Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирттерет (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Республика Вӑрман хуҫалӑх министерстви «Экологи» наци проекчӗн шайӗнче ҫутҫанталӑк пушарӗсен сиенне сахаллатас енӗпе ӗҫсем йӗркелет тата туса ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑрт вӑрман хуҫалӑхӗсем нацпроект шайӗнче пушара хирӗҫ минерализациленӗ тӑрӑхсене активлӑ йӗркелеҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/natsi-proekch-se ... le-3771440

Ӑна Чӑваш наци музейӗ тата «Паха тӗрӗ» пултарулӑх ӗҫӗсен фирми ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Район сӑнӗ шурӑ пир ҫине тӗрленӗ // О.АЛЕКСЕЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/ra ... -ine-trlen

Занятисене Раҫҫейри футбол союзӗ хатӗрленӗ ятарлӑ спорт программипе ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

«А.Ф. Федоров ячӗллӗ Вӑрмарти спорт шкулӗ Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗпе, ЧР Спорт министерствипе, республикӑри спорт федерацийӗсемпе пӗрле ҫулсерен 70-е яхӑн спорт мероприятийӗ ирттерет. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе кашни ҫулах Мӑнҫырма ялӗнче РФ спорт мастерӗн кандидатне А.Трофимова асӑнса велоспорт-маунтинбайк енӗпе Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусем иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

Ҫав вӑхӑтрах классенче ӗҫ урокӗсем те ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ вырӑнне шкулта тупнӑ // Анатолий Краснов. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%bf%d1%8 ... %bd%d3%91/

Тӗрре пикенсен, пуринчен те ирттерет, хӑть мӗнле тӗрӗ кӑтарт ⎼ ӑна туххӑмра вӗренет».

Куҫарса пулӑш

Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Нюксеницӑри йӑлана кӗнӗ халӑх культурин центрӗ халӗ ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗсем ирттерет, координаципе меслетлӗх енӗпе ӗҫлет, хӑйӗн опучӗпе паллаштарать, экспериментсем ирттерет, ҫутӗҫ ӗҫне пурнӑҫлать, йӑла-йӗркесене чӗртсе тӑратас, фольклор уявӗсене йӗркелес енӗпе ӗҫлет.

Сейчас Нюксенский Центр традиционной народной культуры, осуществляет научно-исследовательскую, координационно-методическую, опытно-экспериментальную, просветительскую деятельность, занимается воссозданием обрядов, организацией фольклорных праздников.

Нюксеница // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 1%86%D0%B0

— Гравер ӗҫӗ — кӑткӑс, вӑл нумай вӑхӑта ирттерет, ҫавӑнпа эпӗ ӑна механизацилеме шутларӑм.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Кнессете суйлав иртнӗ хыҫҫӑн Израиль президенчӗ суйланӑ фракцисемпе канашлу ирттерет те вӗсенчен пӗрине пуҫлӑх пулса правительствӑна йӗркелеме хушать, пуҫлӑх пулма коалици правительствине йӗркелеме пултаракана сӗнет (каярахпа фракцин асӑннӑ пуҫлӑхӗ правительство пуҫлӑхӗ, премьер-министр пулса тӑрать).

После выборов в кнессет президент Израиля проводит совещание с избранными фракциями и поручает формирование правительства главе одной из них, тому, кто «наиболее способен» сформировать коалиционное правительство (впоследствии данный глава фракции становится главой правительства, премьер-министром).

Кнессет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BD%D ... 0%B5%D1%82

Олег часах икӗ ҫул тултарать, вӑл кунӗ-кунӗпе амӑшӗпе тата кӗҫӗн шӑллӗпе пӗрле килте ирттерет.

Олегу скоро будет два годика и он целыми днями проводит дома с мамой и младшим братиком.

Нумай ачаллӑ ҫемьери телей // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-02- ... ey-3641608

«Ҫемье абонеменчӗ» проекта кӑҫал ТР Культура министерстви культура учрежденийӗсем хушшинче ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Февралӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра «Ҫемье абонеменчӗ» проект хута кайрӗ // Татьяна Васильева. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -xuta-kair

Кунта ӗҫлекен Денис атте (Денис Валерьевич Кириллов) питӗ кӑмӑллӑ ҫын, службӑсене кашни уяв тӗлне питӗ лайӑх кӗлтуса ирттерет, пире вӑй-хӑват парать.

Куҫарса пулӑш

Пачӑшкӑллӑ пултӑмӑр // Лидия ВАСИЯРОВА. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... a-pultamar

Иртен пуҫласа каҫчен ял ҫинче ирттерет вӑл куна, вӑтӑра тин пуснӑскер.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ку енчен вара вӑл Иванран таҫта ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ку енӗпе Кеша пуринчен те ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Пуҫ тӗлӗшшӗн калаҫса-мӑкӑртатса вӑхӑта ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Халӗ маттуррисенчен пӗри, училище е техникумра вӗренсе ӑс пухнисенчен те ирттерет, чи пысӑк разрядлӑ специалист.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Миша арҫынсен хорне йӗркеленӗ, эрнере икӗ хутчен репетици ирттерет.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ирӗксӗртен шӳтлесе ирттерет:

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Улатӑртан килнӗ вырӑс каччипе — Миша Фильчинпа — Дубов халӗ ӗҫрен пушӑ вӑхӑтра тӑтӑшах клубра ирттерет.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех