Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йывӑрланса (тĕпĕ: йывӑрлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунашкал мӑшкӑл хыҫҫӑн ҫурӑм хыҫӗнчи кутамкки те тӑрук йывӑрланса, унта чул чиксе тултарнӑн сулмакланса каять.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лару-тӑру ҫавах питӗ йывӑрланса ҫитнине пула Симӗс сӑмсах утравӗсем патӗнче вӗсем якӑр пӑрахнӑ-пӑрахнах, вӑл вӑхӑталла командӑра пурӗ те 30 ҫын кӑна юлнӑ пулнӑ.

Однако, критическая ситуации заставила бросить якорь у Островов зеленого мыса для пополнения запасов, в команде к тому времени было всего лишь 30 человек.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

1973 ҫулта хутшӑну ҫав тери йывӑрланса ҫитнӗ хыҫҫӑн Йоко Джонпа уйрӑлма шут тытнӑ.

В 1973 году напряжение достигло своего предела, и Йоко приняла решение расстаться с Джоном.

Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Макар йывӑрланнӑҫемӗн йывӑрланса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Фронт еннелле ҫывхарнӑҫем ҫул йывӑрланса килет.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йӗки самаях йывӑрланса ҫитсессӗн, кӑштах та пулин канса илесчӗ тесе-ши, кукамай шӑплӑха путатчӗ…

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Тепӗртакран пуҫ йывӑрланса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Миккуль тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 108–109 с.

Апат-ҫимӗҫ, улӑштармалли кӗпе-тумтир чикнӗ хӑва арча ҫухрӑмран ҫухрӑма йывӑрланса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Пурнӑҫ йӑлтах йывӑрланса ҫитрӗ, Нӑркка.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Телейлӗ арӑм хӑй те сисмерӗ, йывӑрланса кайнӑ пуҫӗ айккинелле сулӑнчӗ, ҫывӑрса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑхӑт-вӑхӑт сывлама йывӑрланса ҫитрӗ, хӑсас килчӗ, анчах нимӗн те тухмарӗ, кӑштах сурчӑк ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сывлама йывӑрланса ҫитрӗ — сывлӑш ҫитмест, пуҫ хӗссе ыратать, пуҫ ҫаврӑнать, ӑш пӑтранать.

Дышать тяжело — не хватает воздуха, в висках стучит, голова кружится, тошнит.

Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вассан килти пурнӑҫӗ йывӑрланнӑҫемӗн йывӑрланса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун ҫине ларма темшӗн йывӑрланнӑҫемӗн йывӑрланса пынӑн сисӗнет ӑна.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ыраш пучахӗсем, чӑнах та, йывӑрланса кайнӑ пек, сулмаклӑн чӑштӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кунсерен лум-кӗреҫе йывӑрланса пырать алӑра, хӗрсем чирлеҫҫӗ, вӗсем вырӑнне урӑххисем килеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пысӑках мар тӑваткал залра, форточкӑсенчен кӗрекен варкӑш чӳрече каррисене кӑштах хускатать пулин те, йывӑрланса ҫитнӗ сывлӑш кӑмӑла сӳрӗклетет, шӑм-шака пусать; чылайранпа тӑхтав-мӗн туса пӳлӗме уҫӑлтарманни, канашлӑва пухӑннисем хӑйсем те кӑштах уҫӑлманни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Йывӑрланса кайнӑ пуҫӑма тӳрлетерех тытатӑп кӑна, вӑл пур, пушшех те йывӑрланса, каллех усӑнать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Пушшех те йывӑрланса кайнӑ пуль ку эсремет!

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анчах тӑхлан пек йывӑрланса ҫитнӗ куҫхупанкисем ирӗксӗрех хупӑнаҫҫӗ, вӗсене магнит туртнӑ пекех туйӑнать…

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех