Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирттермен (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2020 ҫулччен, федерацин тата республика укҫи-тенкине явӑҫтарса, шкулсенче ҫавнашкал комплекслӑ майпа анлӑ юсав ӗҫӗсем туса ирттермен.

До 2020 года такого масштабного комплексного ремонта с привлечением федеральных и республиканских средств в школах не было.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Сан пиччӳ те нихҫан задача шутласа вӑхӑтне ирттермен.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Венюк каласа пама тытӑнсан ун таврашӗнчи хӗрарӑмсем: — Эй-тур-тур, эй тур-тур, мӗскӗн ача, мӗнле кӑна асап чӑтса ирттермен! — тесе ик аллине шарт ҫапаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Хӑйӗн пурнӑҫне тивӗҫлӗ пурӑнса ирттермен ҫын кӑна.

Куҫарса пулӑш

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

— Епле пулсан та, эпӗ хамӑн пурнӑҫа ку таранччен лӑпкӑн пурӑнса ирттермен, — терӗ вӑл васкамасӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ҫак чухӑн купецӑн виҫӗ ачипе, вута та, шыва та кӗрсе кайма хатӗрскерсемпе, Георгий вӑхӑта нихҫан та кичем ирттермен.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Эсир юратнӑ ҫынпа тахҫанах вӑхӑта кун пек кӑмӑллӑ ирттермен.

Вам давно не удавалось так приятно провести время с партнёром.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах хама ырӑ тӑвакана нихҫан та ахаль ирттермен.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха патӗнче тарҫӑра ӗҫлеме тем таранах йывӑр пулсан та, кун каҫиччен ӗҫлесе тем пекех сӳсленсен те, ҫирӗм ҫулхи Кӗтерук юратакан каччи ҫинчен шухӑшламасӑр ирттермен.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унашкал мероприятисене халиччен ирттермен пирки ачасемшӗн ҫеҫ мар, журналистсемшӗн те вӑл хӑйнеевӗрлӗ ҫул уҫакан опыт пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаҫатҫӑсем – шкул лагерӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10976-kh ... lager-nche

Эпӗ хам ӗмӗрте пӗр кун та ӗҫлемесӗр ирттермен.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Вӗсемсӗр пӗр вечер та ирттермен, — тет Укахви.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпир Левентейсӗр пӗр пуху та ирттермен, ак ҫак анчах пымасть пирӗн пухӑва, — Липа ҫинелле кӑтартрӗ Укахви.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗллехи вӑхӑта та ахаль ирттермен - кӗлсем пухнӑ, юр тытма кайнӑ, удобрени сапнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Мӗн кӑна тӳссе ирттермен пуль пирӗн аннесем.

Куҫарса пулӑш

Иртнине манма ирӗк ҫук // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b8%d1% ... %83%d0%ba/

Апла пулин те юсав ӗҫӗ хӑҫан пуҫласси паллӑ мар-ха: ӑна тумалли организацине суйламашкӑн аукциона халӗ те ирттермен.

Тем не менее, начало ремонтных работ все еще неизвестно: аукцион для выбора организации для реконструкции дороги до сих пор не был проведен.

Лапсар тӑкӑрлӑкӗнче грейдер ӗҫленине асӑрханӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32455.html

Хӗллехи каникула киле каймасӑр пӗр ҫул та ирттермен Павлуш.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫав кун чӑх кукли пӗҫермесӗр ирттермен амӑшӗ те.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫав куна Эльгеев паллӑ тумасӑр ирттермен: «пирӗн пулас йӑх тӗпӗ — ачасенче», — тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сарт Ҫеменӗ Уҫӑп Тимахвейчпа пӗрле ӳснӗ, анчах ҫур ӗмӗрне килте пурӑнса ирттермен: ҫирӗм икӗ ҫул таҫта «сартсем» патӗнче салтакра пурӑннӑ, тӗрӗксемпе те ҫапӑҫса курнӑ, улпутсем патӗнче те Аҫтархан кӗпӗрнинче пул тытса нумай пурӑннӑ — ҫапах та ырӑ кил-ҫурт лартайман.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех