Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртсен (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепринче Аннушкин сада виҫӗ кун иртсен кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн эрне иртсен, чӳлмек цехне Стратоновпа шукӑль тумланнӑ палламан арҫын пырса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Чылай ҫул иртсен, Верук хаҫатра пӗр комбайнер хирти пушарпа паттӑррӑн ҫапӑҫни, тырра ҫӑлса, хӑй суккӑрланни ҫинчен вулать.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Уйӑх иртсен, Верукран ҫыру килчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫур ҫӗр иртсен, Верука вӗри ҫунтарма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Чылай вӑхӑт иртсен, Укаҫ пӗчченех кӗчӗ те Тимуш умӗнчен иртнӗ чух ассӑн сывласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пӗррехинче, ҫур ҫул иртсен, Верук пӗччен килчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кӑштах вӑхӑт иртсен, Тимуш лаҫҫа пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кӑшт вӑхӑт иртсен тин: — Йысна, эсир завода куҫса каятӑр-им? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тепӗр уйӑхран Тимуш вӑрҫа тухса кайрӗ, ҫулталӑк иртсен, пӗрремӗш хут аманса госпитальре выртнӑ чух, Уҫтук вилни ҫинчен ҫыру илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ӗҫнӗ чух ҫӳлелле вӗҫен, ӗҫкӗ иртсен — ахлатса выртан.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кӑшт вӑхӑт иртсен, Пруткин кӗрсе тухрӗ кунта.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тракторостроя килнӗ хыҫҫӑн ҫулталӑк иртсен, — малалла калаҫрӗ Пруткин.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Неушлӗ пӑхас килнӗренех пӑхан ҫавсен вӑййине? — ыйтрӗ те вӑл кӑштах вӑхӑт иртсен, тинех куҫ хӗррипе сӗртӗнчӗ сенкер экрана.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫумӑр иртсен, Думитру картишне тухать те пӳрт ҫийӗнчен икӗ тимӗр листи сӗвӗнсе ӳкнине курать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Атьӑр тепӗр пӳрте, — кӑштах вӑхӑт иртсен, мана хул айӗнчен тытрӗ Григориу.

Куҫарса пулӑш

XVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ҫакӑн хыҫҫӑн тепӗр ҫул иртсен, Тарас Поликарпович авланать, часах ача-пӑчалла та пулать, анчах Тихӑна хӑй ачи, хӑй тӑванӗ вырӑнне хума пӑрахмасть.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кӑштах вӑхӑт иртсен, Сантӑр автокран стрелине каялла ҫавӑрса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Халь вара, ҫурма ҫултан иртсен, хамран хам сасартӑк ыйтрӑм: ҫапла туса йӑнӑшмӑп-и, ҫыру авторӗсене йывӑрлӑха кӗртсе ӳкермӗп-и?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сехете яхӑн вӑхӑт иртсен, эпӗ театртан тухрӑм та кафе умӗнчи скверта Надьӑна тепӗр хут куртӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех