Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпир мӗн ыйтнине — экономика тӗлӗшӗнчен хамӑр валли ҫӑмӑллӑх илессине, политикӑлла ирӗклӗх илессине, сӑмах ирӗклӗхӗ, ҫын ирӗклӗхӗ, пухусен, союзсен, пурне те тивӗҫ, пӗртан, тӳрех суйламалли правӑпа сасӑласа суйласа, халӑхӑн учредительнӑй пухуне пухас ирӗклӗхе ҫӗнсе илессине кӑларса тӑратӑр».
XXIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
1830 ҫулхи Июльти революци вӑхӑтӗнчех Гюго: «литературӑри ирӗклӗх — политикӑлла ирӗклӗхрен ҫуралнӑ», «искусствӑри ирӗклӗх патне, обществӑри ирӗклӗх патне» — туртӑнать», тенӗ.
I // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
Сӗтел пуҫӗнче эпӗ, утрав патшипе хуҫи, ларатӑп, хама пӑхӑнса тӑракансен пурнӑҫӗ пӗтӗмпех ман алӑра: эпӗ вӗсене вӗлерес тесен — вӗлерме, каҫарас тесен — каҫарма, ирӗклӗх парас тесен — ирӗклӗх пама, ирӗклӗхе туртса илес тесен — туртса илме пултаратӑп, мана пӑхӑнса тӑракансем хушшинче пӗр пӑлхавҫӑ та ҫук.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Ирӗклӗх вӑл кам мӗн хӑтланма шутланӑ, ҫавна тума пултарнинче мар, ирӗклӗх вӑл пӗртанлӑхра, пӗтӗм халӑхӑн пӗрлӗхӗнче, унӑн пӗтӗмӗшле тӗллевӗнче.
Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Вӑрман витӗр Болотников, Ермак, Разин, Пугачев отрячӗсем иртрӗҫ, вӑрманта ирӗклӗхе шыракансем ирӗклӗх юррисем юрларӗҫ…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Вӗсем малашне фантазиллӗ пуянлӑх пулассине, шухӑшласа та илме ҫук ирӗклӗх пулассине анлӑн сарса кӑтартаҫҫӗ; ҫӗр аллӑ миллионлӑ халӑхран — тӗнчене хуть те мӗнле урӑх йӗркепе туни те хӑйсемшӗн ӗмӗрлӗх чуралӑхпа шанчӑксӑр ӗҫ ҫеҫ парассине куракансене — ҫав малашнехи тулӑх пурнӑҫпа пулас ирӗклӗх хӑйсем енне илӗртсе туртӑнтарнӑ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Кӑшкӑр, мӗнпур вӑйран: ирӗклӗх! ирӗклӗх! — те…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома итлемен, вӑл ҫав-ҫавах ирӗклӗх ҫинчен, чӑнах та ҫав тери ансатӑн килме пултарассӑн туйӑнакан ирӗклӗх ҫинчен шухӑша кайса ларнӑ.Фома не слушал, охваченный думой о свободе, которая казалась ему так просто возможной.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эсир ирӗклӗх тесе йӗркесӗрлӗхе, тӗркешӗве, пуҫлӑхсӑр пурнӑҫа ӑнланатӑр пулсан, пире ун пек ирӗклӗх кирлӗ мар! — тесе кӑшкӑрнӑ Фессалоний.
XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ирӗклӗхӗ — ирӗклӗх те, анчах пире иксӗмӗре валли мар.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
— Ирӗклӗх, господа, ирӗклӗх!..
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ирӗклӗх — уйрӑм ҫынсемпе пӗтӗм халӑх валли те, пысӑк халӑхсемпе пӗчӗккисем валли те, хӑватлисемпе вӑйсӑррисем валли те пултӑр; ирӗклӗхпе пӗрле — килӗшӳ, чечекленсе пыракан тӳрӗ пурнӑҫ пултӑр, вилӗмсӗр турӑсем ҫынна савӑнмашкӑн панӑ тулли телей пултӑр…
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пире кураймаҫҫӗ, ҫынсен чи кӗҫӗн класӗ тесе шутлаҫҫӗ, пире ирӗклӗхпе тӑван ҫӗршывсӑр тӑратса хӑварнӑ, пире ҫынсен куллишӗн, пӗр-пӗринпе ҫапӑҫтарса вӗлерттереҫҫӗ, ҫавӑнпа эпир тулли ирӗклӗх шыратпӑр, эпир хамӑрӑн тӑван ҫӗршывпа хамӑрӑн ҫуртӑмӑрсене кӗрешсе илесшӗн, ҫавна пула ӗнтӗ эпир халь влаҫа тытса тӑраканнисене хирӗҫ кӑна мар восстани тӑвӑпӑр, вӗсен вырӑнне килекеннисене хирӗҫ те восстани тӑвӑпӑр, — вӗсем Сулла е Катилина, Цетег е Помпей, Лентул е Красс ятлӑ пулӗҫин те, пирӗншӗн пурте пӗрех.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Ирӗклӗх, ирӗклӗх! — кӑшкӑрчӗ темиҫе пин сасӑ.
II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Тавлашнӑ-тавлашнӑ та ҫапӑҫма кӗрсе кайнӑ; Патакӗ Ирӗклӗхе хӗнесе тӑкнӑ, Ирӗклӗх вара — эпӗ астӑватӑп — хӗненӗрен больницӑра вилнӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
«Эх, ирӗклӗх, ирӗклӗх!..
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫын пуринчен ытла хӑйӗн ирӗклӗхне хаклать, ирӗклӗх уншӑн чи пахи.Человек прежде всего ценит свободу, свобода для него главное.
21 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл ҫирӗп алӑсенчен ним чӗнмесӗр, шӑлӗсене шатӑртаттарса вӗҫерӗнме тӑрӑшрӗ, хӑйӗн вӑйне усӑсӑр кӑшкӑрса пӗтересшӗн пулмарӗ, анчах унӑн пӗтӗм пысӑк кӗлетки ирӗклӗх ҫинчен кӑшкӑрса йынӑшрӗ, тыткӑнран хӑтӑлма тӑрӑшрӗ, ирӗклӗх ҫинчен ӗмӗтленсе хӗрӳллӗн тапкаланчӗ.
6 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
«Ирӗклӗх»ӗн манифесчӗпе килӗшӳллӗн (копине пирӗн кӑларӑмра тупма пултаратӑр) пӗрлешӳ ҫакнашкал тӗллевсем лартать: чӑвашсен наци хӑйнеӑнкарулӑхне (самосознание) аталантарса ҫирӗплетесси, чӑваш чӗлхине, культурине, историпе политикине пропогандӑласси, чӑваш, пӗтӗм тӗрӗк тата ҫывӑх финно-угр халӑхӗсен ирӗклӗхне хӳтӗлесси, чӑваш халӑхне кун-ҫулне хӑйне татса пама ирӗк парасси.
Юстици Министерстви чӑвашсен националистла пӗрлешӗвне регистрацилеме килӗшмен // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Лартасса та ӑна ирӗклӗхе питӗ юратнӑшӑн тата ҫак ирӗклӗх патне ытти ҫынсене чӗннӗшӗн лартаҫҫӗ-ҫке.И заключают его в тюрьму за то, что он очень любит свободу и к этой свободе зовет людей.
Камерӑри чечексем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.