Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирттересси (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Культура ҫуртӗнче хамӑр Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен ачасемпе тӗлпулусем ирттересси ырӑ йӑла пулса тӑнӑ.

Стало доброй традицией устраивать в Доме культуры вечера встречи с ребятами,защищающими нашу Родину.

Ҫӗнтерӳ пирӗн пулать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3409097

Ҫирӗпленнӗ лайӑх йӑла ӗлӗкрех тата пурччӗ-ха: вӗренӳпе сӑнав лаптӑкӗсен конкурсне ирттересси.

Куҫарса пулӑш

Пуррине упрама пӗлни паха // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bf%d1%8 ... %85%d0%b0/

Пушкӑртстанри Конкурентлӑ политика енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗ васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсем валли ятарлӑ формӑллӑ тумтир туянма аукцион ирттересси ҫинчен пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсем валли 42 млн тенкӗлӗх ятарлӑ тумтир туянӗҫ // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/%D0%A1%D1%8B%D0% ... an-3389012

РФ регионӗсенче «Наци кросӗ», «Раҫҫей йӗлтӗр вӑййисем» тата «Ял спорт вӑййисем» йышши пысӑк мероприятисем ирттересси спорта сарма тата ҫӗнӗ чемпионсемпе рекордсменсене воспитани пама пулӑшать, - палӑртнӑ Путин.

Проведение в регионах РФ масштабных мероприятий, таких как «Кросс нации», «Лыжня России» и «Сельские спортивные игры», способствует популяризации спорта и воспитанию новых чемпионов и рекордсменов, уточнил Путин.

Путин Раҫҫейри физкультура юхӑмне аталантарма хушнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... hn-3387555

ЧР Граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗ Сергей Павлов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуркуннепе ҫуллахи тапхӑрта вут-кӑвартан сыхланас тӗ¬лӗшпе профилактика мероприятийӗсене ирттересси ҫирӗп йӗркене кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсем палӑртнинчен маларах пыраҫҫӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/uy-hir-ecese ... ah-pyracce

Тепӗр ҫӗнӗлӗх вӑл – сасӑлав кунӗччен маларах вырӑнта тухса сасӑлав ирттересси.

Куҫарса пулӑш

Сасӑлавра пурин те сыхлӑх йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнмалла // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/sasalavra-purin-t ... malla.html

Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министерстви район больницисенче юсав ӗҫӗсем ирттересси ҫине тимлӗх уйӑрать.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Ун шучӗпе, литература урокне ирттересси уйрӑмах йывӑр, мӗншӗн тесен ытти уроксемпе танлаштарсан педагогӑн пӗр харӑсах тӗпчевҫӗ те, ӳнерҫӗ те, воспитатель те, артист та пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Ҫав ӑнман арҫын арӑмӗ, Мотя ятлӑскер, тӗл пулать те вара мана — мӗн кӑна ҫук сан, Ҫтаппан, ылтӑн этем-ҫке эс, сан пек арҫынпа пурӑнасси — ӗмӗре ырлӑхра ирттересси, тет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫавӑнпа аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.

По данному поводу объявлено о проведении аукциона.

Иккӗмӗш Хурашаш тата Тури Ҫӗрпӳкасси ялӗсен хушшинчи ҫула юсӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35142.html

Субботник ирттересси – ку вӑл ҫынсене пӗрлештерекен ырӑ йӑла, тӑван тӑрӑх тасалӑхӗшӗн, илемлӗхӗшӗн, ҫут ҫанталӑкшӑн усӑллӑ ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне вӑранать, тӗрлӗ ӗҫ хушӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60606

Вӗсен тӗп тӗллевӗсенчен пӗри – мобилизаци ӗҫне ирттересси, халӑх пурлӑхне шута илесси, арҫынсене хӗсмете ярасси.

Куҫарса пулӑш

105 ҫул ҫитрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60700

«Халь тӗп тӗллев – ҫурхи ӗҫсене туса ирттересси хирте.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кластер тӑвасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60719

Халӗ пурин те пӗр тӗллев – ака-суха ӗҫне кӗске вӑхӑтра ирттересси.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кластер тӑвасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60719

Ху умӑнти йывӑрлӑха мӗнле ирттересси ҫинчен малтанах уҫҫӑн палӑртса хума пултаратӑн пулсан, йывӑрлӑхне ирттерсе яма та вара сана ҫӑмӑлрах пулать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Тӗл пулура Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри «Культурӑсен диалогӗ» ҫамрӑксен лагерьне ирттересси пирки калаҫнӑ, республикӑра чӑваш наци политикине пурнӑҫа кӗртес, Раҫҫей регионӗсенчи чӑваш общество организацийӗсене пӗрлештерекен Раҫҫейри чӑвашсен федераци шайӗнчи наципе культура автономине тата чӑваш наци диаспорине пулӑшмалли мерӑсене сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Акатуй» Мускавра иртет // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%b0%d0%b ... %b5%d1%82/

Пӗтӗм шухӑшӗ ӗнтӗ халӗ ҫиесси пирки, хырӑм выҫнине ирттересси пирки…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл хӑй пурнӑҫне ватлӑха ҫитиччен йӗркеллӗн, лӑпкӑн пурӑнса ирттересси пирки ҫеҫ шухӑшлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Малтанлӑха чи кирли — чиркӗве никӗсленине чаплӑн уявласа ирттересси.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗрентӳпе наука сферине тӗрӗслекен федераллӑ служба пуҫарнипе юлашки ҫулсенче Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрле тытатпӑр. Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ памалли кун» акци ирттересси йӑлана кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ тытнӑ // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%b0%d1%8 ... %bd%d3%91/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех