать.

Неделя может начаться трудновато.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тепӗр эрнерен, районсем тӑрӑх ҫӳреме тухса кайнӑ чух, Петӗр хӑйӗн «ылтӑн» пурлӑхне ман патра хӑварчӗ, «чӑнах та, йӑтса ҫӳреме йывӑртарах, сан патра вӗсем лайӑхрах упранӗҫ», терӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех